Хасар чĕлхи
Хасар чĕлхи, — хасар халăхĕн чĕлхи. Тĕрĕк чĕлхисен хунн-пăлхар ушкăнне кĕрет. Ку чĕлхе материалĕ сахал сыхланса юлнă.
Хасар чĕлхи | |
---|---|
Патшалăхсем: | Хасар хаканлăхĕ, Хункăри |
Регионсем: | кăнтăр вырăс çеçенхирĕсем: Донран Атăла çити |
Статус: | çухалнă |
Çухалнă: | 1000—1300 çç. |
Классификаци | |
Категори: | Еврази чĕлхисем |
Алтай чĕлхисем | |
Çырулăх: | рунăсем |
Чĕлхе кочĕсем | |
ISO 639-1: | — |
ISO 639-2: | — |
ISO 639-3: | zkz |
Çавăн пекех пăхăр: Проект:Лингвистика |
Тексчĕсене тупайман. Хасарсен виçĕ литературă ĕçĕ пирки хыпар пулнă. Вĕсене иуда тĕнне тытса пынă хасар элити авалхи еврей чĕлхипе çырнă.
Хасарсем хăйсем тĕрĕк рунă çырулăхĕн пĕр тĕсĕпе усă курнă, унăн çырăвĕсем уйрăм эпиграфи çырнисем упранса юлнă, анчах та унăн шифр уççине тупайман.
Ют чĕлхери çыру çăлкуçĕсенче (чи малтанах арап тата висанти) 60 яхăн хасар пайăр ят тата темиçе тавра ят тупса палăртнă. Вĕсем хушшинче уйрăм япала ячĕсем, тĕслĕхрен, bulan — «пăлан», čiček — «чечек», паллă ячĕсем: alp — «улăп», тĕссене палăртни: sār — «шурă», sārïg — «сарă» тата урăх. Иудей мар ячĕ-титулĕ — тĕрĕк.
Хальхи чĕлхесенчен хасар чĕлхине чи çывăххи — чăваш чĕлхи.
Хасар чĕлхин сĕмĕ тĕрĕк чĕлхисенче (караим[1], крымчак[2], карачай-балкар[3] тата кумык[4], çаплах азербайджан чĕлхин çурçĕр диалекчĕсенче [5]) сисĕнет.
Çав. пекех
тӳрлетВуламалли
тӳрлет- Марсель Эрдаль Хазарский язык // Хазары. — Мускав - Иерусалим, 2005.
- Федотов М.Р. Царицын - "царица" самахран мар // Хатёр пул. 1982. 2 №. С. 30.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Электронлă еврей энциклопединче статья пур «Хазария»
- ^ Кизилов М. Б. КРЫМЧАКИ // Большая российская энциклопедия. Электронная версия (2016); https://bigenc.ru/ethnology/text/2638538 2019 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Глашев. А. А. Очерки истории хазар. — М., 2009; см. библиотеку Института тюркологии в Москве: www.turkologia.ru. Каракетов М. Дж. Хазарско-иудейское наследие в традиционной культуре карачаевцев 2021 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.. Алиев К. О влиянии хазарских евреев на этнос и культуру кумыков 2020 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Минорский В. Ф. История Ширвана и Дербенда X—XI вв. — М.: Издательство Восточной литературы, 1963. — C. 145. Баскаков Н. А. Введение в изучение тюркских языков. — М.: Высшая школа, 1969 — С. 255. Лавров Л. И. Историко-этнографические очерки Кавказа. — Л.: Наука, 1978. — C. 37—38. Фёдоров-Гусейнов Г. С. История происхождения кумыков. — Махачкала, 1996. — С. 18.
- ^ Н. З. Гаджиева ХАЗА́РСКИЙ ЯЗЫ́К. Тĕрĕсленĕ 28 Раштав уйӑхӗн 2020.
Каçăсем
тӳрлетКу тĕнче чĕлхисен пĕри пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |