Чăваш литератури

Чăваш литературичăвашла хайланă литература[1]. Чĕмсĕрлĕх йĕркипе, чăн малтанах илемлĕхлĕ литература пирки кунта сăмах пырать. Ку самант каламасăрах паллă пек шутланать. Чăваш чĕлхипе çырнă хайлавсем пурте чăваш литературин шутне кĕреççĕ. Анчах та ку йышран фольклорла хайлавсене уйăрса илсе уйрăммăн пăхмалла. Авторлăхлă литературăна, — унта кашни хайлава кам çырнине палăртнă, атрибуциленĕ, текстне канонланă , — малашне улăштарассинчен сыхласа упрама тата улăштармашкăн чарма та май пур. ( Авторĕ çеç, паллах, хăй чĕрĕ чухне, улăштарма пултарать). Халăх сăмахлăхĕнчи хайлавсен палăртнă авторĕсем çуккине кура, вĕсен тĕлĕшĕпе апла тăваймстăн. Уйрăм фольклористсем çырса илнĕ вариантсем, чăн та, историре хăйне майлăн пĕлтерĕшленсе юлма пултараççĕ. Анчах та ку вăл, çапах та, канон мар.

Чи малтанхи (1800) чăвашла кĕнекен пĕр страници
Чăваш литературин антологийĕ: Сказки и предания чуваш. Чӑваш халапӗсем. (1908) — Хуплашка

Пуçламăш истори тӳрлет

Историлле çăлкуçсенче хăçан чăвашла çырнă текстсем курăнма пуçлаççĕ, шăпах çав вăхăтран чăваш литературине йĕрлесе пыма пулать. Вăтам Атăл тăрăхĕнче XIII-XIV ĕмĕрсенчи пăлхарсем хăварнă Р,Л-чĕлхеллĕ чул палăксем сыхланса юлнă.[2] Çав палăксем çинчи текстсем, паллах, чăн-чăн литература хайлавĕсемех мар. Вĕсем — эпитафисем. Çапах вăл текстсенче çав вăхăтри (вăтам ĕмĕрсенчи) чăваш чĕлхи упранса юлнă. Хăшпĕр пуплерĕшсенче илемлĕх саманчĕсене те асăрхама пулать. Уйрăм сюжетсем те пур.

Асăннă эпитафисене арап графикипе (арапицăпа) çырнă. Чăваш чĕлхи тĕрĕк чĕлхисен йышне кĕрет. Çавна кура, литература историйĕ пирки калаçнă май, авалхи тĕрĕксен хайлавĕсем пирки аса илни те вырăнлă, — вĕсене чăваш литературин пайĕ теме май çук пулин те.

Авалхи тĕрĕк литератури тӳрлет

Паянхи тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсем XIII–XIV ĕмĕрсенче чамăртанаççĕ. Чăваш халăхĕ тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен шутне кĕрет. Авалхи тĕрĕк культурине çывăх япаласем йăла-йĕркере те, халаплăх-сăмахлăхра та, сăнарлă шухăшлавра та нумай упранса юлнă.

Тĕрĕк чĕлхиллĕ халăхсен чи авалхи поэзи палăкĕ пирĕн эрăччен 121 çул маларах тĕл пулать. Китай çар пуçĕ Хой Цюй-бин сюннусен (хунсен) Енçи (Яньчжи) тăвĕ таврашĕнчи çĕрсене туртса илсессĕн лешсем çапларах юрă юрланă пулать[3]:

Енçи тăвне çухатни
Мĕскер патне çитерчĕ?
Хĕрарăмсен пичĕсен
Пĕтейрĕç-çке хĕрлисем.

Паянхи куна çитиччен упранса юлнă авалхи тĕрĕк палăкĕсене руна, манихей тата уйгур çырăвĕсене тĕпе хурса çырнă.

Тĕрĕк хаканлăхĕнче Йоллăх-Текĕн ятлă поэт пурăннă, вăл Кӳл текĕн çине лартнă чул юпа çинчи сăмахсене хайлани паллă.

 
Кÿл-Текĕн палăкĕ (Монголи). 735-мĕш çул
 
Бильге-Каган палăкĕн (732-мĕш çул) копийĕ (Анкара хули)

Кӳл-Текĕн вилнишĕн хурланса çапларах хӳхлев çырать[3]:

Çуратнă аннем, пысăк аннесем,
аппасем, кинĕмсем, йăмăкăмсем!
Чĕррисем, пурте чура пулатăрччĕ,
вилнисем, çуртра-çулта выртса юлаттăрччĕ.
Кӳл текĕн çук пулнă пулсан
пурте вилнĕ пулăттăрччĕ.
Кӳл-Текĕн шаллăм çук пулчĕ,
чунăм хурланчĕ.
Куран куçăм курми пулчĕ,
пĕлен пĕлĕвĕм пĕлми пулчĕ,
чунăм хурланчĕ.

Çак хайлавсене жанр тĕлĕшĕнчен эпосла поэма теме пулать.

Тĕрĕслĕхшĕн тепĕр хут: Кун пек япаласене чăвашсен тÿрĕ несĕлĕсемпе уçăмлăн çыхăнтарма хĕн. Анчах та чăвашсем те тĕрксемех, эппин, ку та вĕсене пырса тивет.

