Киров облаçĕ (выр. Кировская область) — Раççей Федерацийĕн субъекчĕ. Раççей Федерацин Атăл федераци тăрăхне тата Атăл-Вятка районне кĕрет.

Киров облаçĕ
Кировская область

Киров облаçĕн ялавĕ Киров облаçĕн гербĕ
Тĕп хули Киров
Лаптăкĕ

- Пĕтĕмпе
- шыв пайĕн %.

30

120 374 км²

Халăх йышĕ

- Пĕтĕмпе
- Йышлăх

42

1 138 112 çын патнелле (2023)
9,45 çын çын/км² патнелле

Федераци тăрăхĕ Атăлçи федераци тăрăхĕ
Экономика регионĕ Атăл-Ветке районĕ
Регион номерĕ 43
Патшалăх чĕлхисем вырăс
Облаç пуçлăхĕ Соколов Александр Валентинович
Саккун тăвакан пухăвăн председателĕ Береснев Роман Александрович
Гимн Киров облаçĕн гимнĕ
Вăхăт тăрăхĕ ГВ +0300

Лаптăк — 120,8 пин çм²
Администраци центрĕ — Киров хули.

Истори

тӳрлет

Киров облаçне Чулхула Енĕн территоринчен касса илнĕ те 1934 çулхи раштавăн 7-мĕшĕнче туса хунă. 1936 çулчен — Киров Ен шутланнă, 1936 çулхи раштав уйăхĕнче — Киров облаçĕ пулса тăнă.

Халӑх йышӗ

тӳрлет

Облаçри халăх йышĕ — 1426,9 пин çын (2006). Йышлăхĕ: 11,8 çын/çм² (2007), хулара: 71,7 % (2007). Ӗçлекен халăх йышĕ — 911 пин çын.

XX тата XXI ӗмӗрсем хушшинче Ветке тӑрӑхӗнчи халӑх йышӗн тӳпи, XIX ӗмӗрĕн вӗҫнелле Раҫҫейри мӗнпур халӑхӑн 4,2% пулнӑскер, 0,8% таран чакнӑ.

Росстат кӑтартӑвӗсем тӑрӑх облаҫри халӑх йышӗ 1 138 112 ҫын шутланать. Халӑх йышлӑхӗ — 9,45 ҫын/ҫх2. Хулари халӑхăн йышлăхӗ — 78,7% (2002).

Пурӑнан халӑхсен йышӗ

тӳрлет

2010 ҫулхи халӑх ҫыравӗпе килӗшӳллӗн:

вырăссем — 1 199 691 ҫын,

тутарсем — 36 457 ҫын,

çармăссем — 29 598 ҫын,

удмуртсем — 13 639 ҫын,

украинсем — 7718 ҫын,

халӑх ятне палăртманнисем — 35 585 ҫын.

Кунта вырăссем — 91,8 %, марисем — 2,6 %, тутарсем — 2,2 %, удмуртсем — 1,4 % тата ыттисем пурăнаççĕ[ҫӑлкуҫа палӑртмалла] .

Климат

тӳрлет

Климат облаçре лăпă континентлĕ. Кăрлачри вăтам температура -14°С, утăри вăтам температура +17°С; çулталăкри нӳрĕк шайĕ - 500 мм яхăн. Облаçри çĕр нӳрĕклĕ шутланать.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Раççей Федерацин хура тăпраллă касинче, Раççейĕн Европа пайĕн çурçĕр-тухăçĕнче вырнаçнă. Облаçĕн рельефĕ — сăртлă, варринче - Ветке Увалĕсем, çурçĕр-тухăçĕнче - Тури Чулман Атăл сăртлăхĕ, çурçĕрте - Çурçĕр Увалĕсем. Паллă шывĕсем: Ветке, Чулман Атăл.

Транспорт

тӳрлет

Киров хулинче аэропорт Победилово ĕçлет.

Киров облаçĕ витĕр чукун çулсем Раççейĕн тĕп çĕрĕсене Уралпа, Çĕпĕрпе тата Инçет Тухăçпа (Транссиб), çурçĕрпе кăнтăр регионĕсене Киров-Котлас магистралĕ çыхăнтарать. Чукун çулсем 1098 çм çити тăсăлаççĕ.

Автотрассăсен тăсăлăвĕ — 9086 çм.

Шыв тĕп çулĕ Нухрат. Шыв çулĕсен пур вăрăммăшĕ - 1800 çм.

