Болгари
Болгари, Пăлхари е Тăнайçи Пăлхарĕ (пăлх. Република България) — Европăн Балкан çурутравĕнче вырнаçнă патшалăх.
Република България Болгари | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | пăлхар чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | София | ||||
Чи пысăк хула | София | ||||
Президент | Румен Радев | ||||
Премьер-министр | Гылыб Донев | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
102 вырăнта 110 910 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2000) - Йышлăхĕ |
88 вырăнта 7 707 495 69,5/км² | ||||
Валюта ячĕ | Лев | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +02 пуçласа +02 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Пăлхари Республикин гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | .bg | ||||
Тел. префиксĕ | 359 |
Тăнайçи Пăлхарĕпе юнашар Греци, Турци, Сăрп, Хурату, Македони тата Румыни вырнаçнă. Хĕвелтухăç енче çыранĕсем Хура тинĕс еннелле тухаççĕ. Чикĕ тăрршĕ — 2 245 çухрăм. Вĕсенчен 1 181 çухрăмĕ çĕр тăрăх, 686 çухрăмĕ юханшывсем тăрăх, 378 çухрăмĕ тинĕс урлă иртет.
Истори
тӳрлетПăлхар патшалăхлăхĕн пĕреинчен теприне куçăмлăхĕ
тӳрлетПăлхари Республикин патшалăх историйĕ 681-мĕш çултанпа пырать. Çапах та, тĕрĕк чĕлхиллĕ протопăлхарсем пĕрлехи этнос шутланаççĕ. Пăлхарсем пирки пĕрремĕш 354-мĕш çулта асăнни пур году[1].
- Пĕрремĕш Пăлхар патшалăхĕ (681—1018 çулсем).
- Висанти Пăлхарĕ (1018—1185 çулсем).
- Иккĕмĕш Пăлхар патшалăхĕ (1185—1396 çулсем).
- Видин патшалăхĕ (1396—1422 çулсем).
- Тĕп хула: Видин.
- Осман Пăлхари (1396—1878 çулсем).
- Пăлхар кнеçлĕхĕ (1878—1908 çулсем).
- Тĕп хула: София.
- Виççĕмĕш Пăлхар патшалăхĕ (1908—1946 годы).
- Тĕп хула: София.
- Пăлхар Халăх Республики (1946—1990 годы).
- Тĕп хула: София.
- Пăлхар Республики (1990-мĕш çултанпа).
- Тĕп хула: София.
1230 çулхи пушăн 9-мĕшĕнче Клокотница çывăхĕнче пăлхарсемпе эпирсем çапăçнă, ун хыççăн Балкан çурутравĕнче Пăлхари патшалăхĕ чи вăйлисен шутне кĕме пуçланă.
1885 çулхи чӳкĕн 14-28 хушшинче Пăлхари Сербипе вăрçăнса кайнă. Ку вăрçă хыççăн Пăлхари пĕрлешме май тупнине ытти патшалăхсем ĕнене пуçланă.
Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи умĕн Пăлхарин икĕ Балкан вăрçине хутшăнма тивнĕ. Çак икĕ вăрçă Балкан çурутравĕнчи турккăсен вăйĕ чакнипе, вĕсен витĕмĕ пĕчĕкленнипе вĕçленнĕ.
Чи авалхи истори
тӳрлетЕвропăри пĕрмаях этем пурăннă чи авалхи хула — пăлхарсен 6-пинçулти Пловдив хули[2].
Хальхи Пăлхари территоринче чи авал вăхăтра пурăннă халăх (чăнлă хыпарсем пуррипе) индоевропа йăхĕсем йышĕнчи фракисем пулнă теççĕ, вĕсем çакăнта, сахалтан та п. эрч. 1-мĕш пинçуллăхĕнче пурăнма тытăннă. П. эрч. I ĕмĕр тĕлне Фраки çĕрĕсем Рим империйĕ йышне кĕнĕ, вĕсене Фракипе Мёзи хушшинче пайланă.
Темиçе ĕмĕр маларах тинĕс хĕрринче грексем колонисене никĕсленĕ, вĕсенчен фракисем авалхи грек чĕлхине илнĕ. 395 çулта Рим империйĕ Анăç тата Тухăç империсене пайланнă, икĕ провинцине те Тухăç Рим империне кĕртнĕ.