Атăлçи пăлхарсен культури (IX–XIV ĕмĕрсем) тӳрлет

Атăлçи пăлхарсен культуринчен литературăна уйăрса илсе ятарласа пăхса тухма çăмăл мар. Мĕншĕн тесен ку тĕлĕшпе çăлкуçсем сыхланса юлманпа пĕрех. Ылттăн Урта тапхăрĕнчи чул палăксен çырăвĕсем пирки çÿлерех асăнтăмăр ĕнтĕ.

Монголсемчченхи Атăлçи Пăлхарта çыруллă культура, апла пулсан çыруллă литература та, пулма пултарнине систерекен хыпарсем сахал мар. Калăпăр, пăлхарсен чĕлхинче кĕнекене пĕлтерекен сăмах та пулнах. Вăл хальхи чăваш чĕлхинче конь, конĕ, кунĕ хапасемпе сыхланса юлнă.[4] Ăна славян чĕлхисенчи книга (кĕнеке), осетин чĕлхинчи киньук (кĕнеке, хут, ÿкерчĕк), венгр чĕлхинчи коньув (кĕнеке), ирçе чĕлхинчи конов (хут) сăмахсемпе танлаштарса пăхни вырăнлă.

 
Владимир кнеç Добрыньăпа канашлани. Владимр Атăлçи пăлхарсемпе мир тăвас пирки (985 е 986). 15-мĕш ĕмĕрти Радзивилл çырсапыравĕнчи миниатюра

Тĕрлĕрен çăлкуçсенчен пăлхарсен çакăн пек кĕнекесем пулни паллă: Якуб ибн Нуманăн "Пăлхарсен историйĕ", Сулейман ибн Дауд Саксини-Сувари кĕнекисем, Таджетдин ибн Юныс ал-Болгари çырнă "Наркăмăша хирĕç вăйлă эмелсем".[5]

Кунта çавăн пекех Кул Гали текен автор çинчен те каласа хăварма тивет. Унăн кунçулĕ тĕтреллĕ, паллах мар. Ун çумне "çыпăçтаракан" текстсем тĕлĕшпе те уççи-хуппи çук темелле. Хальхи саманара саракан текстсем те, паллах, Р,Л-чĕлхеллĕскерсем мар. Эппин ку ята та, унпа çыхăнтаракан текстсене те, пусахласах чăваш литературин шутне кĕртме васкамалла мар пулĕ. Пĕлни вара пăсмасть, паллах.

Юрăçăсен самани (XIII–XIX ĕмĕрсем) тӳрлет

Фольклор — хайлавсен авторĕсене палăртма май çук тата канонласа çирĕплетмен литература. Çапах та унашкал хайлавсен те чăн малтанхи авторĕсем пулнах ĕнтĕ. Анчах та вăл ятсем историре сыхланса юлман. Хайлавсен чăн малтанхи варианчĕсем те улшăнма пултарнă пурăна киле. Çапах та тăрăшсан-тăрăшасан, архивсенче чакалансан, ытти тĕрлĕрен çăлкуçсене шута илсен, унашкал хайлавсен авторĕсене те, сайра-хутра çеç пулин те, тупса палăртма пулать. Çапла вара çав еткере авторлăхлă литература шутне кĕртме май пур пек пулса тухать.

Кун пек авторсенчен Хветие асăнмалла. Вăл XIX ĕмĕрĕн малтанхи çурринче пурăннă. Вăл хайланă юрăсене Д.П.Ознобишин (1804-1877) çырса илнĕ. Чăн малтан хак параканни те вăлах пулнă. Каярахпа вĕсене А.А.Фукс (1805(?)-1853) та пичетлесе кăларать. Çак информаторсем пĕлтернĕ тăрăх тата ытти фактсене те шута илсен Хвети чăнах та хăех хайланă юрĕсене юрласа пани паллă. Эппин ăна уçăмлăнах çав юрăсен авторĕ теме пулать[6]. Ку тĕлĕшпе Хветие пачах урăх вăхăтра тата вырăнта пурăннă Çытăр Ехримĕпе (1846-1921) çеç танлаштарма май пур.

Вăтам ĕмĕрсен вĕçĕнчи чăваш культури (XV–XVII ĕмĕрсем) тӳрлет

Вăтам ĕмĕрсен вĕçнелле, Ылттăн Урта йăшса пынă майăн, Атăлçи Пăлхар тăрăхĕ те юхăннаçем юхăнса пырать. 1431-мĕш çулта Пăлхар хулине те тĕппипех аркатаççĕ. Вырăнти халăха, — хăйсене хăйсем тата ыттисем те, — çăваçсем тата бесермансем тесе чĕннĕ.[7] Вырăс летопиçĕсенче çăваçсене "худые болгары" терминпа асăнма пултарнă.[8][9] Майĕпен çăваç тени чăваш тенипе улшăнса пырать. Бесерман шутланнисем — мăссăльмансем. Патшалăх тытăмĕпе ытти институтсем арканнă тапхăрта ислам позицийĕсем, унччен те çирĕпĕх пулманскерсем, вăйсăрланса пыраççĕ. Çавăнпа та бессермансен пысăкрах пайĕ пурăна киле çăваçсемпе пĕрлешсе кайнă теме май пур.[10] Хусан ханлăхĕ никĕсленсен çеç ку тăрăхра ислам çĕнĕрен вăйланма пуçлать. Анчах та ку çăваçсене питех пырса тивмест. Вĕсем ĕлĕкхиллех хăйсен йăли-йĕркисене тытса пурăнаççĕ.[11] Ку вăхăтра чăвашсен пĕр пайĕ Сăр, Çавал, Сĕве тăрăхĕнче, тепĕр пайĕ Хусан çум тата Хусан леш ен тăрăхĕнче пурăнать. Хусан ханлăхĕ арканнă хыççăн юлашкинчен асăннă ушкăнсем е урăх çĕрелле куçса каяççĕ, е тутара тухса пĕтеççĕ. Паян эпир хăнăхнă этнографилле тата диалектла ушкăнсем те çак вăхăтрах аталанаççĕ темелле. Анатри текен ушкăн çеç кăшт каярахпа, çынсем "тискер хирсене" (çĕнĕ çĕре) куçса кайнă майăн, йĕркеленет.[12]

