Ашмарин Николай Иванович
Ашмарин Николай Иванович, (4.10.1870, Етĕрне хули, Етĕрне уесĕ Хусан кĕпĕрни (халĕ Етĕрне районĕ, Чăваш Республики), Раççей империйĕ — 26.8.1933, Хусан хули, Тутар АССР, РСФСР, ССРП) — паллă тюрколог, чăваш чĕлхи пĕлĕвĕн улăпĕ, 17-пайлă чи пысăк Чăваш сăмахĕсен кĕнекине çырса хатĕрлекенĕ. ССРП Ăслăх Академийĕн корреспондент-пайташĕ (1929).
Ашмарин Николай Иванович | |
Çуралнă вăхăт: | 1870, юпа, 4 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Етĕрне хули, Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1933, çурла, 26 |
Вилнĕ вырăн: | Хусан, Тутар АССР, РСФСР, ССРП |
Ăслăх сфери: | тюркологи, этнографи |
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлет1870 çулхи юпан 4-мĕшĕнче Етĕрне хулинче çуралнă. Ачалăхĕ Кăрмăшра иртнĕ.
Кăрмăшри (халĕ Чулхула облаçĕ) хула училищине тата Мускаври Лазаревсен институтне (1894) вĕренсе пĕтернĕ. Хусанти крешшĕн-тутар тĕп шкулĕнче тутар чĕлхи вĕрентнĕ (1894-1899). Хусанти вĕрентевçĕсен семинарийĕн наставникĕ (1899—1919), Çурçĕр-тухăç археологи-этнографи институчĕн профессорĕ, Чăвашсен Чĕмпĕрти çутĕç институчĕн вĕрентӳçи (1920—1923).
1923—1926 çулсенче Азербайджан университечĕн хĕвелтухăç факультетĕнче ĕçленĕ. 1925 çултанпа — тюркологи тухтăрĕ. Николай Ашмарин Хусанти Тухăç педагогика институчĕн профессорĕнче ĕçленĕ. 1929 çулта ăна ССРП Ăслăх академийĕн корреспондент-пайташне суйланă.
1933 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусанта çĕре кĕнĕ.
Вĕренекенĕсем
тӳрлетКилйыш. Несĕлсем
тӳрлет- Фёдор — аслашшĕ, Ярославль кĕпĕрнинчи креппостла хресчен.
- Иван Фёдорович — ашшĕ
- Гришина Ксения Логиновна — арăмĕ, хутла пĕлмен хĕрарăм
- Пётр Николаевич — ывăл
- Борис Николаевич (?-7.7.1952) — ывăл, туберкулёз чирĕпе асапланнă
- Виктор Николаевич (26-29.10.1909—?) — ывăл, Ветеринари хĕсмечĕн отставкӑри гварди подполковникӗ, АОВ ветеранӗ, инваличӗ, ӗҫ ветеранӗ, II группа инваличӗ (1988-мĕш çул тĕлне).
- Надежда Николаевна — хĕр, Шупашкарта пурăннă.
- Вера Николаевна (1919-1954, ака) — хĕр
- Людмила Николаевна (1927-?) — хĕр, эпилепсипе чирлĕ пулнă.
- Гришина Ксения Логиновна — арăмĕ, хутла пĕлмен хĕрарăм
1921-мĕш çул тĕлне Н. И. Ашмаринăн килйышĕнче 9 (тăхăр) ача пулнă[1].
Ăслăхри ĕçĕсем
тӳрлетТематики
тӳрлет- чăваш халăхĕпе унăн чĕлхин историйĕ;
- чăваш чĕлхин сасă тытăмĕ (фонетика);
- морфологи;
- предложенисен тĕрлĕ синтаксис конструкцийĕ, падеж системи, хисеп категорийĕ (синтаксис);
- диалектологи
Николай Ашмаринăн чи пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕсенчен пĕри — чăваш сăмахĕсен 17 томлă словарĕ — «Чăваш сăмахĕсен кĕнеки» — «Тhesaurus linguae tschuvaschorum». Унта пурĕ 40 пин сăмаха яхăн. Ахаль сăмахсемсĕр пуçне ял, шыв-шур, çырма-çатра, вăрман, ката (раща) ячĕсемпе, кивелнĕ сăмахсемпе, ваттисен сăмахĕсемпе тата каларăшсемпе, чăваш йăли-йĕркисемпе, халăх кăмăл-туйăмне палăртакан юрăсемпе, юмах-халапсемпе паллашма пулать.
Малтанхи икĕ томĕ — 1910, 1912 çулсенче, пĕтĕмĕшпе Совет тапхăрĕнче çутă кун курнă. 17-мĕш томĕ 1950 çулта Шупашкарта пичетленсе тухнă.
