Атăлçи Пăлxар

(Атăлçи Пăлхар ҫинчен куҫарнӑ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пăлхар (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Атăлçи Пăлхар, Нухрат Пӑлхар[1][çителĕксĕр çăлкуç] (выр. Волжская Болгария, Серебряная[çăлкуç?] Болгария, тут. Идел буе Болгары), — вăтам ĕмĕрсенчи (VII-XIII) патшалăх. Тĕпрен илсен, хальхи Чăваш Ен, Тутарстан республикисем вырăнĕнче вырнаçнă пулнă. Патшалăха 660 çулсем патнелле туса хунă. Тĕп хулисем Пăлхар тата Пӳлер пулнă.

Атăлçи Пăлхар карттă çинче

Хăшпĕр чухне Ылттăн Уртан Пăлхар улусне те, тăсăм пек шутламасан та, Атăлçи Пăлхарах теççĕ.

Кунçул

тӳрлет

Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ Араб халифачĕпе, Висантипе тата Руçпе тачă çыхăну тытса тăнă, вĕсемпе суту-илӳ тунă. Атăлти Пăлхарĕ Тухăçпа Анăçа çыхăнтаракан çул çинче тăни питĕ аталанма пулăшнă. 1006 çулта Руçпе суту-илӳ килĕшĕвне алă пусса çирĕплетнĕ.

Вырăссем Пăлхар çине тапăннине 977, 985, 994, 997, 1120, 1164, 1172, 1183, 1220 çирĕплетме пулать. Пăлхарсем хăйсем те татăшах вырăссен хулисене тапăннă. Çапла Пăлхара тăшмансенчен сыхлас тесе тĕп хулана Пӳлĕре куçарнă.

XIII ĕмĕрти 20-мĕш çулсенче Атăлçи Пăлхар патшалăхĕ Европăри патшалăхсенчен чи малтан монголсен çарĕсемпе тĕл пулнă. Монголсем 1223 çулта тапăнса килнине вĕсем сирсе янă. 1229 тата 1232 çулсенче монголсем тепĕр хут тапăнса килнĕ. Кунхинче те пăлхарсем вĕсене çапса аркатнă. Монголсенчен хурушлăх тухнă пирки 1229 çулта Атăлçи Пăлхар Руçпе мирлешнĕ. Çапах та 1236 çулта монголсем Пăлхара çапса аркатнă. Пăлхар, Пӳлĕр, Çăкату хулисене аркатнă, Сувар тата Керменчук хулисене вăйлă ватнă. Атăлçи Пăлхара çĕнтерсе илнĕ хыççăн монголсем Руç çине тата половецсен (кăпчаксен) çĕрĕ çине тапăнса кайнă.

Пăлхарсем вара монголсем хăйсене çĕнтерсе илнипе килĕшсех кайман, вĕсем пăлханма пуçланă. Çавăнпа та 1241 çулта монголсен ку çĕрсене çĕнĕрен çĕнтерсе илме тивнĕ.

 
Пăлхарсем Руçăн аслă кнеçне Юрие, мир туса хурас тĕллевпе, парнесем пани (1219

Патшалăх тытăмлăхĕ

тӳрлет

Ылттăн Уртан Пăлхар улусĕ

тӳрлет

Атăлçи Пăлхарăн патшисем

тӳрлет

Чаплă çынсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • "О происхождении чувашского народа", Шупашкар, 1957
  • "Болгары и чуваши", Шупашкар, 1984.
  • Каховский В.Ф., "Происхождение чувашского народа", 1965.
  • Фахрутдинов Р.Г., «Очерки по истории Волжской Болгарии», «Наука» пичет кăларăвĕ, 1984.
  • Николаев В. В., "Чуваши. Этническая история и традиционная культура.", Мускав, 2000.
  • Николаев В. В., "История предков чувашей. XXX в. до н.э. — XV в.н.э.", Шупашкар, 2005.
  • Кури Вантер, "Чăваш халахĕн историйĕ", Шупашкар, "Ялав" библиотеки, 1990.
  • М.П.Петров-Тенехпи, «О происхождении чуваш»
  • Ашмарин Н.И., "Болгары и чуваши", Хусан, 1902; Шупашкар, 1984.
  • "О состоянии и мерах улучшения массово-политической и идеологической работы в Татарской партийной организации", Постановление ВКП (б), çурла, 9, 1944.
  • В. Д. Дмитриев, "Откуда мы родом" статья, "Чăваш Ен" хаçат, 1991.
  • С. М. Шпилевский, "Авалхи хуласем"
  • Юхма Мишши, «Авалхи чăвашсем, Шупашкар, 1996.
  • А. Кондратов, "Земля людей — земля языков", Мускав, 1974.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Мадуров Д.Ф. Основные вехи истории. СПб.: Алетейя? 2018, C.264

Каçăсем

тӳрлет