XVIII-XIX ĕмĕрсенчи чăваш литератури тӳрлет

XVIII ĕмĕр вĕçнелле кивĕ чăваш çырулăхĕ йĕркеленсе каять. Ăна пуçласа яракансенчен пĕри — Ермей Рожанский (1741-1801). Вăл хăй чăвашла çырнă текстсем те упранса юлнă.[13] Çав шутра — чи малтанхи чăвашла кĕнеке, куçару шутланаканскер. 1800-мĕш çулта Санкт-Петербургра пичетленсе тухнă. Ку тапхăрти ытти литературăран тĕрлĕ сăлтавпа çырнă уйрăм сăвăсене асăнмалла. Акă çавсенчен пĕри (сылтăм юпара — хальхи çырулăхпа транскрипцилеме хăтланса пăхни)[14]:

Авал чошнѣ торе аслѣ аттѣзяне

Пит хораться бачче тюре сиррызене:
Эхаль сявах торень сивлыж пала
Кулуг усле анне барать синь пирень, хоть тюрень,
Рабазер и вашле, хош сявын сипзѣне
Тувза кѣзык хиберь тюрдеть пирингонпе
Конда чась пить кибзе тау тума сырѣ
Селем тюрезем ыд! Лаих сяк ись бѣлѣ
Чоньба пить килезе, торе сюр худбадер.
Сюлнѣ пиринь телеин Чиберне рабазыр.
<Авал чухне торă аслă аттесене
Пит хоратса пачĕ тÿре çыррисене:
Э халь çавах торĕн сывлăшпала
Кăлăх ĕçлĕ (?) анне парать çĕн пирĕн, хоть тÿрĕн (?)
Равасăр-и вашле (?), хош çавăн çипсене (?)
Тăвса кăсăк хĕпĕртеттерет пирĕн кунпе
Конта час пит кĕпçе тау (?) тума çырĕ.
Селĕм тÿресем ыт! Лайăх çак ĕçпеле
Чунпа пит кĕлесе, торĕ çур хутпатĕр (?).

Çÿлнĕ пирĕн пирĕн телейĕн Чиперне равасăр.>

Ку сăва 1781-мĕш çулта çырнă, Хусанти енпуç кантурне уçнă чухне чаплă лару-тăрура вуласа панă. Кун пек текстсем татах та пур. Вĕсен авторĕсене тупса палăртайман темелле. 1852 çулта пичетленсе тухнă «Чьвашъ аберь болдымыръ» сăввăн авторĕ камне вара тĕпчесе пĕлнĕ. Вăл — Василий Лебедев(1813-?).[15]

Ку тапхăрти чăваш литератури пирки сăмах хускатрăмăр-тăк, ниепле те Спиридон Михайлов (1821-1861) ятне манса кайма юрамасть. Унăн пьесăсем пек йĕркеленĕ «Калаçăвĕсем» — чăваш литературин уйрăлми пайĕ.

 
"Арçури" поэма авторĕ Михаил Фёдоров

Чăваш литературин чи çÿлти шайне палăртакан хайлавсенчен пĕри — Михаил Фёдоров (1848-1904) çырнă (1984) "Арçури" поэма:

Хĕвел ансан Хĕветĕр
(Эсир ăна пĕлетĕр) ...

Поэмăра, вăрмана хăрăк турат пуçтарма кайнă Хĕветĕр курăмĕсемпе шухăшларăшĕсем витĕр, çав вăхăтри хресчен пурнăçĕ куç умне тухса сăнарланать.

Тата тепĕр тĕлĕнмелле литература палăкĕ вăл — чăваш хĕрĕсем Николай Золотницкие (1829-1880) тав туса çырнă чăвашла çырусем. Акă вĕсенчен пĕри, Хураçырмари Ксения Тимофеева çырнăскер, — хальхи çырулăх мелĕсемпе палăртма хăтлансан[16]:

Николай Иванович, Христос вилĕмрен чĕрĕлсе тăчĕ. Çак сăмахсемпе сана чуптăватăп, Христос чиркĕвĕ каланă пек, çакă çыру манăн пултăр хĕрлĕ çăмарта вырăнне. Эс мана çыру хисеплесе çырнăшăн, кĕнекесене те янăшăн рахмат сана; санăн арăмна та рахмат, салам çырса яратăп, ăна валли шăтăкла яратăп, алшăлли вĕçне тытма, хамăн алăпа çыхнине. Пирĕн архиерей Антоние рахмат кала манран, кĕнеке янăшăн. Турă парĕ-и хăçан та пулин курма ăна, пирĕн еннелле килсе курĕ-и кăçал? Митрофан пиччене салам çырса яратăп. Ман килтисем сире пурте салам яраççĕ. Санăн арăму ан ятлатăр мана шăтăкласене çуманшăн — супăнĕ пулмарĕ. Сыв пулăр тепре куриччен. Хураçырмари Тимофей хĕрĕ Оксинья. 1868 çул, май уйăхĕ вун тăхăр кун иртрĕ.

