Хасар хаканлăхĕ
Хасар хаканлăхĕ (е Хасар хаканачĕ, е Хасарсен патшалăхĕ) (650—969) —вăтамĕмĕрсенчи хасарсен патшалăхĕ. Малтан Анăç Тӳркит хаканлăхĕ шутĕнче пулнă. Кавказъум, Аялти тата Вăтам Атăлçи çĕрĕсене, паянкунхи Казахстанăн çурçĕр-анăç пайне, Азовçумĕн, Крымăн çурçĕр енне, çапла татах та Тухăç Европăн çеçенхирĕсемпе вăрманхирĕсене Днепр шывĕ таранах тытса тăнă.
Патшалăхăн тĕпĕ малтан хальхи Дагестанăн çурçĕр енче (тинĕс çумĕнче) пулнă, каярахпа ăна Атăлăн аялти юхăмне куçарнă. Хаканлăха ертсе пыракансен (элитăн) чылайăшĕ иудаизм тĕнне йышăннă. Çав вăхăтра тухăçславян йăхĕсен ушкăнĕсен пĕр пайĕ политика шучĕпе хасарсене пăхăнса пурăннă.
Истори
тӳрлетХасарсем VI ĕмĕрте
тӳрлетЧи малтанах хасарсем куçса çӳрен темтĕрлĕ халăх-йăхĕсенчен пĕри пулнă. Халăхĕсем ун чухне Азирен Европа еннелле куçса пынă. Хасарсем малтанхи тӳрк чĕлхисен ушкăнĕнчи чĕлхепе калаçнă, вĕсем огур йăх ушкăнне кĕнĕ пулас теççĕ. Европăна 463 çулта персе çитнĕ. Историри хасарсем пирки çырнă пĕрремĕш чăнлăхĕсем VI ĕмĕрте курăнаççĕ. Вĕсен Европăри тăван вырăнĕ тесе хутсенче хальхи Дагестанри Берсили таврашĕнчи çĕрсене палăртаççĕ.
VI ĕмĕрĕн 1-мĕш çурпайĕнче хасарсем савирсен пĕрлĕхĕн сĕмĕпе пурăннă, çарĕсемм пĕрле Кавказлешъенне вăрçăсемпе çӳренĕ. Çав тапхăрта кунта Сасанид Иранĕ хуçаланнă, вĕсем аран-аран тапăнусене тытса чарса пынă. Хосрой шах (531—579) вăхăтĕнче персисем Каспи тинĕсĕпе Кавказ тăвĕсен хушăкне питĕрме вăйлă Дербент хӳтлĕхĕсене туса лартнă, анчах та çак чарак çеçенхир куçаканĕсенчен пулăшу ытлах парайман. Хосрой хан Дагестанра Беленджерпе Семендер хулисене никĕсленĕ теççĕ, кайран çав хуласене хасарсен аллине кайнă.
562 çулта сăварсене тăшманĕсем çапса аркатнă, вара вĕсем хасарсен пĕр пайĕпе Кавказлешьенне пурăнма куçнă. Сăварсен пĕрлĕхĕ Дагестанра малалла тăсăлнă, ун чухне вĕсене «хунсем» тесе чĕннĕ.
Хасарсем историре çӳле хăпарни Тӳркит хаканлăхĕпе çыхăннă. Тӳркит хаканлăхне тытса тăнă ăрусемпе хасарсен ертӳçĕсем тăванланнă пулас. Алтай тӳркĕсем, Ашин ăрăвĕ хаканĕсем ертсе пынипе, 552 çулта аслă импери йĕркеленĕ, каярахпа ăна иккĕне пайланнă. VI ĕмĕрĕн 2-мĕш çурпайĕнче Анăçтӳркит хаканлăхĕ каспи-хуратинĕс çеçенхирĕсене ярса илнĕ.
Хасарсем VII ĕмĕрте
тӳрлетХасарсен сулăм çар вăйне пĕрремĕш хут 602—628 çулхи иран-висанти вăрçи асăнаççĕ, хасарсен пуçлăхĕ Джебукаган Ирана хирĕçле тӳрк-висанти пĕрлĕхне хистерсе тăвакан пулнă. 626 çулта хасарсен çарĕ Кавказри Албание çапса çĕмĕрнĕ те, висантисемпе пĕрлешсе, Тбилисине туртса илнĕ.
630 çултан пуçласа, нумай хутчен пĕр-пĕринпе тытăçни Анăç-Тӳрк хаканлăхне аркатнă. Çапла вара Тухăç Европăн айкинчи çеçенхирсенче çĕнĕ патшалăх тытăмлăхĕсем тĕрекленнĕ. Хура тинĕс çумĕнчи çĕрсенче 632 çулта Купрат йĕркеленĕ Аслă Пăлхар, Каспи тинĕс çĕрĕсенче — Хасар ханлăхĕ тымар янă.
