Токантинс
Токантинс (порт. Tocantins) — Бразили варринче вырнаҫнӑ штат. Ҫурҫӗр енче Пара тата Мараньян штатсемпе, тухӑҫ енче Пиауипе Баия, анӑҫ енче Мату-Гросу, кӑнтӑр енче Гояс штатпа чикӗленет[6]. Администраци Палмас хулинче вырнаҫнӑ.
Этимологи
тӳрлетТокантинс штачӗн ячӗ, пӗрешкел ятлӑ юханшыв ятӗнчен пулса кайнӑ, тупи чӗлхинчен «тукан сӑмси» тесе куҫарӑнать.
Географи
тӳрлетШтат территорийӗн ытларах пайне Серрадо анлӑ экорегион йышӑнать, ҫапла вара Токантинс Амазонин тропик вӑрманӗсемпе Бразилин курӑк ӑнса ӳсекен тӳремлӗхӗсем хушшинчи чикки пулса тӑрать. Ҫурҫӗртен кӑнтӑралла штат урлӑ Токантинс юханшыв юхса иртет.
Штат кун-ҫулӗ
тӳрлетТокантинс, ҫавӑн пекех Рораймӑпа Амапа та, Бразилин чи ҫамрӑк штачӗсенчен пӗри шутланать. Ӑна 1988 ҫулта Гояс штачӗн ҫурҫӗр пайӗнчен уйӑрса йӗркеленӗ[7].
Халӑх йышӗ
тӳрлет2010-мӗш ҫулхи ҫырав вӑхӑтӗнче Географипе статистика наци институчӗ (IBGE) пухнӑ сведенисемпе килӗшӳллӗн штатра ҫакӑн пек халӑх пурӑнать:
Хула халӑхӗ |
||||
Ял халӑхӗ | ||||
Арҫынсем | ||||
Штатри халӑхӑн ытларах пайӗ хутӑш ҫемьесенче ҫуралнӑ: 71 % метиссемпе мулатсем, 24 % — шурӑ, 3 % — негрсем. Штатри тӗп тата практикӑра усӑ куракан пӗртен-пӗр чӗлхе — португал чӗлхи.
Администрацие йӗркелени
тӳрлетАдминистрацине йӗркелес тӗлӗшпе штат 2 мезорегионпа 8 микрорегионран тӑрать. Штатра — 139 муниципалитет.
Экономика
тӳрлетШтат экономики ял хуҫалӑхӗ (тырпул ӳстерессипе выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетесси) ҫинче никӗсленнӗ. Токантинс лаптӑкӗнче Бразилири чи пысӑк фермӑсенчен пӗри вырнаҫнӑ. Штатра соя, тырӑ тата ытти культурӑсен плантацийӗсем пур[7].
Ӑнлантарусем
тӳрлет- ^ https://data.iana.org/time-zones/tzdb-2021e/southamerica
- ^ http://politica.estadao.com.br/blogs/fausto-macedo/tse-cassa-marcelo-miranda/
- ^ https://censo2022.ibge.gov.br/panorama/
- ^ https://globaldatalab.org/shdi/shdi/BRA/?levels=1%2B4&interpolation=0&extrapolation=0&nearest_real=0
- ^ https://www.worldatlas.com/articles/brazilian-states-by-literacy-rate.html
- ^ Токантинс 2021 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 19-мӗшӗнче архивланӑ. в энциклопедии «Вокруг света».
- ^ 1 тата 2 Токантинс 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 9-мӗшӗнче архивланӑ. russobras.com сайтра.
Каҫӑсем
тӳрлетКу статьяна Википедин Вырӑс уйрӑмӗнчи Токантинс статьяна чӑвашла куҫарса хатӗрленӗ. |