Çак хĕр каярахпа çырура асăннă Митрофан Дмитриева (?-1906) качча тухнă, вара вĕсем Иван Дмитриев (1876-1911) мусăкçăна çуратса ÿстернĕ.

Асăннă Ксения Тимофеевана тата ыттисене чăваш çырулăхĕнче тата çыравĕнче чи малтан палăрнă хĕрарăмсенчен пĕрисем теме пулать.

Тата тепĕр ниепле те манса кайма юраман ен вăл — гомилетикăлла литературагомилетика çине таянса тата тăнлантару, ÿкĕтлев тĕллевĕсемпе ăсталанă текст. Вăл, паллах, ытларах тĕнпе çыхăннă, анчах та унта пĕтĕмĕшле, пурне те (Турра ĕненекенсене те, ĕнеменнисене те) кирлĕ хаклăлăхсемпе чăнлăхсем те çук мар.

Чăваш литературинче ак çаканашкал гомилетикăлла текстсене тупса палăртнă[17][18]:

  • <Паллă мар автор>. Ӳкĕнÿ. — "Церковные молитвы и исповедь на чувашском языке" кĕнекере пичетленнĕ (Мускав, 1809)
  • <Паллă мар автор>. Чăвашсен тĕшмĕшĕн сиенĕ çинчен вĕрентсе калани. 1840-мĕш çулсем. Алçыру.
  • Вишневский В.П. Чăвашла çырнă вунпĕр ÿкĕт (Пĕтĕмĕшле вырăсла "Поучения о тщете чувашских суеверий" ят панă).1846-мĕш çул. Алçыру.
  • Талавринов Н. Вĕрентсе калани. 1849-1857-мĕш çулсем. Алçыру.
  • Громов В.П. Вĕрентсе каланисем. 1850-1852. Алçыру.
  • Стратонов И. Ӳкĕнÿ. 1850-мĕш çулсем. Алçыру.
  • Васильев, Василий. Торă корннă праздник çинчен сăмах. Вĕрентсе калани. (Хусан, 1871).

Курăнать ĕнтĕ, кунта асăннă текстсенчен чылайăшĕ паянхи кун та пичетленмен, кун çути курман, е тахçанах теплерен пĕрре пичетленнĕ.

XIX–XX ĕмĕрсен чиккинчи поэзи (1886–1903) тӳрлет

Асăннă çулсенче поэзи вăйлăн аталаннă теме çук-тăр. Çапах та кăсăклă, пĕлтерĕшлĕ авторсемпе хайлавсем пур. Никита Ефимов (1856-1918), "Камит çинчен" сăвă авторĕ. Максим Арзамасов (1853-1919), паллă фольклорист, çав вăхăтрах сăвăсем те çырнăскер. Çапах та чăн малтан Турхан Яккăвне (1874-1938) тата Турхан Хĕветĕрне (1876-1932) асăнмалла.[19] Кусем — пĕртăвансем, анчах та вĕсем çумавторсем мар, кашнийĕн пултарулăхĕ хăйне май расна. Ку вăхăтри литературăра теплерен пĕрре уйрăм поэмăсем те куранкалаççĕ: çÿлерех асăннă Турхан Яккăвĕн — "Варуççи" (1903), Пётр Орловăн (1880-1959) — "Уравăш" (1903, 1906).

XIX–XX ĕмĕрсен чиккинчи прозăпа драматурги тӳрлет

Çак тапхăрти чăваш литератури 1870-мĕш çулсенче И.Я.Яковлев çĕнĕ чăваш çырулăхне йĕркелесе янипе тачă çыхăннă. Вăл шутра — прозăпа драматурги те. Çапах та, сăмах май каласан, хашпĕр хайлавсене кивĕ çырулăх е Золотницкий çырулăхĕ пулăшнипе те пичетлесе кăлараççĕ.

Осип Романов (1874–1967) чăваш литературин историне 1900-мĕш çулта уйрăм кĕнекен кăларнă «Хĕн-хур куракан çынна Турă пăрахмасть» повесть авторĕ пек кĕрсе юлать.

1899-мĕш çулта Хусан кĕпернинчи Теччĕ уесĕнчи (халĕ Елчĕк районĕ) Аслă Елчĕк ялĕнче 1874 çулта çуралнă Николай Кедров «Аçăна-аннене хисепле, хăвнах аван пулĕ» ятлă кĕнеке пичетленĕ. Акăлчан классикĕн Уильям Шекспирăн "Лир король" хайлавĕн витĕмĕ сисĕнет унта.

1889 çулта Хусан кĕпернинчи Çĕрпӳ уесĕнчи (халĕ Вăрмар районĕ) Чулкаç (Сĕнтĕр) ялĕнче çуралнă Дмитрий Архипов «Константинопольти чăвашсем» очеркра çак хулара пурăнакан чăвашсемпе тĕл пулса калаçни çинчен çырать.

