Габдулла Тукай
Абдулла Тука́й (тут. Габдулла Мөхәммәтгариф улы Тукай, عبدالله توقاي) — чаплă тутар сăвăçи, литература тишкеревçи, публицисчĕ тата тăлмачи. 1886 çулхи ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче Хусан кĕпернийĕн Кушлавăш ялĕнче çуралнă. 1913 çулхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче Хусан хулинче вилнĕ.
Габдулла Тукай ятне Хусанти лапама, унăн айенчи метро чарăнăвне панă. Санкт-Петербургра Зверинская урамĕнче, малтанхи тутар слободи çывăхĕнче Габдулла Тукай палăкне туса лартнă.
Кун-çулĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
тӳрлетТукай ахаль мулла çемьинче çуралнă. Тăватă уйăх тултарсан, ашшĕ çĕре кĕрет, тăватă çулта вара пачах тăлăх пулса юлать. 1892—1895 çç. унăн пурнăçĕ Кушлавăш çывăхĕнчи Кăрлай ялĕнчи Сахти çĕр ĕçтешĕ патĕнче иртет. Кунта Габдулла çĕр ĕç-пуçне тутанать, хавас та курать, хуйхă та тӳсет, вĕренме тытăнать, Чăннипех,кăрлай тапхăрĕ сăвăç астăвĕмĕнче тарăн йĕр хăварать («Шурале» поэмăри ĕç-пуç çак ялта пулса иртет).
Кăрлайра вăл пурнăç çине урăхла пăхма пуçлать.
1905 çулхи революци пуçлансан Уральск хулинче пĕрремĕш тутарла хаçат-журнал «Фикер», «Аль-Гасраль-джадид», «Уклар» пичетленме тытăнаççĕ. Тукай вĕсенче чылай сăвă, статья пичетлет. Вăл çаплах хулари демонстрацисене хутшăнать.
Малашне Габдуллан ачалăхĕ Уральск хулинче иртет. Галиаскар Усманов купса çемьинче усравра ӳсет, хуçайкки — ашшĕн аппăшĕ, малутăмлă Тухватуллин меценет укçапа пулăшнă медресере вĕренет, вырăс класне те çӳрет, вĕренӳре пултарулăха палăртать. Тукайăн литературăри пĕрремĕш хăнăхтаравĕсем кăштах алçыравĕпе кăларнă «Аль-Гасраль-джадид» («Çĕнĕ ĕмĕр») журналра (1904) сыхланса юлаççĕ. Çак тапхăрта вăл тутарла Крыловăн юптарăвĕсене куçарса пичетлет. Пушкинпа Лермонтов поэзипе кăсăкланать. Унăн тутарла куçарнă пĕрремĕш паллă ĕçĕ — 1905 çулта пичетленĕ «Арçын тĕлĕкĕ» ялтă А.Кольцовăн «Что ты спишь, мужичок?» сăвви.
1907 çулăн пуçламăшĕнче Тукай «Мутыгия» (Тухватуллинсен) медресерен тухса каять. Унăн «ирĕклĕ пурнăçĕ» пуçланать. 1907 çулхи çĕртмен виççĕмĕшĕн пăтăрмахĕнче реакци демократие пăчăртама пуçлать. Çакна хирĕçле Тукайăн «Каймаспăр!» сăвă тухать, унта Тăван çĕршывшăн, халăхшăн тăма йыхравлакан кĕрешӳç сасси çивĕччĕн янăрать.
Тукайăн «Каймаспăр!» сăввипе пĕр вăхăтра хайланă «Шурале», «Мăшăр лаша», «Тăван çĕре» сăввисем автор Тăван çĕршыва чун-чĕререн савнине кăтартаççĕ. 1907 çулхи кĕркунне Тукай Хусана каять. Кунта вăл хăвăрт литература кĕтесĕсене кĕрет те «Аль-Ислах» («Улăштару») хаçат çумĕнчи яшсемпе — Фатих Амирхан тата ыттисемпе — паллашать. Хăйĕн пур чун хавалне Тукай сатирăпа юмор журналĕсене «Яшен» («Çиçĕм»), «Ялт-юлт» («Зарница») парать.
