Эгей тинĕсĕ
Эгей тинĕсĕ, — Балкан çурутравĕ, Пĕчĕк Ази тата Крит утравĕ хушшинче вырнаçнă тинĕс. Дарданелла тинĕс пырĕ урлă Мрамор тинĕсĕпе, кăнтăр енче темиçе тинĕс пырĕ Вăтаçĕр тинĕсĕпе çыхăннă.
Эгей тинĕсĕ | |
![]() | |
Вырнаçăвĕ | Вăтаçĕр тинĕсĕ |
---|
Координатсем: 39°15′34″ с. ш. 24°57′09″ в. д. / 39.259444444444448° с. ш. 24.952500000000001° в. д. (G) (O) (Я)
Лаптăкĕ 179 пин км2. Чи тарăн вырăнĕ кăнтăр енче вырнаçнă, 2529 метрпа танлашать. Ытларан енĕпе 200-1000 метр тарăнăш вырăнсем сарăлнă. Хĕлле шыв температури 11—15 °С, çулла — 22—25 °С. Шыв тăварлăхĕ 37,0—39,00/00. Приливсен калăпăшĕ 30 до 60 см.
Пулă тытаççĕ, губкăсене кăлараççĕ.