Чĕмпĕр шкулĕнчен пĕлӳ пухса пурнăç çулĕ çине тăнă Григорий Тимофеев (18781937) Пăва уесĕнчи Элшел ялне ĕçе каять. Кунта вăл 1901–1903 çулсенче «Тăхăрьял» кĕнекене хайлать. Кунта çул çӳрев те, аса илӳ те, танлаштару та пур. Тăхăр ял çыннисем тĕнче тытăмне еплерех ăнланни, ытти халăх çыннисемпе тата хăйсем хушшинче еплерех пурăнни çинчен пырать хайлаври калу. Элшел çĕрĕ-шывĕпе тĕплĕн паллаштарать. «Тăхăрьял» хайлава халăхăн энциклопедийĕ теме те пулать.

XX ĕмĕрĕн пуçламăшĕ тĕлне чăваш прози пысăк утăмсем тăвать. Çав хушăрах харкамлăх тĕлĕшĕнчен вăл поэзи хыçĕнче пынă. Чăваш литератури Европăри тухăçлă усă куракан чылай жанра сивлемест.

 
И.Н.Юркин

Прозăра роман ĕлкиллĕ хайлавсем те курăнкалаççĕ (Иван Юркинăн (1863-1943) роман теме те май пур повеçĕсем). Драма жанрĕсенчен пĕри те чăваш çыруллă сăмахлăхĕн тытăмне кĕреймен-ха.

Драма хайлавĕсене ытларах чухне сцена çинче кăтартса пама çыраççĕ. Анчах вĕсене капла та вулама пулать. Спиридон Михайлов "Калаçăвĕсем" (1852) ятарласа театр валли хатĕрленĕскерсем мар. Вĕсене чăваш драматургийĕн ум историйĕ тесе те йышăнма та юрать. Эпир асăнакан тапхăра илсен, унта та чăваш авторсем драматургире тунă уйрăм сăнавла тенĕ пек хайлавсем пур. Сăмахран: Кури Вантер (1883-1969): «Чăваш туйĕ» (1901), «Авлану» (1902).

Çав вăхăтри букварьсенче пичетленнĕ калавсен авторĕсем пирки каласа хăвармалла. Пурне те И.Я.Яковлев ячĕпе çеç çыхăнтарни тĕрĕс мар. "Революцичченхи чăваш литератури" ятлă текстсен пуххине хатĕрлекенсем (Геннадий Юмарт, Анатолий Васан) палăртнă тăрăх, унашкал хайлавсене, тĕпрен илсен, Чĕмпĕрти чăваш вĕрентӳçисен шкулĕн вĕренекенĕсем çырнă. Акă вăл палăртусенчен хăшпĕрисем:

  • "Эпĕ ÿкĕнни" (<1885>). "Марук вилни" (<1885>). Калавсем. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекен Алексей (хушамачĕ паллă мар) çырнă.
  • "Пирĕн пÿрт çунни"(<1885>). Калав. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекен Иван Кукушкин (Çĕрпӳ уесĕнчен) çырнă.
  • "Чĕмпĕр курма кайни" (1886 хыççăн). Калав. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекен М.Никитин (хăш тăрăхран пулни халлĕхе паллă мар) çырнă.
  • "Эпĕ сехет çĕмĕрни" (1886 хыççăн). Калав. Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче вĕренекен А.Кузнецов (хăш тăрăхран пулни халлĕхе паллă мар) çырнă.

1900-мĕш çулхи чăваш букварĕнче Игнатий Ивановăн (1848-1985) икĕ калавĕ ("Лайăх, ăслă, кăмăллă çын пурне те юрăхлă" тата "Аттăна тăхăн та, çăпатуна кăларса ан пăрах") пичетленсе тухнă. Çырнă калавĕсем вара унăн татах та пулнă, вĕсем пичетлемен ун чухне, анчах Н.И.Ашмарин архивĕнче упраннă.

XX ĕмĕрти чăваш литератури тӳрлет

В. П. Станьял асăннă емĕре чăваш литературин талпăнуллă ĕмĕрĕ тесе хакланă. Çапла вара вăл ку тапхăрта чăвашсен сăмах ÿнерĕ уйрăмах, çав шутра юнашарла ытти ĕмĕрсемпе танлаштарсан, пысăк çитĕнÿсем тунине йышăннă.

XX ĕмĕрти проза тӳрлет


  Çавăн пекех пăхăр: Категори:Чăваш çыравçисем.

XX ĕмĕрти драматурги тӳрлет

Час-часах чăваш драматургийĕ XX ĕмĕрте çеç, Чăваш театрĕпе пĕрле, çуралнă теме пăхакансем пур. Ку, паллах, тĕрĕс мар. Çак саманта ку статьян çÿлерехри хăшпĕр секцийĕсенче те тĕрĕс палăртнă. Çапах та асăннă жанра аталанма Хусан хулинче 1918-мĕш çулта çуралнă Чăваш театрĕ вăйлă сулăм панине пытарма çук. Вăл чăнах та çапла.

1907-мĕш çулта «Хыпар» хаçатра Михаил Акимовăн (1884-1914) «Ялти пурнăç» пьесин пуçламăшĕ пичетленсе тухать. Хаçат унăн малаллине те кун çути кăтартма шутланă, анчах вăл хупăнать те, асăннă хайлав малалла пичетленмесĕрех юлать. Паянхи кун та вăл, пьесăн малалли, пирĕншĕн паллă мар. Ку чăваш драматургийĕн историйĕн хăйне майлă картлашки теме пулать. Спиридон Михайловăн «Калаçăвĕсем» хыççăн пичете лекме пултарнă хайлав.


