Чăваш чĕлхи

тӗрӗк чӗлхи, пӑлхар чӗлхисен йышӗнчи пӗртен пӗр чӗрӗ чӗлхе

Чăваш чĕлхиЧăваш халăхĕн чĕлхи. Çавăн пекех, тĕрĕк чĕлхисен йышĕнчи пăлхар ушкăнне кĕрекен пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхе. Ку ушкăна тата Атăлçи Пăлхарăн чĕлхипе хасар чĕлхи те кĕнĕ. Чăваш чĕлхи Чăваш республикинче патшалăх чĕлхи шутланать. Чăваш чĕлхине пĕлекен йышĕ — 1,3 млн. çын яхăн (2002 çулхи кăтарту). Йăлана кĕнĕ тăрăх чăваш чĕлхине виçĕ диалект çине уйăраççĕ: тури (вирьял), анатри тата мал (е анат) енчи. Чӑваш чӗлхине халаллас тӗллевпе ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Енре Чӑваш чӗлхи кунне палăртаççĕ.

Чăваш чĕлхи
Тăван ячĕ: Чăваш чĕлхи
Патшалăхсем: Раççей
Регионсем: Чăваш Республики, Тутарстан, Пушкăрт Республики, Самар облаçĕ, Чĕмпĕр облаçĕ, Сарăту облаçĕ
Официаллă статус: Чăваш Республики
Калаçакансен пур йышĕ: ~1,3 млн.
Статус: хăрушлăхра
Классификаци
Категори: Еврази чĕлхисем
Алтай çемьйи
Тĕрĕк турачĕ
Пăлхар ушкăнĕ
Çырулăх: кириллица (чӑваш алфавичӗ)
Чĕлхе кочĕсем
ГОСТ 7.75–97: чув 795
ISO 639-1: cv
ISO 639-2: chv
ISO 639-3: chv
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика

Чăваш чĕлхин паллăрах енĕсем

Чăваш чĕлхи - сăмах тытăмĕ енĕпе агглютинациллĕ, фонетика енĕпе сингармонизмлă чĕлхе. Ку енсемпе вăл ытти тĕрĕк чĕлхисенчен ытлашши нимпех те уйралса тăмасть темелле.

Чăваш чĕлхин диалекчĕсем

Хуть те мĕнле чĕлхе те талккăшпех пĕр тĕрлĕ тăрăмра тăмасть. Чăваш чĕлхи те ку тĕлĕшпе ыттисенчен уйрăм мар. Вăл та тĕрлĕрен идиомсем çине пайланать. Çавăн пек идиомсенчен чи паллăраххисем — диалектсем. Калас пулать, паянхи наука чĕлхе тата диалект хушшинчи чикĕсене яр уççăн палăртма пĕлмест. Çавна пула кунта тĕрлĕрен туртăмсем пулма пултараççĕ. Хуть те мĕнле пулсан та, чăваш диалекчĕсене виçĕ тĕрлĕ туса кăтартни вырăнлăрах.[1]

  • Тури диалект, е вирьял диалекчĕ.
  • Анат енчи диалект.
  • Анатри диалект.

Палăртас пулать, чăваш этносĕ этнографи ушкăнĕсем çине те çакнашкалах пайланать.[2] Ун пек пайланусем пĕр-пĕринпе мая килни тĕпчевçĕсемшĕн те, ыттисемшĕн те питĕ меллĕ. Диалектсем тата вакрах идиомсем çине — калаçусем çине — пайланаççĕ. Хăш чухне вĕсене пуплевсем тени те пулать.

Вырăнти калаçусем

  • Сĕнтĕр калаçăвĕ
    • Сĕнтĕр вак калаçăвĕ
    • Пушкăрт вак калаçăвĕ
  • Муркаш-Етĕрне калаçăвĕ
    • Муркаш вак калаçăвĕ
    • Етĕрне вак калаçăвĕ
    • Ишлей вак калаçăвĕ
  • Шупашкар калаçăвĕ
  • Хĕрлĕ Чутай калаçăвĕ
  • Нурăс-Элĕк калаçăвĕ
  • Патăрьел калаçăвĕ
    • Патăрьел вак калаçăвĕ
    • Елчĕк вак калаçăвĕ
  • Первомайски калаçăвĕ
  • Йĕпреç-Тăвай калаçăвĕ
    • Йĕпреç вак калаçăвĕ
    • Тăвай вак калаçăвĕ
  • Çĕрпӳ-Сĕнтĕрвăрри калаçăвĕ
  • Кĕçĕн Çавал калаçăвĕ
  • Вăрмар калаçăвĕ
  • Пушкарт пуплевĕ

Чăвашла тухакан массăллă информаци хатĕрĕсем

Чăвашла тухакан хаçат-журнал, радиокăларăмсемпе телепередачăсем Чăваш Енре те, ун тулăшĕнче те тухаççĕ.

