Висанти импе́рийĕ, Висанти (грек Βυζαντινή αυτοκρατορία 330—1453) — Рим империйĕ арканнă (395 çулта) хыççăн ячĕ. Çак ятах хăш чух Тухăç Рим Империне палăртса та çыраççĕ.

ХалăхĕПравить

Этнос ушкăнĕсен тĕсĕпе питĕ тĕрлĕ пулнă: грексем, сирисем, коптсем, эрменсем, грузинсем, еврейсем, эллинланнă Кĕçĕн Ази йăхĕсем, фракисем, иллирисем, даксем.

Висанти территорийĕ чакса пынипе (VI ĕмĕр вĕçĕнчен шутласа) пер пай халăхĕ тулашра тăраса юлать — çав чухнех кунта урăх йăхсем пырса çитеççĕ (готсем IV—V ĕмĕрсенче, славянсем VI—VII ĕмĕрсенче, арапсем VII—IX ĕмĕрсенче, печенексем, кăпчаксем XI—XIII ĕмĕрсенче тата урăххисем те.). VI—XI ĕмĕрсенче Висанти шутне малашнелле итали халăхĕ пулса кайнă этнос ушкăнĕ чăмăртаннă. Хуçалăх ĕçлĕхĕнче, политика пурнăçĕнче, этеплĕхĕнче Висантире грек халăхĕ малта пулать. IV—VI ĕмĕрсенче Висантин патшалăх чĕлхи вырăнĕнче — латтин, VII ĕмĕртен импери пăчланичченех — грек чĕлхи пулать.

Патшалăх тытăмлăхĕПравить

 
Рим империйĕ 395 çул тĕлне.

Рим империнчен Висантие монархи йĕркипе патшалăха император тытса тăрас кăнарлăхĕ куçать. VII ĕмĕртенпе патшалăх ертӳçине автократор е василевс (базилевс) тенĕ. Чылай хушă Висантире малтанхи патшалăх тата укçа-тенкĕ ĕçне йĕркелĕхĕ тăсăлнă. VI ĕмĕрĕн вĕçĕнчен тапратса туймалла улшăнусем пурса иртеççĕ. Çĕнетӳсем чылайăшпе çĕршыва хӳтĕлев ĕçне(административлă пайланăвĕнче экзархатсем вырăнне фемсене туса хунă) тата çĕршывăн грек этеплĕхĕпе (логофет, стратег, друнгари тата урăх ĕç вырăнĕсене кĕртнĕ) улăштарнă. X ĕмĕртенпе феодаллă тытăм йĕркисем анлă сарăлаççĕ, çак вара астула феодал аристократийĕн элчисене лартать. Пĕтсе ларичченех империре пăлхав хыпса тухасси, император астулĕшĕн кĕрешесси сӳнмест.

Висанти императăрĕсемПравить

ÇарĕПравить

ХуçалăхĕПравить

 
Висанти бронза укçисем, Анастаси I тапхăрĕ, 498-518.

Империне чылай хулаллă пуян çĕрсем — Авалхи Икĕпат, Кĕçĕн Ази, Греци — кĕнĕ. Хулари ăстаçăсемпе сутăçсем пĕрлешĕве пуçтарăннă. Пĕрлешĕвре тăни çăмăллăх панă, унта кĕме йывăр пулнă.

Империн кун-çулĕПравить

Тухăç тата Анăç Рим империсене пайланниПравить

 
Тухăçпа Анăç Рим империсем.

330 çyлта рим императорĕ Аслă Константин Висантиума тĕп хула туса хурать, ăна Константинополь ята парать.

.....

Рим империйĕ Тухăçпа Анăç пайĕсене пĕтĕмлех 395 çулта Аслă Феодосий çĕре кĕнĕ хыççăн уйрăлать. Висанти грек этеплĕхĕ сĕмĕпе пурăннă, çакăнпа вăл Анăç Рим империнчен (Геспери) уйрăлса тăнă. Икĕ çĕр çул кашни пайĕ хăйне тĕллĕн пурăнса, икĕ хăй сăнарлă патшалăх пулса тăраççĕ.

Хăй ирĕклĕ Висанти пулса тăниПравить

VI ĕмĕр. Юстиниан императăрПравить

VI—VII ĕмĕрсемПравить

VIII ĕмĕрПравить

IX—X ĕмĕрсемПравить

XI ĕмĕр. Импери пĕр самант хăватланниПравить

XII—XIII ĕмĕрсем. Латтин империйĕПравить

Никей империйĕПравить

XIV—XV ĕмĕрсем. Кризис тата тӳнниПравить

Константинополь ӳкниПравить

1453 çулхи ака, 5 турккăсем илейми карман шутланнă Константинополе хупăрласа хураççĕ.

Унчен маларах султан Босфор çинче Константинопольрен Хура тинĕсе тухмалли çул çыхăнăвне татакан Румель карманне (Румелихисар) никĕслесе çирĕплетет, çав вăхăтрах Мистрăн грек деспочĕсене тĕп хулана пулăшма кансĕлес тесе Морейе экспедици ярать .

Литература тата документлă истори фильмĕсемПравить

КаçăсемПравить