Тинĕс пырĕ
Тинĕс пырĕ (акăл. Channel, Strait) — типĕ çĕрĕн икĕ пайĕ хушшинчи, юнашар шыв бассейнĕсен е вĕсен пайĕсене çыхăнтаракан шыв уçлăхĕ.

Керчь тинĕс пырĕ. Крым çыранĕнчен сăнасан.
Тинĕс пырĕсен пахалăхĕПравить
Тинĕс пырне вăрăммăшпе, ансăрлăшпе тата анлăшпе, тарăнăшпе хаклаççĕ. Çаплах юхăмне тата хăвăртлăхне кăтартаççĕ. Карап çӳремелли тинĕс пырĕн лоцийе пур.
Çĕр çинчи чи вăрăм тинĕс пырĕ — Мозамбик тинĕс пырĕ, вăрăммăшĕ 1760 çухрăм. Çĕр çинчи чи анлă тинĕс пырĕ — Дрейк тинĕс пырĕ, анлăшĕ 820 çухрăм.
Тинĕс пырĕсен классификацийĕПравить
Океан бассейнĕн енĕпеПравить
- Пĕр океан бассейнĕн тинĕс пырĕ (Дарданелл тинĕс пырĕ, Атлантика океанĕ).
- Икĕ океанăн бассейнĕсене çыхăнтаракан тинĕс пырĕ (Беринг тинĕс пырĕ, Лăпкă тата Çурçĕр Пăрлă океан).
Континентсем енĕпеПравить
- Пĕр континент çумĕнчи енĕпе (Скагеррак, Европа).
- Икĕ континент çумĕнчи енĕпе (Гибралтар, Европа тата Африка).
Территори харпăрлăх е тĕнчери статусĕ енĕпеПравить
- Тĕнчери, мĕнпур патшалăх карапĕсемшĕн пĕр тан уçă тинĕс пырĕ (Сингапур тинĕс пырĕ).
- Пĕр (Босфор, Турци) е темиçе (Керчь тинĕс пырĕ, Раççей тата Украина) патшалăхăн шыв территоринчи тинĕс пырĕ. Кун чухне ытти патшалăхсен карапĕсем тинĕс пырĕпе тӳлевлĕ е тӳлевсĕр иртме пултараççĕ.
Тĕнчери паллă тинĕс пырĕсемПравить
Атлантика океанĕПравить
- Мăн Бельт
- Босфор
- Гибралтар тинĕс пырĕ
- Дарданелл
- Дан тинĕс пырĕ
- Дэвис тинĕс пырĕ
- Дрейк тинĕс пырĕ
- Каттегат
- Кафирефс
- Керчь тинĕс пырĕ
- Ла-Манш
- Кĕçĕн Бельт
- Мессина тинĕс пырĕ
- Отранто тинĕс пырĕ
- Па-де-Кале, вăлах Дувр
- Скагеррак
- Флорида тинĕс пырĕ
- Эресунн, вăлах Зунд
- Юкатан тинĕс пырĕ
Инди океанĕПравить
Çурçĕр Пăрлă океанПравить
- Вилькицкин тинĕс пырĕ
- Гудзон тинĕс пырĕ
- Дмитрий Лаптевăн тинĕс пырĕ
- Кар Хапхи
- Лонг тинĕс пырĕ
- Маточкин Чăмăрĕ
- Санников тинĕс пырĕ
- Шокальский тинĕс пырĕ
- Югор Чăмăрĕ
Лăпкă океанПравить
Хĕвелтухăç Босфор тинĕс пырĕ.