Промăçлăхĕ

тӳрлет

Пысӑк савутсем

тӳрлет

Машина тăваслăх тата металлобработка:

Химипе нефтехими промăçлăхĕ:

Апат-çимĕç промăçлăхĕ:

Ял хуҫалӑхӗ

тӳрлет

2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне ялти халӑх йышĕ 272 610 ҫын шутланнӑ, Киров облаҫӗнче пурӑнакан мӗнпур халӑхӑн 22% пулать.

Ял хуҫалӑх производствинчи тавар отраçлӗнче выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси малти вырӑнта тӑрать, ытларах сӗт-ҫупа аш-какай туса илессипе палӑрать. Тӗпрен ҫакнашкал ял хуҫалӑх культурисене ӳстереҫҫӗ: пӗрчӗллисем, ҫӗрулми, йӗтӗн тата пахча-ҫимӗҫ. Тӗш тырӑсен хушшинче ытларах пайӗ кӗрхи ырашпа фураж культурисене пырса тивет. Ял хуҫалӑх производстви облаҫӑн апат-ҫимӗҫ хӑрушсӑрлӑхне тивӗҫтерет. Туса илнӗ выльӑх-чӗрлӗх продукцийӗн 20% таран облаҫӗн тулашне турттараҫҫӗ, тӗпрен илсен — ҫӗршывӑн ҫурҫӗр регионӗсене илсе каяҫҫӗ.

Выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси

тӳрлет

Отраçлӗн тӗп вырӑнӗнче сӗт туса илме выльӑх-чӗрлӗхӗ ӗрчетесси тӑрать. 2020 ҫулта 750 пин тонна сӗт суса илнӗ, ҫакӑ 2019 ҫулхипе танлаштарсан 104% пулать. Облаҫри ял хуҫалӑх организацисенче пĕр ӗнерен вӑтамран 7950 кг сӗт суса илнӗ. Выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк аш-пăщне 85 пин тонна туса илнӗ, 619 млн ҫӑмарта пуçтарса хатӗрленӗ, ҫакӑ вара иртнӗ ҫулхинчен 14% нумайрах.

2021 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне мӗнпур категориллӗ хуҫалӑхсенче 246,8 пин пуҫ мӑйракаллӑ шултра выльӑх (-0.3%) шутланнӑ, ҫав шутра 101,8 пин ӗне (+1,6%), 238,4 пин пуҫ сысна (+14,6%), 52,2 пин сурӑхпа качака (+0,1%), 2844,1 пин пуҫ кайӑк (+6,8%).

2021 ҫул хушшинче Киров облаҫӗнчи ял хуҫалӑх организацийӗсенче 733,6 пин тонна ӗне сӗчӗ туса илнӗ, ҫакӑ 2020 ҫулхипе танлаштарсан 3,4% ытларах. Ял хуҫалӑх организацийӗсенче сӗт туса илессипе облаç Раҫҫей Федерацийӗнче пиллӗккĕмӗш вырӑнта тӑрать. 2021 ҫулта ял хуҫалӑх организацийӗсенче пӗр ӗнерен 8040 килограмм сӗт суса илнӗ (2010 ҫулта – 4820, 2015 ҫулта – 6536 килограмм).

Ӳсентӑран тирпелесси

тӳрлет

2022 ҫулта аграрисем тӗш тырӑна пысӑк калӑпӑшпа пуҫтарнӑ. 309,2 пин га тӗш тырӑпа пӑрҫа йышши культурӑсене ҫапнӑ, 825,8 пин тонна тырӑ ҫапнӑ, тухӑҫлӑхӗ гектартан 26,7 ц пулнӑ.

Пӗрчӗллӗ тата тӗш тырӑллӑ культурӑсене пӗтӗмӗшпе пухса кӗртни 2020 ҫулта 740 пин тоннӑпа танлашнӑ, тухӑҫлӑхӗ гектартан 24,7 ц пулнӑ (2019 ҫулта 730 пин тонна, тухӑҫлӑхӗ 26,1 ц/га). 299 пин гектарти тырра арманта авăртнӑ.

Тырӑ акнӑ лаптӑксем:
год 1959 1990 1995 2000 2005 2010 2015
пин гектар 2810 2193,9 1838,1 1626,9 1207,9 853,0 862,8

Каçăсем

тӳрлет