Бразили
Бразили (порт. Brasil), официаллă ячĕ Бразили Федераци Республики (порт. República Federativa do Brasil listen ) — Кăнтăр Америкăри халăх шучĕпе те, çĕр лаптăкĕпе те чи пысăк патшалăх Материкăн тĕп тата тухăç енĕсене йышăнать. Шĕкĕр хули — Бразилиа.
República Federativa do Brasil Бразили | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | португали чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Бразилиа | ||||
Чи пысăк хула | Сан-Паулу, Рио-де-Жанейро, Салвадор, Белу-Оризонти, Форталеза, Бразилиа | ||||
Президент | Дилма Руссефф | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
5 вырăнта 8 514 877 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2010) - Йышлăхĕ |
5 вырăнта 192 572 039 22/км² | ||||
Валюта ячĕ | Реал (код BRL, 986) | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ -02 пуçласа -04 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Hino Nacional do Brasillisten | ||||
Тетел доменĕ | .br | ||||
Тел. префиксĕ | 55 |
Географи
тӳрлетÇурçĕртен кăнтăралла — 4320 çм, тухăçран анăçалла — 4328 км. Бразили Француз Гвианипе, Суринампе, Гайанăпа, Венесуэлăпа, Колумбипе, Перупа, Боливипе, Парагвайпа, Аргентинăпа, Уругвайпа чикĕсем тытать. Типçĕр чиккисем тăршшĕ 16 пин çм яхăн. Тухăçра Атлантика океанĕ, унăн шывĕсенче темиçе утрав (чи палли — Фернанду-ди-Норонья). Тинĕс çыранĕсĕн вăрăммăшĕ — 7,4 пин çухрăм.
Çĕр лаптăкĕ (утравсемпе) 8512 пин çм².
Пурăнан халăх
тӳрлетХалăх йышĕ 186,1 млн çынна çитет (2005).
Климат
тӳрлетБразилишĕн шăрăх çанталăк çывăхрах пулать. Уйăхри вăтам температура: +16 — +29 °C; çӳллĕ тухăçри вăтам температур утăра: +12 — +14 °C; шăнтнисем те пулаççĕ. Амазонин анăçĕнче климачĕ экваторлă нӳрĕклĕ (нӳрĕксем 2000—3000 мм пĕр çулта, уйăхĕн вăтам температура амплитудисем: 2—3 °С, Амазонин тухăçĕнче тата унăн çумĕнчи пологих склонах Гвиана тата Бразили якатăвĕсен — субэкваторлă типлĕхлĕ 3-4 уйăхлăх тапхăрĕсем (1500—2000 мм нӳрĕксем, тинĕс хĕрринче 3000 мм пĕр çулта). Бразили якатăвĕн тĕпĕнче тата Пантаналере — субэкваторлă нӳрĕ климачĕ (пĕр çулта 1400—2000 мм нӳрĕксем) температурăн пысăк амплитудисем (45—50 °С çитиччен); якатăвĕн çурçĕр-тухăçрĕнче нӳрĕксен шайĕ çулта 500 мм тата сахалтарах пулать, çумăрсем сайра хутра пĕрмаях мар çăваççĕ: çак çĕрсенче типлĕхсем тăраççĕ. Тухăç чиккинче климачĕ тропиклă пассатлă, шăрăх та нӳрĕклĕ, кĕске типлĕхлĕ сезонĕ пулать. Якатăвĕн кăнтăрĕнче пĕрмай нӳрĕклĕ, тропиклă климат Паран платти çинче тата субтропиклă — тухăçри çӳллĕх çĕрсенче.
Истори
тӳрлетАдминистрациллĕ пайлану
тӳрлетБразили 26 штатпа 1 федераци тăрăхĕнчен тытăнса тăрать.
- Акри (Acre)
- Алагоас (Alagoas)
- Амазонас (Amazonas),
- Амапа (Amapá)
- Баия (Bahia)
- Гояс (Goias)
- Мараньян (Maranhão)
- Мату-Гросу (Mato Grosso)
- Мату-Гросу-ду-Сул (Mato Grosso do Sul)
- Минас-Жерайс (Minas Gerais)
- Пара (Pará)
- Параиба (Paraíba)
- Парана (Paraná)
- Пернамбуку (Pernambuco)
- Пиауи (Piauí)
- Рио-де-Жанейро (Rio de Janeiro)
- Риу-Гранди-ду-Норти (Rio Grande do Norte)
- Риу-Гранди-ду-Сул (Rio Grande do Sul)
- Рондония (Rondônia)
- Рорайма (Roraima)
- Санта-Катарина (Santa Catarina)
- Сан-Паулу (São Paulo)
- Сеара (Ceará)
- Сержипи (Sergipe)
- Токантинс (Tocantins)
- Эспириту-Санту (Espírito Santo)
Унсăр пуçне патшалăха регионсем çине пайлаççĕ.
Ял хуçалăхĕ
тӳрлетТĕнчере Бразили кофе туса илнипе пĕрремĕш вырăна йышăнать.