Тутарстан
![]() |
Çак статьяна е уйрăма çĕнĕрен çырмалла, чăваш чĕлхин йĕркисене пăхăнмалла. Статьяна тата унăн уйрăмне статьясене çырмалли йĕркепе хатĕрлемелле, ăнланманлăха пĕтермелле.
|
Тутарста́н Респу́блики (тут. Татарстан Республикасы, Tatarstan Respublikası; Тутарста́н[1]) — Раççей Федерацин субъекчĕ, республика (патшалăх)[2][3]. Атăлçи федераци тăрăхĕ йышне кĕрет, Атăлçи экономика районĕн пайĕ пулать. ВЦИК тата СНК 1820 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнчи декречĕпе Тутарсен Автономиллĕ Совет Социализм Республики ячĕпе туса хунă[4].
Тутарстан Республики | |||||
| |||||
![]() | |||||
Тĕп хули | Хусан | ||||
---|---|---|---|---|---|
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
47 68 000 км² | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе |
8 3 779 800 патнелле (2002) | ||||
Федераци тăрăхĕ | Атăлçи федераци тăрăхĕ | ||||
Экономика регионĕ | Атăл-Вятка районĕ | ||||
Регион номерĕ | 16 | ||||
Патшалăх чĕлхисем | вырăс, тутар | ||||
Президент | Рустам Минниханов | ||||
Премьер-министр | Алексей Валерьевич Песошин | ||||
Патшалăх Канашĕн председателĕ | Фарид Мухаметшин | ||||
Гимн | Тутарстан гимнĕ | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +0300 |
1992 çулта йышăннă Тутарстан Республикин Конституцийĕн 1-мĕш статьин 2-мĕш пункчĕпе килĕшшӳллĕ, «Тутарстан Республики» тата «Тутарстан» тан пĕлтерĕшлĕ шутланаççĕ[5].
Чи пысăк хули — Хусан.
Киров, Чĕмпĕр, Самар тата Ăренпур облаçĕсемпе, Пушкăртстан Республикипе, Мари Эл Республикипе, Удмурт Республикипе тата Чăваш Республикипе чикĕ тытать.
Патшалăх чĕлхисем - тутар чĕлхипе вырăс чĕлхи. Çаплах чăваш чĕлхипе те калаçаççĕ.
Халăх йышĕПравить
2010 çулта Респуликăра 3 779,8 пин çын пурăннă. Вĕсенчен 73,8% хулара пурăнаканнисем. Ытларах пайĕпе кунта тутарсемпе (53,2%) вырăссем (39,7%) пурăнаççĕ.
Чăвашсем пур халăхсенчен 3,8% шутланаççĕ. Пуринпе 135 пин çынна çитеть, вĕсенчен 12,5 пин çын Хусанта пурăнать.
Чăвашсем тахçантанпах Нурлат (15,8 пин), Аксу (14,6 пин), Çĕпрел (12,3 пин), Пăва (10,3 пин), Теччĕ (6,1 пин), Çарăмсан (4,8 пин), Элкел (4,9 пин) районĕсенче пурăнаççĕ. Чăваш ялĕ 170 яхăн, çавăнпа пĕрлех вĕсем нумай халахлă 130 ял-хулара тĕл пулаççĕ.
Нумайах мар Хусан, Пăва, Теччĕ хуллинче те пурăнаççĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн иккĕмĕш çӳрринче вара Чаллă, Анат Кама, Нурлат, Лениногорск хулисене тата Аксу посёлокĕнче йышланнине палăртмалла.
ИсториПравить
Çак территорире çынсем пирĕн эрăччен VIII ĕмĕрте тĕпленсе пурăнма тытăннине палăртнă. Каярах кунти çĕрсене вăтам ĕмĕрсенче атăлçи пăлхарĕсен патшалăхĕ тытăмланнă. XIII ĕмĕрте Пăлхара монголсем аркатнă, Чингисхан империйĕ пĕтсе ларсан, Джучи улусне (Ылтăн Уртана) кĕнĕ.
XV ĕмĕрĕн пуçламăшĕнче Ылтăн Урта вырăнне Улу-Мухаммед хан Хусан ханлăхне туса хуни пирки пĕлтерет. Çĕнĕ патшалăх хăй тĕллĕнех ют çĕрсемпе, çав шутра Мускав патшалăхĕпе те, хутшăнма тытăнать. XVI ĕмĕрĕн варринче, IV Йăван Хаярскер астула йышăннă тапхăрта, 1552 çулта Мусав Хусана çĕнтерсе илнĕ те Мускав патшалăхне кĕртнĕ.
