Тутарстанри чăваш ялĕсем

Тутарстанри чăваш ялĕсем — Тутар республикин территорийĕнче вырнаçнă чăваш ялĕсем. Хальхи Тутарстан Республики ăшĕнче историлле (авалтанхи, çĕнĕреххи) чăваш ялĕсен шучĕ 170 патнелле тесе шутлаççĕ (чăннипе ытларах та пулма пултатарать). Чылайăшĕ хутăш ялсем шутланаççĕ.

Тутарстанти Аксу районĕнчи Илтерек чăваш ялĕ

Тутарстанти чăваш ялĕсене ушкăнласа тухни

тӳрлет

Тутарстан территорине Атăл тата Кама шывĕсем виçĕ пысăк пая пайлаççĕ.

  1. Атăлăн сылтăм енĕ.
  2. Кама шывĕн сулахай енĕ — Саккам.
  3. Хусанçум тата Хусан лешекки тăрăхĕ, — Нухрат шывĕ патне çитичченех.

Çапла вара Тутарстанти чăваш ялĕсене те çак территорисене кура ушкăнласа тухма меллĕ.

Атăлăн сылтăм енĕ

тӳрлет

Кама шывĕн сулахай енĕ — Саккам

тӳрлет

Хусанçум тата Хусан лешекки тăрăхĕ

тӳрлет

Хусан таврашĕнче хальхи вăхăтра, XXI ĕмĕрте, чăваш ялĕсем пачах та çук теме те пулать, анчах та вĕсем, çапах та, пур. Унашкаллисене шутласа тухма хăрах алăри пÿрнесем те çителĕклĕ. Пурте Ешĕл Васан районĕн Атăлăн çак енĕн пайĕнче вырнаçнă. Акă вĕсем: Новочувашски (59%), Ремплер (44%), Воронино (28%), Новопольски, Грузински. Хăлăпкасем ăшĕнче чăвашсен йышĕн шайне процентсемпе кăтартнă. Чăнлахшăн тата çакна каласа хăвармалла. Çак тăватă ялта нихçан та ачасене шкулта чăваш чĕлхине вĕрентсе курман пулас. Ăславçăсем унта тĕпчевсем ирттерме çÿремен, журналистсем те пыра-пыра кайман. Çавăнпа та вĕсенчи чăвашлăх шайне никам та тĕплĕн пĕлмест. Истори те чылай енчен тĕтреллĕ. Статистика кăтртăвĕсем çеç унта чăвашсем чăмăртанса компактлăн пурăннине систерсе тăраççĕ.

Вăтам ĕмĕрсенче ку тăрăхра чăваш ялĕсем пайтах пулнă. Анчах та ку статья ун пирки мар, хальхи вăхăт пирки.

Вуламалли

тӳрлет
  • Г.Б. Матвеев, Е.А. Ягафова. ЧУВАШИ ТАТАРСТАНА. — Электронла чăваш энциклопедийĕнчи статья.
  • Тимофеев Г.Т. Тăхăрьял. Ш., 2002.
  • Трофимов А.А. Чувашская народная культовая скульптура. Ч., 1993.
  • Чуваши Татарстана: книга-альбом. Ч., 2006.
  • Иванов В.П. Этническая география чувашского народа. Ч., 2005.
  • Научный отчет по проекту "Чуваши Приволжского округа". Чебоксары, 2002. 192 с.
  • Чуваши Присвияжья: история и культура : [монографическое исследование] / Чуваш. гос. ин-т гуманитар. наук ; [А. П. Васильева и др. ; под ред. В. П. Иванова, Г. Б. Матвеева]. - Чебоксары : Чувашское книжное издательство, 2015. - 303 с. : ил., портр., табл. ; 24 см. - (Чуваши в современном мире : история и культура). Библиография в конце глав. - 1000 экз. ISBN 978-5-7670-2303-5

Каçăсем

тӳрлет


 
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.