Бразилиа (порт. Brasília) — Бразилин шĕкĕр хули (1960 çулхи ака, 21), на берегу искусственного водохранилища. ЮНЕСКО Пĕтĕмтĕнчери кăнарĕ шутĕнче.

Халăхĕ

тӳрлет

Халăх шучĕ (хула тулашĕсемпе) 2,2 млн. çынна çитет.

Географи

тӳрлет

Паянкунхи Бразилин шĕкĕр хули çĕршывăн тĕп çĕрĕнче, Тĕп якатăвĕнче, тинĕс шайĕнчен 1050—1200 м çӳллĕшĕнче, Прету тата Дешкоберту шывĕсем çумĕнче вырнаçнă. Хула вырăнне çĕршывăн политика тĕпĕсенчен — Рио-де-Жанейро тата Сан-Паулу хулисенчен — аяккарах, çав вăхăтра пушă çĕрте суйласа илнĕ. Çакăн пек йышăну стратеги тата вăрçă хăрушсăрлăх енчен питĕ вырăнлă пулса тăрать. Кунта тропиклă континентлă климат, нӳрĕклĕ çумăрлă çусем (çурçĕр çуршарĕнче çак вăхăтра хĕл) тата типĕ хĕвеллĕ хĕлсем (çу уйăхĕн варринчен пуçласа чӳк уйăхĕн варриччен). Çулти вăтам температура +21°С, сезонра 15°-рен 30° çити çул хушшинче. Чи шăрăх уйăх — авăн. Хулари флора тата фауна — саванна евĕрли, тĕрĕсрех — бразили «серраду» пекскер.

Хулара тĕнчери Ж. Кубичек ячĕллĕ аэропорчĕ, çăмăл тата апат-çимĕç промыçлисем, Наци университечĕ, Наци театрĕ пур.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет