Стати́стика — пĕлĕвĕн уйрăм сыпăкĕ, ăслав; унта массăлла статистикăлла панăлăхсене (шутлавлăхлисене е пахалавлăхлисене) пухассин, виçессин, мониторинг тата анализ тăвассин, танлаштарассин ыйтăвĕсене пăхса тухаççĕ; массăлла пĕрлĕхле пулăмсен шутлавлăх енĕсене хисепсен формипе тишкереççĕ[1].

Гистограмма (графикăлла сăнарсен меслечĕ)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Статистика (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Статистик — статистика енĕпе специалист.

"Статистика" сӑмах латинла status-ӗҫсем мӗнле пулнинчен килет. "Статистика" термин наукине нимӗҫ ученӑйӗ Готфрид Ахенвалль 1746 ҫулта кӗртнӗ, Вӑл Германи университечӗсенче, "Статистикӑра" вӗрентекен "Государствоведени" курс ятне улӑштарма сӗннӗ, ҫапла майпа статистикӑна наукӑпа вӗренӳ дисциплинине аталантарма пуҫланӑ. Апла пулин те статистика учетне чылай маларах шута илнӗ: Авалхи Китайра халӑх ҫыравӗсем иртнӗ, Патшалӑхсен ҫар вӑй-хӑвачӗпе танлаштарнӑ, Авалхи Римра граждансен пурлӑхне шута илнӗ тата ытти те. Статистика тӗпчев тата материалсене тирпейлемелли ятарлӑ меслет туса хатӗрлет: массӑллӑ статистика сӑнавӗсем, группировкӑсен меслечӗ, вӑтам калӑпӑш, индекссем, баланс меслечӗ, графика ӳкерчӗкӗсен меслечӗ, кластер, дискримант, фактор тата компонент анализӗсем, статистика даннӑйӗсене тишкермелли ытти меслетсем.

Тӗпчев, танлаштару, илнӗ даннӑйсене танлаштарни (т. ч. тата ытти даннӑйсемпе танлаштарни), вӗсене пӗтӗмлетни, наука тата практикӑллӑ выводсем ӑнлантарса пани тата вӗсене мӗнле майпа ӑнлантарса пани пулса тӑрать статистика анализӗ.[2]

Каçăсем тӳрлет

Асăрхавсем тӳрлет

  1. ^ Малая советская энциклопедия. — М.: Советская энциклопедия, 1960. — Т. 8. — С. 1090.
  2. ^ Статистика анализӗпе усӑ курни