Хасарсем малтан хăйсене нимпе те палăртман. Ун чухне Пăлхар пĕрлĕхĕн политики хăватланса пынă, анчах та пăлхарсен ӳсĕнӳ тапхăрĕ кĕске пулнă. Купрат çĕре кĕнĕ хыççăн, Пăлхар патшалăхне Купратăн пиллĕк ывăлĕ пайланă. Хасарсем çак ансатпа усă курса пăлхарсемпе вăрçма тытăннă. Пăлхарсем кар тăрса пĕрле хӳтĕленме пултарайман.
660-мĕш çулсенчи çапăçусем хыççăн, пăлхарсен пĕр пайĕ Танай леш енне куçнă, паянхи Болгари патшалăхне йĕркеленĕ. Вырăнта юлнă пăлхарсен ушкăнĕ хасарсен пăхăнăвне лекнĕ. Çакăн хыççăн вара, Хасарсен пуçлăхĕ çеçенхир халăхĕсĕн иерархийĕн чи çӳллĕ титулне йышăннă, ăна хакан теме пуçланă. VII ĕмĕр вĕçнелле хасарсем Крымăн, Азовçумпа Çурçĕр Кавказăн чылайăш çĕрĕсене тытса тăнă.
Хасар хаканлăхĕ: VIII—IX ĕмĕрсем
тӳрлетÇак тапхăрта хаканлăхăн тимлĕхĕ Тухăç Кавказлешьенне тĕлленĕ, унти çĕр ĕç-хĕлĕпе пурăнакан патшалăхсем юркăн халăхшăн чылай тупăçĕпе илĕртсе тăнă. Çав çĕре хасарсем икĕ йĕрпе: Дербент урлă — Албание, Армение, малалла Çурçĕр Ирана е сайра Дарьял ту хушăкĕпе, алан çĕрĕсем витĕр Грузие кĕрсе кайнă. Регионра хасарсен сĕмĕ çав тери вăйлă пулнипе Каçпи тинĕсĕ хăш тĕрĕк чĕлхисенче Хасар тинĕсĕ ята тивĕçнĕ пулнă.
Сасан Иранĕ вырăнĕнче йĕркеленнĕ Арап халифачĕ хасарсен экспансине хирĕçле вăй пулса тăрать. Сирипе Месопотамие пăхăнтарсан, арапсем Кавказлешьенне вĕркĕнеççĕ. 653 çулта Халифат çарĕсем Армени, Грузи тата Албании çĕрĕсене кĕрсе йышăнаççĕ, хыççăн Дербент витĕр тухса хасар Пĕленçер хулине тапăнаççĕ. Çакăнта пырса çапăнни арапсен çарĕшĕн аркату тата Салман ибн Раби çарпуçĕшĕн вилĕм пулса тухать.
Хыççăнхи вунçуллăхсенче Халифат хăйĕн шалти асар-писере пула вăхатлăха региона тĕллĕ сăнавран çухатать. Хасарсем çак самантра Албанирен парăм пуçтарнă, темиçе тапăну-харçă ирттернĕ, чи пысăкки 685 çула лекет.
Омеят ăрăвĕ çӳле тухсан арапсем каллех харçăсене темиçе еннелле пуçлаççĕ: анăç готсене хирĕç анăçра, тĕрĕксемпе висантисене хирĕç тухăçра тата хасарсене хирĕç çурçĕрте. Кун чухне арапсем Кавазлешьенче çирĕп вырнаçаççĕ, VIII ĕмĕр пуçламăшĕнчех вĕçĕмсĕр арап-хасар вăрçисем тапранса каяççĕ. Вăхăчĕсемпе пĕр-пĕрин çине тарăн рейд тунă. 716 —718 çулсенче арапсем Константинопăле хупăрласан, хасарсем Азербайджана тапăнса кĕрсе халифатăн вăйĕсене хăйсем çине туртса илеççĕ. 730/731 çулта хасарсен чи хăват тапăнăвĕ пулса иртет. Иранри Ардебиль хулишĕн кĕрешӳ пырать. 25-пинлĕ арап çарне çапса аркатнă, Халифатăн çарпуçĕ — Джеррах — вилĕм тĕлне пулать. Хасарсен хăш текĕрчисем Мосул таврашне çитеççĕ.
Çапах та кĕрешекен енсен вăй хăвачĕсем пĕр тан пулман. 737 çулта арап çарпуçĕ Мерван ибн Мухаммед (пулас халиф) 120-пинлĕ çара ертсе пырса сасартăк Хасар хаканлăхне пĕр харăс Дербентпа Дарьял урлă тапăнать. Çарсем хасар Сементер тĕп хулине туртса илет те хакана йĕрлесе пырать. Хасарсене хăваласа арапсем çурçĕре çити Тана е Атăла таран пынă. Хасарсен çарне çапса аркатнă, вара хакан лăпкăлăх ыйтать. Астула сыхласа хăварасшăн вăл ислама йышăнма килĕшет.
Арапсем Çурçĕр Кавказра çирĕпленсе юлма шутламан, çапла ĕнтĕ вĕсем каялла тухса кайсан Хасар хаканлăхĕ хăйĕн ирĕклĕхне тавăрать.
