Анатоли çурутравĕ
Анатоли çурутравĕ, — Азин анăç енчи çурутрав. Хăш чĕлхесенче (тĕслĕхрен вырăсла) Пĕчĕк Ази термин тупма пултарать. Пĕлтерĕшĕ пĕрпек. Ку çурутрав çинче Турци патшалахĕ вырнаçнă. Юнашар Хура, Мрамор, Эгей, Вăтаçĕр тинĕсĕсем вырнаçнă. Европăпа Азине уйăракан Босфорпа Дарданелла тинĕс пырĕсем ун хĕррипе иртеççĕ.
Ячĕ грек чĕлхиренхи Aνατολή (Αnatolē) е Ανατολία (Anatolía) килет. Пĕлтерĕшĕ - "хĕвелтухăç". Турккă форми Anadolu çакăн пек грек чĕлхирен килет, анчах турккăсем ку Ana (анне) сăмахĕнчен килни шухăшлаççĕ.