  Çавăн пекех пăхăр: Категори:Чăваш драматургĕсем.

XX ĕмĕрти поэзи тӳрлет

 
Петĕр Хусанкай, чăваш поэчĕсен «çарпуçĕ»[20]

Санпа эпирчченех çак çăлтăрсем çуталнă,
Эпир сĕмленĕпĕр — çуталĕç çаплипех.
Анчах шанас пулать: çын çăлтăрпа çуралнă,
Ун куçĕ хупăнсан — пĕр çăлтăр сӳнетех.

Санпа эпирчченех шавланă çакă тинĕс,
Эпир шăпланăпăр — вăл шавлĕ çав-çавах.
Анчах шанас пулать: ăна илтетĕн тин эс,
Этем чĕнми пулсан — пĕр хум чарать шава...

Ку Петĕр Хусанкай сăвви пулчĕ. Ак тата Геннадий Айхи (1934-2006) çырнинчен:

 
Геннадий Айхи

          А. А.
Тăван сăмахăн чĕлтĕревлĕ,
вĕри таппиллĕ кĕввине
ыр вăй хушса эс кĕртрĕн меллĕ,
илемлĕ, çӳллĕ йĕркене.
Пил евĕр пулнă çакă туртăм
юлайтăр терĕн пиллĕхех, —
чĕр пурнăç чĕртнĕ пек эс куртăн
хальхи ачаш нарспилĕхе.
Ăна эс — чĕрӳнте сăнанă
хавхалану Хунти туса...
Ак санăн Кĕнекӳ, тăванăм:
тивлетлĕ хĕрлĕх пек таса!..



  Çавăн пекех пăхăр: Категори:Чăваш сăвăçисем.

Хальхи саманари (XXI ĕмĕрти) чăваш литератури тӳрлет

XXI ĕмĕрте чăваш литературин традицийĕ тата процесĕ тĕппипех чарăнса ларман-ха. Çак традиципе процеса тытса-йĕркелесе пымашкăн чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕсем те пур. 2001-мĕш çул хыççăн ак çак пĕрлешÿсене палăртма пулать:

Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕнче 9 секци (жанр тĕсĕсемпе пайланă), вырăс (ертӳçи — Зимина Г.В.) тата мари (ертӳçи — Г.Григорьев-Тотир) уйрăмĕсем ĕçлеççĕ.

Пĕрлешӳре пултаруллă ачасем вали шкул пур. Унта 70 яхăн çамрăк вĕренет (ертӳçи — Роза Шевлепи); Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвĕн пиллĕк филиал:Сĕнтĕрвăрри (В.В.Савельев-Саруй),Вăрмар (Н.И.Иванов-Пихампар), Çĕнĕ Шупашкар (В.П.Пугачёва), Патăръел (В.В.Васильев) тата Чĕмпĕр (Н. И. Ларионов).

Асăннă Пĕрлешӳре 110 яхăн пайташ: Анатолий Ырьят, Анатолий Хум, Петĕр Вашават, Юрий Никитин, Чĕкеç Люççи, Улатимĕр, Николай Ларионов.

Малтан асăннă икĕ пĕрлешÿ 1991-мĕш çултанпа пулнă "Чăваш Ен çыравçисен пĕрлешĕвĕ" текенни пайланнипе пулса кайнă.

XXI ĕмĕрте унччен литературăра ĕçлеме тытăннă авторсенчен чылайăшĕ млалла та вăй хума пăрахмаççĕ-ха. Вăл шутра Чиндыков Борис Борисович. В. В. Никифорова каланинчен[21]:

  Унăн «Хура чĕкеç» (2002) монодрама чăваш литературипе театр аталанăвĕнче паллă вырăн йышăнать. Пĕтĕм чăваш литературине илес пулсан та, хальлĕхе ку пĕртен-пĕр монодрама. Тата, паллах, илемлĕх тĕлĕшĕнчен пăхас пулсан, Чиндыков пьеси çав тери хăйне евĕрлĕ. Ăна СССР халăх артистки В. Кузьмина 80 çул тултарнă тĕле ятарласа çырнă. Ку хайлавра чăваш хĕрарăмĕпе чăваш халăх шăпи сăнарланнă. 2006-мĕш çулта чăваш театрĕ ку спектакльпе Турцире иртекен тĕрĕк халăхĕсен театрĕсен фестивальне хутшăнать.

2008-мĕш çулта Б. Чиндыковпа Н. Казаков «Нарспи» мюзикл лартаççĕ. Çапла май, Б. Чиндыков пĕрремĕш чăваш мюзиклĕн (рок-оперăн) либреттине çыраканĕ пулса тăрать. Ку авторсем классикăлла хайлава çĕнĕлле «вуланă», паянхи чăваш кураканне хускатма пултаракан ĕç лартма пултарнă. 2010-мĕш çултах çак авторсем тăрашнипе филармони сцени çине «Авалхи сас» проект тухать. Унти текстсен авторĕ – Борис Чиндыков. Ку ĕç паян пурăнакансене хамăрăн пуян культурăна туйса, ăнланса илме пулăшать.

 

Литература традицийĕпе процесĕ тенĕрен, халăх çыравçи е халăх поэчĕ ятсем парасси те вĕçленмен-ха. Акă, Раиса Сарпи тата Светлана Асамат халăх ятсене тивĕçнĕ[22].