Часах Халифата шалти хирĕçӳ çитет, тăрăма Аббас ăрăвĕ ярса илет, вĕсем çурçĕрелле сарăлас ĕмĕте пăрахăçлаççĕ. Çапла вара, Хасар хаканлăхĕ пĕр енчен, арапсене Тухăç Европăна каймалли çула хупса хурать, тепĕр енчен, Висантие сывласа илмеллĕх пулăшу парать. VIII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче çирĕм çул чăтса тăнă хыççăн хасарсем Кавказ леш енне икĕ харçă йĕркелеççĕ, 762—764 тата 799 çулсенче, кун хыççăн вĕсен регион ĕçĕсене хутшăнасси пăчланать.
- Пĕтĕмлĕ статья: Арап-хасар вăрçисем
Арапсем хĕстерсе пынипе Хасар хаканлăхĕн халăхĕ кавказри чикĕ çум çĕрĕсенчен шалти районĕсене — Тан тăрăхĕпе (кунта алан йăхĕсем вырнаçаççĕ), Атăлçине куçаççĕ. Атăлăн анат юхăмĕнче çĕнĕ хасар тĕп хули — Атăл никĕсленет, часах вăл чаплă сутă-илӳ вырăнне хăпарса çитет. Дагестанăн хăйĕн Сементер тĕп хулипе хасарсен аякри çĕрĕ шайне куçать. Çак пулăмсен юхăмĕсенчех Вăтам Атăлпа Чулман Атăл тăрăхĕсенче пăлхарсемпе сăварсем тымар яраççĕ те VIII ĕмĕрĕн варринче Атăлçи Пăлхар патшалăх çуралать.
740 çулта, пулас, хасар ханĕ — Пăлан — Иуда тĕнне йышăнать. Çак унăн ăрачĕн сумлăхне хăпартать, çав вăхăтрах халăх тĕнĕпе пурăнакан тытăм ăрăвĕн тăрăмĕ харçă тупăçĕ сахал пулнипе, вăрçă тума май çуккипе начарланма пуçлать. IX ĕмĕр пуçламăшĕнче Палан несĕлĕ — Обади — патшалăхри иккĕмĕш сумлă вырăна йышăнса хăйĕн аллине чăн влаçа ярса илет. Çак самантран хаканлăхра патшалăха иккĕллĕ тытса пымалли йĕрке вăя кĕрет: йĕрке паллисемпе хаканлăха патша ăратĕнчи хакансем ертсе пынă пулин те, ĕç-пуç тăрăмне Пăлан ăратĕнчи пиксем тытса тăнă. Çĕнĕ йĕркене çирĕплĕхе кĕртнĕ чух шалти хирĕçӳ ĕçĕсем хĕрсе кайнă, пулас. Хасарсен пĕр пайĕ — каварсем — пăлхава тухаççĕ, лăплантарсан вĕсем венгрсем патне каяççĕ. Обади ывăлĕ (Еçеки), мăнукĕ (Манасси) сахал хушă тăрăмра пулнă май астула Обади шăллĕне — Хануккене — парса хăварайман.
Иуда тĕнне йышăнни
тӳрлет- Тĕп статья: Хасарсем Иуда тĕнне кĕни
740 çулта, пулас, хасар ханĕ — Пăлан — Иуда тĕнне йышăнать. Çак унăн ăрачĕн сумлăхне хăпартать, çав вăхăтрах халăх тĕнĕпе пурăнакан тытăм ăрăвĕн тăрăмĕ харçă тупăçĕ сахал пулнипе, вăрçă тума май çуккипе начарланма пуçлать. IX ĕмĕр пуçламăшĕнче Палан несĕлĕ — Обади — патшалăхри иккĕмĕш сумлă вырăна йышăнса хăйĕн аллине чăн влаçа ярса илет. Çак самантран хаканлăхра патшалăха иккĕллĕ тытса пымалли йĕрке вăя кĕрет: йĕрке паллисемпе хаканлăха патша ăратĕнчи хакансем ертсе пынă пулин те, ĕç-пуç тăрăмне Пăлан ăратĕнчи пиксем тытса тăнă. Çĕнĕ йĕркене çирĕплĕхе кĕртнĕ чух шалти хирĕçӳ ĕçĕсем хĕрсе кайнă, пулас. Хасарсен пĕр пайĕ — каварсем — пăлхава тухаççĕ, лăплантарсан вĕсем венкăрсем патне каяççĕ. Обади ывăлĕ (Еçеки), мăнукĕ (Манасси) сахал хушă тăрăмра пулнă май астула Обади шăллĕне — Хануккене — парса хăварайман.
Хасар хаканĕсем
тӳрлетПаллă çыннисем
тӳрлет- Аçтăрхан — хасарсен VIII ĕмĕрти вăйпучĕ.
- Парспит — хасарсен амаçын-çарпуçĕ.
- Парспик — хасарсен çарпуçĕ.