Усă куракан кодлăхĕсем

Вырăс кодлăхĕсене хушса тунă 4 ятарлă саспаллисем çакăн пек вырнаçтарнă:

Символ HTML Latin 1+A Unicode UTF-8 CP1251(чув.) CP866(чув.)
Ӑӑ Ӑ ӑ Ă ă 4D0 4D1 D3.90 D3.91 8C 9C F2 F3
Ӗӗ Ӗ ӗ Ĕ ĕ 4D6 4D7 D3.96 D3.97 8D 9D F4 F5
Ҫҫ Ҫ ҫ Ç ç 4AA 4AB D2.AA D2.AB 8E 9E F6 F7
Ӳӳ Ӳ ӳ Ÿ ÿ 4F2 4F3 D3.B2 D3.B3 8F 9F F8 F9

Ăнлантаркăч: Latin 1+A кириллица кодлăхĕ пулмасассăн та, ăна пĕтĕм саспалли курăнасси валли тăтăшах усă кураççĕ.

Чӑваш ҫырулӑхӗ

Халӗ Чӑваш алфавичӗ

А а Ӑ ӑ Б б В в Г г Д д Е е Ё ё
Ӗ ӗ Ж ж З з И и Й й К к Л л М м
Н н О о П п Р р С с Ҫ ҫ Т т У у
Ӳ ӳ Ф ф Х х Ц ц Ч ч Ш ш Щ щ Ъ ъ
Ы ы Ь ь Э э Ю ю Я я

Чăваш чĕлхине тĕпченин историйĕ

Тĕп статья: Чăваш чĕлхине тĕпченин кун-çулĕ.

Чĕлхен хальхи тăрăмĕ

XX вĕçĕнче — XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче чăваш чĕлхин аталану хăвачĕ чакать. Пурнăçра усă кураслăхĕ йăшса пырать. Калаçакансен йышĕ пĕчĕкленсе пырать. Çакăн сăлтавĕсене уçăмлăн тата тĕплĕн палăртасси тата унашкал лару-тăруран тухас çулсене уçăмлатасси хăйне майлă кăткăс ыйту шутланать. Анчах та тÿрех паллă, ку ĕçре патшалăхăн вăйăмĕ пысăк пулма тивĕçлĕ. Влаç ресурсĕне вăя кĕртмесĕр çитĕнÿсем тума майсем çукраххи витĕр курăнса тăрать.

ЮНЕСКО евичĕпе, чăваш чĕлхи тĕнчери чĕрĕ халăхсен çухалса пыракан чĕлхесен ушкăнне лекнĕ.

Чăваш чĕлхине Чăваш Енĕн патшалăх чĕлхисенчен пĕри тесе саккун йĕркипе çирĕплетнĕ пулсан та, республика пуçлăхĕсемпе ытти официаллă çынсем ытларах вырăс чĕлхипе çеç пуплеççĕ, хут ĕçĕсене майлаштараççĕ. (Вырăс чĕлхи Чăваш республикинче чăваш чĕлхипе пĕр тан патшалăх чĕлхи шутланать тенипе пуль.) Кулленхи хутшăнусенче те чăваш çыннине, — хальхи саманари пулăмсене ăнлантарма чăваш терминĕсене пурнăçа кĕртменнипе тата ытти сăлтавсене пула, — чăвашлăхра калаçма кансĕртерех. Çак вара каллех хальхи тапхăрти чĕлхен лару-тăрăвне хăрушлатать[6][7][8]. Паянкун чăвашсем хушшинче чăвашла-вырăсла тута-масана шута илмесĕр "хутăш" пупленине тăтăшах илтме пулать, сăмахран: "Эп ĕнер сан патна шăнкăравлаймарăм, уçăлса çуреме чĕнесшĕнччĕ. Халь вара акка патне хулана каяп " вырăнне

Эпĕ ĕнер сан патне свонит тăвамарăм, кулят тума пригласит тăвасшăнччĕ. Халь вара тётя патне хулана каяп.

.

ЧНК пĕлтернипе, чăвашла пĕлекенсен йышĕ çулсерен чакать[9].

Юлашки тапхăрта Мускаври ертӳçĕсем, уйрăмах вĕрентӳ шаралăхĕ, шкулта чĕлхесене вĕрентессине юри пăтраштарса тăнине, халăхсене хирĕçтермелли сăлтавсем шыранине палăртатпăр.

Чăваш Республикин ертӳлĕхĕ Тăван чĕлхе пуянлăхне, халăх йăли-йĕркисен пархатарне тĕнче умне кăларма тата вĕрентӳ ĕçĕнче усă курма çителĕклĕ тăрăшмасть[10] [11]

2017 çулта «Ирĕклĕх» хастарĕсем ЧР Элтеперĕ Михаил Игнатьев, Иван Моторин, Владимир Филимонов ячĕпе сĕнӳсем янă. Вĕсем чĕлхе тытăмĕнчи ыйтусене уçăмлатма сĕннĕ[12][13].

Чăваш чĕлхипе ытти чĕлхесем хушшинчи çыхăнусем

Чăваш чĕлхипе япон чĕлхи хушшинчи çыхăнусем çинчен япон чĕлхи ятлă статьяра вулама пултаратăр.

Герман чĕлхисен хальхи чăваш чĕлхипе чылай пĕрлехи лексика никĕсĕ[14].

Çав. пекех

Асăрхавсем

Вуламалли

  • Сергеев Л. П., Чăваш чĕлхи, Шупашкар, 1994.
  • Чăваш чĕлхи тĕпчевçисем, библиографи указателĕ, Шупашкар, 2006, ISBN 5-7670-1445-0.
  • Эктор Алос-и-Фонт, «Преподавание чувашского языка и проблема языкового поведения родителей», Чувашский государственный институт гуманитарных наук, 2015, Шупашкар.

Каçăсем