Халăх йышĕ
Халăх йышĕ, — пĕр çĕр лаптăкĕнче пурăнакан халăх шутне кăтартакан виçе. Халăх йышĕ кунран кун пысăкланма, е сахалланма (тĕслĕхрен, хальхи вăхăтра, Раççейре те, Чăваш Енре те тайса пырать) пултарать. Пур енчен илсе пăхсан, халăх йышĕ социаллă йывăрлăхĕсене питĕ пăхăнать. Халăх пурнăçĕ лайăх пулсан — йышĕ ӳсет, начарлансан (вăрçă, чир-амак эпидемийĕ, тата урăх хĕн пулсан) — таять.
Истори хыпарĕсем
тӳрлетПалеолит тапхăрĕн вĕçĕнче (пирĕн эрăччен 15 пин çул тĕлнелле) пур халăхăн йышĕ 3 миллиона яхăн шутланнă, Неолит тапхăрĕн вĕçĕнче — 50 млн яхăн çын. Пирĕн эра пуçламăшĕнче Çĕр çинче 230 млн яхăн, I пинçуллăх вĕçĕнче — 275 млн, 1900 çулта — 1,6 млрд. яхăн, 1993 çулта — 5,5 млрд. пулнă, паянхи вăхăтра вара — 6,3 млрд. çын (2003).
Тĕнчипе пăхса тухни
тӳрлетЧи калăп халăхсем (1993 çул, млн. çын):