Николай Ашмарин чăваш чĕлхипе Вăтам Атăл тăрăхĕнчи ытти тĕрĕк чĕлхисенчи евĕрлев сăмахĕсене «Основы чувашской мифологии. О подражательных словах в чувашском языке» (Хусан, 1918), «О морфологических категориях подражания в чувашском языке» (Хусан, 1928) тата ытти ĕçĕсенче тарăннăн тишкерсе тухнă.
Н.И.Ашмарин пăлхар-чăваш этнос тата чĕлхе вĕçе-вĕçлĕхĕн теорине никĕслекенсенсе пĕри, вăта юпа.
Паллă ĕçĕсем
тӳрлет- Материалы для исследования чувашского языка. (1897—1898);
- Опыт исследования чувашского синтаксиса. Часть I. — Симбирск: Типогр. Полиграфсекции С. Н.Х, 1923. — 273 с.;
- Опыт исследования чувашского синтаксиса. Часть II. (1923);
- О морфологических категориях подражаний в чувашском языке. (1928);
- Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — Казань, 1902.
- Словарь чувашского языка. В 17-ти тт. (1928—1958).
- Общий обзор народных тюркских говоров гор. Нухи. — Баку, 1926.
Чăваш фольклорне публикацилени
тӳрлет- Очерк народной поэзии у чуваш: [из журн. "Этнограф. обозрение, 1982, № 2, С. 42—64]. — Москва, 1892. — 24 с.
- Сборник чувашских песен, записанных в губерниях Казанской, Симбирской и Уфимской. — Казань: Типо-литография Император. ун-та, 1900. — 91 с.
- Сборник чувашских пословиц. (1925).
Вилнĕ хыççăн пичетленисем
тӳрлет- Ашмарин Н. И. Незаконченные рукописи // Сăмах — Слово: 1993. — Чебоксары, 1994. — С. 85—97.
- Ашмарин Н. И. Чувашская народная словесность. — Чебоксары, 2003.
Литература
тӳрлетВырăсла
тӳрлет- Алексин В. Совершивший научный подвиг. // Советская Чувашия. — 2000. — 24 окт.
- Алексин В. Учёный шагает по «своей» улице. // Советская Чувашия. — 2000. — 7 дек.
- Андреев И. А. Н. И. Ашмарин и современное чувашское языкознание. // Вестн. Чуваш. ун-та. — 1996. — № 2. — С. 26—32.
- Егоров В. Г., Н. И. Ашмарин как исследователь чувашского языка. К 75-летию со дня рождения. — Чебоксары: Чувашгосиздат, 1948. — 43 с.
- Иванская Т. Юные творят с оглядкой на Ашмарина. // Советская Чувашия. — 2000. — 25 нояб.
- Малов С. Е., Памяти Н. И. Ашмарина. // Записки чувашского Научно-исследовательского института языка, литературы и истории. — 1941. — Вып. 1.
- Марфин Ю. Создатель уникального словаря. // Чебоксарские новости. — 2000. — 15 нояб.
- Сорокин В. Перед Ашмариным в долгу. // Советская Чувашия. — 2000. — 22 нояб.
- Федотов М. Р. Познавший душу языка. // Советская Чувашия. — 1990. — 4 окт.
- Федотов М. Р. В юношеском труде сказался весь Ашмарин. // Советская Чувашия. — 1998. — 20 мая.
- Федотов М. Р. Великий тюрколог. // Советская Чувашия. — 1995. — 7 окт.
- Федотов М. Р. Краткий очерк о жизни и деятельности Н. И. Ашмарина. // Лик Чувашии. — 1995. — № 1. — С. 147—164.
- Федотов М. Р. Н. И. Ашмарин: Краткий очерк жизни и деятельности. — Чебоксары: Б.и., 1995. — 51 с.
- Федотов М. Р. Тернистый путь Ашмарина к многотомному словарю чувашского языка. // Советская Чувашия. — 1995. — 24, 25, 26 мая.
- Хузангай А. П. Столп и утверждение чувашской филологии // Советская Чувашия. — 2000. — 14 апр.
- Хусанкай А. П. Ашмарин как поэт… // Республика. — 2000. — 7 окт.
- Хусанкай А. П. Столп и утверждение чувашской филологии // Ашмарин Н. И. Болгары и чуваши. — Чебоксары: ЧГИГН, 2000. — С. 5—8.
- Хусанкай А. П. Ашмарин/Айги: диалог через столетия // Новый Лик. — 2001. — Вып. 1. Хузангай А. П. Плод честного усердья
- Чернов М. Ф. «Словарь чувашского языка» Н. И. Ашмарина — выдающийся памятник чувашской письменности. // Изв. Инженерно—технолог. акад. Чуваш. Респ. — 1996. — № 1 (2). — С. 245—249.
