Суринам
Суринам (гол. Suriname), официаллă ячĕ Суринам Республики (гол. Republiek Suriname) — Кăнтăр Америкăри патшалăх. Анăçра Гайанăпа, тухăçра Франци Гвианипе, кăнтăрта Бразилипе юнашар вырнаçнă. Çурçĕр енчи çыранĕсем Атлантика океанĕ енне тухаççĕ. Тĕп хули — Парамарибо.
Географи
тӳрлетСуринам — Кăнтăр Америкăри çĕр лаптăкĕпе чи пĕчĕк патшалăх шутланать. Çĕршывăн çурçĕрĕнче, Атлантика çумĕнче, патшалăхăн чылай йышĕ пурăнать. Кунта çĕр ĕçĕсемпе тăранса пурăнаççĕ. Кăнтăрта халăхĕ пурăнмасть тесен те пулать, кунта саваннăсем тата çумăрлă тропик вăрманĕсем çеç.
Экватор çумĕнче пулнăран, Суринама тропик климачĕ палăртать. Сывлăш температури пĕрпек тенĕ пекех. Çулта çумăрсен икĕ тапхăрĕ: раштавран нарăс пуçламăшĕччен тата акаран пуçласа çурла варриччен.
Çурçĕр-тухăçра пысăк шавупранăвĕ пур, ăна 1964 çулта бокситсем тунă чух нумай электроэнерги кирлĕ пирки кӳлсе хунă.
Истори
тӳрлетУявĕсем
тӳрлетДата | Чăвашла ячĕ | Вырăнти ячĕ | Ăнлантаркăч |
---|---|---|---|
Кăрлач, 1 | Çĕнĕ çул | ||
Нарăс, 27 | Карнавал | Curacao Carnival | Кунĕ куçать |
Çу, 1 | Ӗçчешсен кунĕ | ||
Утă, 1 | Чуралăха пĕтернин кунĕ | Keti Koti | |
Чӳк, 25 | Пăхăнманлăх кунĕ | ||
Раштав, 25 | Раштав | ||
Раштав, 26 | Твиди Кертсдаг |