VII ĕмĕртенпе, Халăхсен Аслă Хускалăвĕ вăхăтĕнче, Балкан çурутравĕнче кăнтăр славянсем вырнаçма тытăннă, майĕпен вĕсем юлашки фракисене ассимиляциленĕ.
Пăлхарсен пĕрремĕш патшалăхĕ — ун пирки историре тĕп-тĕрĕс çырнисем сыхланса юлнă — Аслă Пăлхар пулнă; çав патшалăх хуратинĕс тата азов çеçенхирĕсенче темиçе вунçул протопăлхарсене тата урăх йăхсене пĕрлештернĕ. Тĕп хули — Хăнакур, ăна Купрат хан никĕсленĕ.
Пĕрремĕш Пăлхари патшалăхĕ
тӳрлетКупрат хан патшалăх арканса кайнă та йăхсем тĕрлĕ çĕрсене саланнă: Питпуян хан хăйĕн тăванĕсене хӳтелме вырăнтах юлнă; Кăтра Кама вăррипе Атăл çине çитсе Атăлçи Пăлхарне (66?—1237) нивĕсленĕ; Аспарух хан Кĕçĕн Скифи (Дунай вăрри) урлă Балкана çитнĕ те кунта Пăлхар ханлăхне туса хунă.
Халапа ĕненсен, вилес умĕн Купрат хан хăйĕн ывăлĕсене, çĕмренсен çыххи пек пĕрле пулма халалланă, анчах та хасарсем Аса Пăлхара Хасар хаканлăхне кĕртме пултарнă. Пăлхарсем Балкана VI ĕм. — VII ĕм. пуçламăшĕнче темиçе хутчен харçăпа çӳренĕ, çавăнпа унти çĕрсене 491—498 çулсенче лайăх пĕлнĕ (Марцеллин Комит, пĕрремĕш рейда Заберган 558 çулта тунă). Висанти территоринче, Балкан тăвĕсенчен çурçĕрелле славян йăхĕсем чылай йышлă пурăннă, анчах та сапаланса вырнаçнине пула аван йĕркеленнĕ висанти çарĕсене хирĕç тăма пултарайман.
Славянсен юланут çарĕ пулман, халăх çарĕ пехотăран тытăнса тăнă, çавăнпа вĕсем юланутлă халăхпа тăмарлăх кирлĕ пулнă. Пăлхарсен вара çав вăхăтра чи лайăх юланут çарĕ шутланнă — арçын ачасем 3-4 çултах «джигитовка» тума вĕреннĕ. Хальхи Пăлхарин çурçĕр çĕрĕсенче (анăçра Тимок юханшывĕ, кăнтăрта Балкан тăвĕсем, тухăçра Хура тинĕс, çурçĕрте Дунай) Çичĕ славян йăхĕсен пĕрлешĕвĕ пулнă. Çак йăхсемпе ĕнтĕ пăлхарсен ханă Аспарух вăрçă килĕшĕвне тунă.
Пĕрлешӳ икъенлĕ тупашлă пулнă, 863 çулта Пăлхарие Христос тĕнне кĕртичченех пăлхарсем аристократи шутланнă, çара ертсе пынă. Официаллă Пĕрремĕш Пăлхар ханлăхĕ Висантие Дунай вăрринче 680—681 çулсенче çĕнтерсен çуралнă, çакăнтанпа Висанти пăлхарсене парăм тӳлеме тивĕç пулнă. Патшалăхăн тĕп хули Плиска хула пулать. Патшалăха тĕрĕкчĕлхиллĕ протопăлхарсем, славянсем, çаплах вырăнти нумаях мар фракисем кĕнĕ.
Каярах çак этноссем пăлхар-славян халăхĕ пулса тăраççĕ, килнĕ халăхĕн ятне илеççĕ. IX ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче пăлхарсем çĕршыв территорине çĕнсе илнĕ Авар хаканлăхĕн çĕрĕпе пысăклатаççĕ.
Иккĕмĕш Пăлхари патшалăхĕ
тӳрлетТырновăра пурăннă Асен йăхĕнчи пăлхарсем, 1185 çулта Исаак Анел висанти императорĕ патне хăйсен çĕрĕсене çирĕплетмешкĕн элчĕсене янă. Мăнкăмăллă пулса элчĕсене хĕненĕ, çак вара пăлхава çĕкленме сигнал пулнă. Кĕске вăхăтрах Балкан тăвĕсенчен Дуная çити территорире халăх пăлханма тытăнать. Çакăнтанпа пăлхарсем кăпчаксемпе, Пăлхарире вĕсене кумансем тенĕ — кăпчаксем темиçе хутчен те пăлхарсемпе пĕрмайлă висантисене хирĕç çапăçнă.