 
В. Г. Родионов, поэт тата литература тĕпчевçи

Литература тиркевĕ, тĕпчевĕ (пĕлĕвĕ) тата публицистика тӳрлет

Чăваш литератра тиркевĕн тата пĕлĕвĕн историне Павлов Н. С.[23], Эзенкин В. С.[24][25] ятарласа тĕпченĕ. Çавăн пекех Родионов В. Г.[26], Александров С. А.[27] ĕçĕсем пур. Чи çĕнĕ тĕпчевçĕсенчен Элпи Родионова ятне асăнмалла[28].

Час-часах çакăн пек пулать. Хайлавсем чăвашла тухаççĕ, литература процесĕ те чăвашлах пулса пырать. Çав вăхăтрах ун пирки те, кун пирки те вырăсла çырса кăтартаççĕ. Вĕсене шута илме тивет, анчах та ку, методикăлла кăтартупа килĕшÿллĕн[1], чăваш литератури пулмасть. Çавăн пекех чăваш публицистики те — чăвашла çырнă публицистика пулса тăрать.

XVIII тата XIX ĕмĕрсенчен чăваш литератури пирки çырнă текстсем çук мар. Сăмахран, алçыру халлĕн выртаканнисем те[29]. Анчах та вĕсем хушшинче чăвашла çырнисене халлĕхе тупса палăртайман-ха. Çапла вара ыйтăва, тĕпрен илсен, XX ĕмĕртен пуçлама тивет.

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ 1 тата 2 Элли Илле. Икĕ чĕлхеллĕ литература... Хамăра хамăр улталани мар-и ку? — Хыпар, 2007, чÿк, 8.
  2. ^ Хакимзянов Ф. С. Язык эпитафий волжских булгар. М., 1978
  3. ^ 1 тата 2 Виталий Родионов куçарнă
  4. ^ Н.И.Ашмарин. Тезаурус Лингве Чувашорум. т.10. — 287 с.
  5. ^ Революцичченхи чăваш литератури. (XX ĕмĕрччен). Ш., 1989. — 25 с.
  6. ^ Г.Сигов. Замечания чувашского жителя на статью "Поездка в Чебоксары". — Жн. "Заволжский Муравей", 1834, №23
  7. ^ Чувашская энциклопедия. Булгарский язык.
  8. ^ О.Е. Игнатьева, З.А. Трифонова. Анчиккасы. Статья в Краткой чувашской энциклопедии. Ч., 2001.
  9. ^ Город Шупашкар "постарел" на 230 лет 2017 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ Министерство национальной политики Удмуртской Республики. Официальный сайт. 2014 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  11. ^ Индус Тагиров.О монографии С. В. Щербакова и не только о ней(ĕçлемен каçă)
  12. ^ Желтов П.В. Происхождение чувашских диалектов
  13. ^ Родионов В.Г. ЕРМЕЙ РОЖАНСКИЙ ПУРНĂÇĔПЕ ПУЛТАРУЛĂХĔ. 2021 ҫулхи Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
  14. ^ Мефодьев, А. И. Чувашская детская литература. Часть 1 : истоки, возникновение, формирование / А. И. Мефодьев. - Чебоксары : Чуваш. гос. пед. ун-т, 2008. — 13 с.
  15. ^ Димитриев В.Д. К вопросу об авторстве стихотворения «Чьвашъ аберь болдымыръ» — 36-мĕш асăрхав.
  16. ^ Çăлкуçра (Родионов В.Г. Чăваш литератури. XVIII-XIX ĕмĕрсем. Шупашкар, 2006. — 240-241 С.) ун чухнехи çырулăхпа çырнă оригиналне кăтартман.
  17. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. 1-мĕш том, Шупашкар, 1984
  18. ^ Иккĕмĕш тата виççĕмĕш йĕркесенче тăракан тĕслĕхсем пĕр япалах пулма пултараççĕ.
  19. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том. Ш., 1984 — 197-203 сс., 234-276 сс.
  20. ^ Виталий Юмарт çапла каланă.
  21. ^ В.В НИКИФОРОВА. БОРИС ЧИНДЫКОВ ТАТА ЧĂВАШ КУЛЬТУРИ — TDD/JofEL─ ─Summer /Yaz ─2020/17───•───Tehlikedeki Diller Dergisi/Journal of Endangered Languages
  22. ^ Станьял В. П. Халӑхӑн уҫӑ саслӑ хӗрӗсем — Аçтахар сайчĕ.
  23. ^ Павлов, Н. С. Краткий очерк истории чувашского литературоведения и критики / Н. С. Павлов. – Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1970. – 148 с
  24. ^ Эзенкин, В. С. Чăваш литературоведенийĕпе критика историйĕн кĕске очеркĕ (1956–1970) / В. С. Эзенкин. – Шупашкар : Чăв. патш. ун-чĕ, 1989. – 78 с.
  25. ^ Эзенкин, В. С. Теоретические основы чувашской литературной критики: 1917– 1970-е годы / В. С. Эзенкин. – Чебоксары: Изд-во Чуваш. ун-та, 1992. – 200 с.
  26. ^ Родионов, В. Вăхăт тивĕçĕ / В. Родионов // Тăван Атăл. – 1988. – 4 №. – 49–53 с.;
  27. ^ Александров, С. А. 1970–1980-мĕш çулсенчи литературоведенипе критикăри тÿнтер социологин хăш-пĕр енĕсем / С. А. Александров // Сăнар: тĕпчевсем. – Шупашкар, 2000. – 116–132 с.
  28. ^ Родионова Эльби Витальевна. ЭТАПЫ СТАНОВЛЕНИЯ СОВРЕМЕННОГО ЧУВАШСКОГО ЛИТЕРАТУРОВЕДЕНИЯ В КОНТЕКСТЕ РЕГИОНАЛЬНОЙ И ОТЕЧЕСТВЕННОЙ ЛИТЕРАТУРНО-ЭСТЕТИЧЕСКОЙ МЫСЛИ ВТОРОЙ ПОЛОВИНЫ XX ВЕКА. Автореферат диссертации на соискание ученой степени кандидата филологических наук
  29. ^ Магницкий В. К. алçырăвĕсеем:Василий Васильев — писатель-чувашин, Иван Васильев — писатель-чувашин (ЧПГИ ăслав архивĕ, I уйр, 517 упр.п., 89-92 лл.)