Раççей йышĕнче Хусан ханлăхĕ малтан Хусан патшалăхĕ, Аслă Петĕр реформи хыççăн — Хусан кĕперни (Аçтăрхан тата Хусан ханлăхĕн çĕрĕсене пĕрлештернипе, тепĕртакран унăн территоринчен хăшпĕр çĕрсене касса илнĕ хыççăн хальхи Тутарстан пысăкăшне çити) ятлă пулнă. Территори император лартнă кĕпернетĕр ертсе пынă. 1920 çулчен хальхи Тутарстан Республикин территорине официаллă та, официаллă мар та нихăçан та «Татари» те, «Тутарстан» та темен. Революци хыççăн, В. И. Ленин инициативипе[6], 1930 çулхи çăвăн 27-мĕшĕнче РСФСР шутĕнчи Тутар АССР (Хусан тата Ĕпхӳ кĕпернисен çĕрĕсенче) туса хумалли декрете кăларнă. 1990 çулхи çурлан 30-мĕшĕнче республикăн официаллă ячĕ — Тутар Совет Социализм Республики (Тутарстан Республики пекех), 1992 çулхи нарăсăн 7-мĕшĕнче — Тутарстан Республики (Тутарстан) пулса тăнă [7]. 1992 çулхи акан 21-мĕшĕнче раççей влаçĕсем çакна çирĕплетнĕ.
Интернет
Кабельисем: Летай (Таттелеком)
Пысăк хуласенче WAN, Дом.ru
Кабельсĕррисем: Летай - 4G*
Мегафон - 3G
Билайн - GPRS
МТС - GPRS
Çав. пекехПравить
ЛитератураПравить
- Фәхретдинов Р. Татар халкы һәм Татарстан тарихы Архивленĕ 16 Кӑрлач уйӑхӗн 2019 çулта. (Татарский народ и история Татарстана) (тутар.)
- Косач Г. Г. Татарстан: религия и национальность в массовом сознании // Новые церкви, старые верующие — старые церкви, новые верующие. Религия в постсоветской России / Каариайнен, Киммо, Фурман Д. Е.. — М.: Институт Европы РАН, Институт Евангелической Лютеранской церкви Финляндии, 2007. — ISBN 5-89740-046-6
- Карташова Л. Б. Места заповедные. — Хусан: Идел-Пресс, 2007. — ISBN 978-5-85247-181-91
АсăрхавсемПравить
- ^ Географические названия России. Топонимический словарь / Поспелов Е.М.. — Мускав: АСТ, Астрель, 2008. — 1500 экз. — ISBN 978-5-17-054966-5, 978-5-271-20728-0 — «Тутарста́н, республика в составе Российской Федерации»
- ^ Конституция Российской Федерации#Статья 5|Конституция Российской Федерации. Ст. 5, пп. 1, 2
- ^ Конституция Республики Татарстан от 6 ноября 1992 г. / Глава 1. Государственный Совет Республики Татарстан. constitution.garant.ru. Тĕрĕсленĕ 21 Раштав уйӑхӗн 2017.
- ^ Флаги Татарстана. www.tatar-history.narod.ru. Тĕрĕсленĕ 21 Раштав уйӑхӗн 2017.
- ^ Конституция Республики Татарстан. çăлкуçран архивланă 22 Ҫурла уйӑхӗн 2011. Тĕрĕсленĕ 8 Авӑн уйӑхӗн 2010.
- ^ Ленин В. И. Полное собр. соч. Т. 40, стр. 98.
- ^ Закон Республики Татарстан от 7 февраля 1992 года № 1413-XII «Об изменении наименования Татарской Советской Социалистической Республики и внесении соответствующих изменений в Конституцию (Основной Закон) Татарской ССР». çăлкуçран архивланă 13 Кӑрлач уйӑхӗн 2016.
КаçăсемПравить
- Официальный сайт Республики Татарстан Архивленĕ 28 Юпа уйӑхӗн 2003 çулта.
- Официальный сайт Президента Республики Татарстан Архивленĕ 18 Кӑрлач уйӑхӗн 2018 çулта.
- Официальные новости органов власти Республики Татарстан Архивленĕ 28 Авӑн уйӑхӗн 2017 çулта.
- Шаблон:ВКонтакте
- Государственный комитет Республики Татарстан по туризму Архивленĕ 11 Чӳк уйӑхӗн 2021 çулта.
- Деловой центр Республики Татарстан — интернет-портал TatCenter.ru
- Информационное агентство «Татар-информ»
- Карта Татарстана
- Навигационные и обычные карты Татарстана
Тутарстан Викиампарта? |
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |