Парагвай
Парагвай (исп. Paraguay, Шаблон:Lang-gn), официаллă ячĕ Парагвай Республики (исп. República del Paraguay, Шаблон:Lang-gn) — Кăнтăр Америка материкĕн варринчи патшалăх. Гуарани чĕлхинче «парагвай» «мăн юханшывран» тени пулать. Юханшывĕ Парана шутланать.
Географи
тӳрлетПатшалăхăн кăнтăр тата кăнтăр-анăç енче — Аргентина, çурçĕр-анăçĕнче — Боливи, тухăç тата çурçĕр-тухăç енче —Бразили вырнаçнă. Çĕршыва Парагвай шывĕ иккĕне пайлать. Юханшывран анăçалла пушхирлĕ Чако çĕрĕ, вăл 60 % яхăн лаптăка йышăнать. Тухăçалла субтропик вăрманĕсемлĕ, айлăмлă тухăçлă çĕрсем.
Халăхĕ
тӳрлетÇĕршывăн 88 % халăхĕ метиссен шутне кĕреççĕ. Юнхутăштарман индеецсен шайĕ — 2 %, шурӳтлĕ халăх çыннисем — 9 %, 1 % сахаллисем Африкăран, Корейăран тата Японирен тухнăскерсем пулаççĕ. Парагвайра тĕрлĕтĕслĕ халăх хутшăнни-калаçни чухне тĕп вырăнти халăхăн чĕлхипе —гуарани чĕлхипепе — усă кураççĕ.
- 37 % — гуарани чĕлхипе çеç калаçаççĕ,
- 50 % — испани тата гуарани чĕлхине пĕлеççĕ,
- 7 % — испани чĕлхине çеç пĕлеççĕ
- 6 % — нимĕç, япон е корей чĕлхисене çеç пĕлеççĕ.
Истори
тӳрлет- 1537 — испанецсем Асунсьона никĕсленĕ.
- 1542—1640 — Испани шутне кĕнĕ Перу патшалăхĕнче.
- 1609 — кунта иезуитсем килсе çитнĕ.
- 1617 — Перу патшалăхĕн шутĕнче Парагвая автономи шайне куçараççĕ. Вырăнти ĕçсене иезуитсен орденĕ ертсе пырать. Иезуитсем индеецсенчен хăйсене хӳтĕлекен çар ушкăнĕсем йĕркелеççĕ (çав тапхăрта Бразилирен чура сунарçисен иртĕхсе çӳренĕ).
- 1768 — испанецсем Парагвайран иезуитсене сепаратизм енĕпе айăпласа хăваласа яраççĕ.
- 1776 — Парагвая Рио-де-Ла-Плата патшалăх шутне кĕртнĕ.
- 1811 — Рио-де-Ла-Плата патшалăхĕ Испанирен уйрăлнă хыççăн Парагвай ирĕклĕхлĕ патшалăх пулса тăрать. Вăл Испанине те, Аргентинăна та — Рио-де-Ла-Плата Республикин нĕсĕлне те — пăхăнми пулать. Парагвайăн ĕмĕр вĕçлениччен диктаторĕ Франсиа пулса тăрать.
- 1848 — креолсене (местных потомков испанцев) тата индеецсене пĕр тан шайлă тăваççĕ.
- 1866—1870 — Бразилипе тата Аргентинăпа хирĕçнĕ Парагвай вăрçи.
- 1887 — пуян çĕрхуçисен «Колорадо» партине йĕркеленĕ.
- 1932—1935 — Боливине хирĕç пынă Чак вăрçи. Парагвай çĕнтернĕ, анчах та туртса илнĕ çĕрсене АПШ корпорацийĕсем усă курма тытăнаççĕ.
- 1936 — Чак вăрçин ветеранĕсем влаçа улăштараççĕ.
- 1940—1948 — Мориниго генералăн диктатури тапхăрĕ.
- 1954—1989 — Стресснер генералăн диктатури тапхăрĕ.