1908 çулĕ тĕлне Тукай пултарулăхĕнче паллă сăвă тата очерк-публицистика ĕçесен пуххи пуçтарăнать, вĕсенче çыравçă халăх çинчен çырни уçăмлă курăнать.
Петербургра 13 кун пурăнсан, çăвăн 6- (19-) мĕшĕнче, Тукай Троицка тухса каять, кайран казах çеçенхирне — кумăс ĕçсе сывлăха сиплес тесе — çул тытать. Хусана çурла уйăхĕн пуçламăшĕнче таврăннă. Тĕп хулара Тукай типографире пăчă сывлăшра вăй хунă, хăйне начар туйнă пулсан та, пултарулăх ĕçне пăрахмасть.
Пурнăçăн юлашки çулĕсенче Тукай халăхăн чăн ĕç-пуçне çывăхрах туйма тытăннă, халăха тăшманлă пĕрлĕлĕхе йышăнмасть, ăна «Вăраннă хыççăн манăн пĕрремĕш ĕç», «Каçалăк ячĕпе» тата урăх сăвăсенче хаяррăн сивлет.
1913 çулхи акан 2- (15-)мĕшĕнче 20 сехет те 15 минутра Габдулла Тукай çут тĕнчерен уйрăлса кайнă. Унăн пурнăçĕ яш тапхăрĕнче татăлнă. «Тутарсем Тукай вилнипе нацин аслăран та аслă сăвăçне çухатрĕç» — çапла çырнă вырăс чĕлхиллĕ хусан хаçăчĕсем. Тукай никĕсленĕ йăла-йĕрке тутар литературине аталантаракан шухăш-эстетика факторĕ тата пурнăç паракан çăлкуçĕ пулать.
Габдулла Тукая Хусанти Çĕнĕ тутар слободин тутар çăвине пытарнă[1]
Ӗçĕсем
тӳрлетСăвăсем
тӳрлет- «О свободе», 1905
- «Паразитам», «Государственная дума», 1906
- «Что рассказывают шакирды…», «Не уйдём!», поэма «Шурале», 1907
- «Жизнь», «Националисты», «Ишан», поэма «Сенной базар, или Новый Кисекбаш», баллада «Водяная», 1908
- «Осенние ветры», «Гнет», «Дача», 1911
- «Чего же не хватает сельскому люду?», «Татарская молодежь», 1912
- «Надежды народа…», 1913
Литература тишкерĕвĕ
тӳрлет- «Наши стихотворения», «Критика — нужная вещь», 1907
- «Первое моё дело после пробуждения», 1913
Астăвăм
тӳрлет2006 çулхи чӳкĕн 15-мĕшĕнче Тутар патшалăх академи оперăпа балет театрĕнче «Сăвăç юратăвĕ» оперăн премьери иртнĕ, сюжетне Тукай пурнăçĕнчен илнĕ. Оперăна Резеда Ахиярова мусăкĕпе, Ринат Харис либреттипе лартнă. Лартакан — Мускаври Пысăк Театрĕн режиссёрĕ Михаил Панджавидзе. Оперăра панорамăллă видеопроекципе тата сценăн механикипе усă курнă. Оперăна «Ылтăн Питлĕх 2008» парнен пиллĕк категорипе палăртма тăратнă. Ĕçе 2008 çулхи нарăсăн 4-мĕшĕнче, Ф. Шаляпин яч. Тĕнчери опера фестивалĕнче кăтартнă.
Вуламалли
тӳрлет- Батулла. Острее меча, тоньше волоска (Поэтăн юлашки кунĕсем) 2011 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
- Нуруллин И.З. Тукай (Жизнь замечательных людей) 2009 ҫулхи Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче архивланӑ.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлетГабдулла Тукай Викиампарта? |
- Г. Тукай музейĕ, Хусан 2006 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Габдулла Тукайăн сăввисем, тутарла 2007 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Габдулла Тукайăн сăввисем, вырăсла 2007 ҫулхи Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ.
- Уралти Габдулла Тукайăн Тĕпĕ 2008 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче архивланӑ.
- Тукай сăввисем, тутарла