Арча (Тутарстан)

Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Арча (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Арча (тут. Арча, Arça, выр. Арск, Arça) — Тутарстанăн Арча районĕн администраци центрĕ.

Тавралăхĕ

тӳрлет

Хула Хусан (Атăл юппи), Хусантан çурçĕр-тухăçалла 65 çм вырнаçнă. ХусанИжевск Чукун çул чарăнăвĕ.

Халăх йышĕ

тӳрлет

2002 çулхи çыравĕпе хулара 17,2 пин çын пурăннă. 2009 çулти хаклавпа: тутарсем 83%, вырăссем 15%, мордвасем, марисем, чăвашсем, удмуртсем пурăнаççĕ.

Кун-çулĕ

тӳрлет
 
1781 çулхи хула гербĕ
Тĕплĕнрех Арча кун-çулĕ статьяна пăхăр.

Арча хулине вырăс çулçӳревçĕсем 1497 çулта асăнаççĕ. Анчах та Арча хули X - XII ĕмĕрсенче пулнă. Арча хулине халĕ вырăсла Арск теççĕ. Чылай тĕпчевçĕсем унăн вырăсла ятне кура вăл арсен хули е арсем (удмуртсем) пурăннă вырăнта никĕсленĕ хула тесе шутлаççĕ. Ку вăл пачах та тĕрĕс мар.

Арча - йывăç ячĕ, анчах та вăл, тутар тĕпчевçисем каланă пек, уртăш мар. Арча - уртăш евĕрлĕ урăх йывăç.

Авалхи Арча хули Хусан шывĕн çӳллĕ çыранĕнче, ту çинче сарăлса илемленсе ларнă. Пĕтĕмĕшпе вăл 24 пин тăваткал метр лаптăк йышăннă. Ăна никĕслекенсем Хусан çырмипе те, çӳллĕ ту чакăлĕсемпе те усă курнă, хăйсен хулине никам пырса кĕреймесле çирĕплетнĕ. Вăл вырăнта çĕр хăпартса тунă çӳллĕ хӳме пулни халĕ те паллă. Хӳмерен шаларах чултан тунă карман пулни курăнать.

Арча хулине тутар-монголсем çунтарса янă пулсан та кайран вăл çĕнĕрен çĕкленнĕ.

Тĕпчевçĕсем çырнипе, Хусана туртса илнĕ хыççăн та Арча хули таврашĕнче темĕн чухлĕ чăваш ялĕ пулнă. XIX ĕмĕрте чăвашсем тутара тухма тытăнаççĕ. Арча районĕнче халĕ халăх хăйне тутар тет пулсан та, вырăн, çырма-çатра, ял ячĕсем йăлтах чăвашла. Унта Вăрăмçырма, Хураçырма ялĕсем пур. Вĕсенче «тутарсем» пурăнаççĕ. Вĕсем халĕ те ĕнтĕ хăйсен аслашшĕсем тахçан чăваш пулнине аса илесшĕн мар.

1781 çулта ăна уес хули шайне хăпартнă. 1926 çулта вара хула шайĕнчен кăларнă.

1938 çулта хула евĕр посёлок, 2008 çулта каллех хула статусне кĕрет[1].

Паллă вырăнсем

тӳрлет
  • Габдулла Тукай музейĕ — тутар сăвăçи, тутар литература чĕлхине никĕслекенĕ.

Вуламалли

тӳрлет

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ http://www.rt-online.ru/articles/130_26247/76689/ 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем

тӳрлет