Пайланăвĕ
тӳрлетПăлхари пурĕ 28 облаçе пайланать.
Пăлхари уявĕсем
тӳрлет- Кăрлач, 1 — Çĕнĕ çул уявĕ.
- Нарăс, 14 — Трифон Зарезан (иçĕм тăвакансен уявĕ)
- Пуш, 1 — Çуркунне уявĕ (Çуркунне çитнине паллă тăваççĕ)
- Пуш, 3 — Пăлхарине Осман пусмăрĕнчен кăларнă кун.
- Пуш, 8 — Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ.
- Çу, 6 — Сăваплă Георгий кунĕ (Пăлхари çăрĕн кунĕ)
- Çу, 24 — Пăлхари культурипе славян çырулăхĕн кунĕ (Сăваплă Кириллпе Мефодий кунĕ)
- Çĕртме, 2 — Ботев кунĕ.
- Авăн, 6 — Пăлхарине пĕрлештернин кунĕ.
- Авăн, 22 — Пăхăнмалăх кунĕ.
- Юпа, 8 — Студентсен кунĕ.
- Раштав, 6 — Пăлхари конституциĕн кунĕ.
Пăлхари хулисем
тӳрлетПăлхарире хальхи кун пурĕ 100 хула патнелле шутланать. Чи пысăк хула София, унта пурăнакан халăх йышĕ пĕр миллионтан иртет. Ыттисем ун пекех пысăк мар. Сăмахран, халăх йышĕпе иккĕмĕш вырăн йышăнакан Пловдивра пурĕпе 340 пин ытларах çын çеç. Çавăн пекех пысăк хуласен йышĕнче Варна, Багрус, Тусе, Кивĕ Загора, Плевен, Добрич, Сливен, Шумен хуласене асăнма пулать.
Патшалăх çĕрĕсем тинĕс хĕррине тухнă май чылай хула курортлă шутланать. Хăш-пĕр курорт вара пачах та пурăнан вырăн шутланмасть, вĕсене кĕскен «к.к.» (курорт комплексĕ), «к.» (курорт) пек палăртаççĕ.
Çав. пекех
тӳрлет- Апас сали — Пăлхарири авалхи пурăнан вырăн.
Вуламалли
тӳрлет- Никифор, патриарх Константинопольский, "Краткая история со времени после царствования Маврикия".
- "Краткая история Болгарии (С древнейших времен до наших дней)", "Наука" кĕнеке кăларăвĕ, Мускав, 1987.
- Валев Э. Б. Болгария: Экономико-географическое описание / Под ред. И. А. Витвер. — М.: Географгиз, 1949. — 40000 экз.
- Котов Б. С. Межсоюзническая война лета 1913 года в восприятии русского общества (по материалам прессы) // Новая и новейшая история. — 2015. — № 3.
- Мурзаев Э. М. Словарь народных географических терминов. 1-е изд. — М., Мысль, 1984.
- Мурзаев Э. М. Тюркские географические названия. — М., Вост. лит., 1996.
- Божинова, М., П. Пейковска, К. Жекова. Экономический потенциал Болгарии. Путеводитель инвестора — М., 2008, 160 с.
- Болгария // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
- Болгария // Энциклопедический словарь Брокгауза и Ефрона : в 86 т. (82 т. и 4 доп.). — СПб., 1890—1907.
Курмалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Chronographus anni 354. Cap. XV. Liber generationis. Monumenta Germaniae Historia. Auctor. Antiquissimi, t. Х1, р. 105.
- ^ Rodwell, Dennis Conservation and Sustainability in Historic cities. — Blackwell Publishing, 2007. — ISBN 1405126566
- ^ . — ИК Гутенберг. — ISBN 9786191760183
Каçăсем
тӳрлет- Essential History of Bulgaria in Seven Pages
- Antarctic Place-names Commission of Bulgaria 2006 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Сайт президента 2017 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче архивланӑ.
- Карта Болгарии(акăлч.)
- Болгари DMOZ-ра
- Bulgaria (акăлч.). çăлкуçран архивланă 16 Юпа уйӑхӗн 2008. at UCB Libraries GovPubs
- Викисклад: Атлас: Болгари
- Газеты пишут о демографических проблемах Болгарии