Вуламалли тӳрлет

  • Родионов, В. Г. История чувашской литературы XVIII-XIX веков / В. Г. Родионов, И. Ю. Кириллова, В. В. Никифорова ; Чувашский государственный институт гуманитарных наук ; ответственный редактор В. Г. Родионов ; [художник В. Н. Гончаров]. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2020. - 295, [1] с. : ил. ; 24 см. - Библиогр. в конце гл. и на с. 293-295. - На обл. и титул. л. авторы не указаны. - 500 экз. - ISBN 978-5-7670-2917-4 (в пер.). - [2020-0974]
  • Чăваш литературин антологийĕ. Проза.Гордеев Д. В., Силэм Ю. А. пухса хатĕрленĕ. — Шуп.: 2003. — ISBN 5-7670-1279-2
  • Виталий Родионов Чăваш литератури. XVIII–XIX ĕмĕрсем. — Шуп.: 2006. — ISBN 5-7670-1463-9
  • Юхма Мишши Авалхи чăвашсем. — Шуп.: 1996.
  • Чăваш литературин антологийĕ. Драматурги. Е.Р. Якимова пухса хатĕрленĕ. — Шуп.: 2014. — 2300 экз.
  • Федоров, Г. И. Шанӑҫпах сывлатӑрччӗ литературӑмӑр... : [хальхи вӑхӑтри чӑваш литератури аталанӑвне тишкерни] / Георгий Федоров // Тӑван Атӑл. – 2006. – № 1. – С. 58-59.
  • Федоров, Г. И. Чӑваш литератури (1945-1985 ҫулсем) : вӗрену пособийе / Г. И. Федоров. - Шупашкар : Чӑв. ун-чен изд-ви, 2004. - 515 с.
  • Федоров, Г. И. О теоретической истории национальной литературы : (некоторые заметки. На материале чувашской литературы) / Георгий Федоров // Ашмаринские чтения / [коллектив авт. – Чебоксары : Изд-во ЧГУ, 2005. – С.168-171.
  • Осипов, Н. Н. Некоторые размышления об истоках жанра рассказа в чувашской литературе / Н. Н. Осипов // Вестник Чувашского государственного педагогического университета имени И. Я. Яковлева. – 2012. – № 3. – С. 163-165. – (Гуманитарные и педагогические науки).
  • Осипов, Н. Н. О своеобразии развития малых форм прозы в чувашской литературе / Н. Н. Осипов // Вестник Чувашского государственного педагогического университета имени И. Я. Яковлева. – 2012. – № 2 (74), Ч. 2. – С. 109-112. – (Гуманитарные и педагогические науки).
 
Kури Вантер
  • Комиссаров Г. И. К вопросу о построении курса истории чувашской литературы (по поводу книжки Н. Васильева «Краткий очерк истории чувашской литературы»). — Казань: Татполиграф, 1931. — 8 с.
  • Виталий Родионов. «ИСТОРИЯ ЧУВАШСКОЙ ЛИТЕРАТУРЫ XX ВЕКА»: ИЗ ОПЫТА СОЗДАНИЯ КОЛЛЕКТИВНЫХ ТРУДОВ(ĕçлемен каçă) // Источник: АКТУАЛЬНЫЕ ПРОБЛЕМЫ НАЦИОНАЛЬНЫХ ЛИТЕРАТУР РОССИИ: ХУДОЖЕСТВЕННЫЕ ПОИСКИ ХХ – НАЧАЛА XXI ВЕКА. Сборник материалов Международной научно-практической конференции, посвященной 110-летию со дня рождения народного писателя Башкортостана З.Биишевой и 100-летию со дня рождения народного поэта Башкортостана Н.Наджми, г.Уфа, 12 апреля 2018 года, стр. 205-210.
  • Артемьев Ю. ХХ ĕмĕр пуçламăшĕнчи чăваш литератури. Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви,, 1992. 254 с.
  • История чувашской литературы XX века. Часть1 (1900 – 1955 годы): коллективная монография. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2015. 431 с.
  • История чувашской литературы XX века. Часть 2 (1956 – 2000 годы): коллективная монография. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2017. 432 с.
  • Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. 1 том (ХХ ĕмĕрччен). Шупашкар: Чăваш кĕн. изд-ви,1984. 464 с.
  • Родионов В.Г. Чувашский стих. Проблемы становления и развития. Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 1992. 224 с.

Каçăсем тӳрлет