Чăвашла
тӳрлет- Адюкова И. Чăваш ăслăлăхĕн ашшĕ. // Eлчĕк ен. — 2000. — 30 авăн.
- Алексеев А. «Хам вырăс пулин те, чăваш халăхĕн шăпи манăн чĕреме тăван вырăс халăхĕн шăпи пек çывăх». // Тантăш. — 1995. — 20 юпа. — С. 9.
- Алексеев А. Чăваш филологийĕн классикĕ. // Сувар. — 1995. — 3 чÿк.
- Андреев И. А. Аслă тĕпчевçĕ. // Тăван Атăл. — 1970. — № 9. — С. 67—70.
- Андреев И. А. Чăваш ăслăлăхĕн аслашшĕ. // Хыпар. — 1995. — 4 юпа.
- Васильева E. Н. И. Ашмарин тата халăха вĕрентес ĕç / E. Васильева, А. Горшков // Хыпар. — 1996. — 26 пуш.
- Виноградов Ю. Чĕлхе хăватне ĕненсе. // Ялав. — 1980. — № 10. — С. 32.
- Димитриев В. Д. Н. И. Ашмарин пăлхарсемпе чăвашсен чĕлхе тата этнос пĕрлĕхĕ çинчен вĕрентни. // Хыпар. — 1996. — 24 авăн.
- Илле Элли Ашмарин профессор хăш халăх çынни? // Хыпар. — 2000. — 2 çурла.
- Ильин Г. Н. И. Ашмарин — чăваш чĕлхин наукине пуçараканĕ. // Ял ĕçченĕ (Тăвай р-нĕ). — 2000. — 27 юпа.
- Ларионов Н. Ашмарин — чăваш халăхĕ пулса кайни çинчен. // Канаш (Ульяновск обл.).— 2003.— 4 авăн (№ 36).— С. 5.
- Ларионов Н. Ашмарин — чăваш чĕлхе пĕлĕвне хываканни. // Канаш (Ульяновск обл.).— 2004.— 1 ака (№ 14). — С. 4.
- Николай Ашмарин: Чаплă чăваш тĕпчевçи Николай Иванович Ашмарин çуралнăранпа 125 çул çитнĕ ятпа / М. И. Скворцов пухса хатĕрленĕ // Хыпар. — 1995. — 27 юпа. — («Хыпар» кĕнеки, № 17).
- Николай Иванович Ашмарин: Хыпарçăсем // Хыпар. — 1996. — 8 нарăс.
- Сергеев В. Унăн ячĕ ĕмĕр хисепре. // Тăван Атăл. — 1980. — № 10. — С. 76—78.
- Скворцов М. И. Чăваш чĕлхин пуянлăхĕ Н. И. Ашмарин словарĕнче. // Халăх шкулĕ — Народная школа. — 1995. — № 5. — С. 66-70.
- Скворцова Р. «Ашмарин çĕкленĕ ялав вĕлкĕшсех тăрĕ…» // Хыпар. — 1995. — 28 юпа.
- Смолин А. Чăваш-и вăл е чăваш мар-и…: Сăвă. // Тăван Атăл. — 1988. — № 11. — С. 54.
- Федотов М. Р. Паллă тĕпчевçĕ çыравĕ. // Ялав. — 1982. — № 8. — С. 30.
- Хусанкай А. П. Чăвашлăхĕпе тĕнчере палăрнă. // Хыпар. — 2000. — 19 юпа.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ <1988 ҫулхи майӑн 25-27-мӗшӗсенче Н.И. Ашмаринӑн ывӑлӗ Виктор Николаевич (отставкӑри ветеринари хĕсмечĕн гварди подполковникӗ, ăван Çĕршывăн Аслӑ вӑрҫин II ушкӑнри инваличӗ, вӑрҫӑ тата ӗҫ ветеранӗ) Совет Пĕрлешĕвĕн Министрсен Канашĕн Председателӗ — Н.И. Рыжков — патне, Мускава янă ҫыру>. «Тӑван Атӑл» журнал (2004. № 6, 63-66 с., Пичете Г. Желтухин хатĕрленĕ. — Çавăн пекех: Леонид Атлай: Раҫҫей ӑслайӗнчи ҫут(ӑ) сӑнар // Чăваш халăх канашлавĕ сайт, 16.03.2020 20:43
Каçăсем
тӳрлет- Ашмарин Н. И. çинчен
- Чăвашской энциклопединчи статья 2009 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ашмарин Н. И. Мое жизнеописание 2017 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
- Ашмарин Н. И. кенекисем 2012 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Леонид Атлай: Хамӑр халӑх чӗлхин сатур сӑмахсарҫи
- Николай Ашмарин ҫинчен монографи пичетленнӗ
Ку ăсчах-историк пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |