Викиампар (акăл. Wikimedia Commons, WikiCommons) — «Викимедиа» фонд проекчĕн страницисен шутне кĕртнĕ кирек епле тĕллевпе (çав шутра коммерци енĕпе те) сарма, улăштарма, усă курма юрăхлă ирĕклĕ ӳкерчĕксен, сасă çырнисен, видеоролик тата урăх мультимедиа файлсен пĕрлĕ управ вырăнĕ.

Викиампар
WikiCommons
WikiCommons логотипĕ
URL: http://commons.wikimedia.org
Коммерци: Çук
Сайт тĕсĕ: Эреш энциклопедийĕ
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе(сем): несколько языков[d]
Сервер вырнаçнă: Тампа, Амстердам, Сеул[1]
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Автор: Джимми Уэйлс
Логотип Викисклада Викиампар Викиампарта

Википедие тата «Викимедиа» фонд урăх проекчĕсене хутшăнаканăн хатĕр пур медиа-файла тӳрех Викиампара кĕртмелле, унта вĕсемпе «Викимедиа» фонд урăх проекчĕсенче тата урăх чĕлхе уйрăмĕсенче усă курма пултараççĕ.

Лицензăлани

тӳрлет

Викисклада кĕртнĕ пĕтĕм файл кирек епле юрисдикципе те сарма ирĕклĕ пулмалла. Файла усă курма чарма юрамасть. Сăмахран, чылай чĕлхе уйрăмĕсенчи пек мар, «Ырă кăмăлпа усă курни» (акăл. fair use) ирĕк никĕсĕпе сарăлакан файла кĕртме юрамасть.

Файла уçланă хыççăн çакă кирлĕ: эхер те лицензии шаблонĕ хушма хыпар ыйтать пулсан, автор прави статусĕн шаблонне хушмалла, çырса ăнлантармалла, тĕслĕхрен, ӳкерчĕкре, ăçта ӳкерсе илнĕ т.ыт., эхер те урăх сайтран илнĕ пулсан, пĕрмĕш ӳкерчĕк патне каçă лартмалла.

Викиампар файлĕсене Википедири статьясене кĕртни

тӳрлет

Чăваш Википедине Викиампартан файл уçланă чух Чăваш Википедине статья кĕртнĕ чухнехи пекех синтаксиспа усă кураççĕ. Сăмахран, уçланă ӳкерчĕке статьяна кĕртнĕ чухне ун çине каçă кăна кăтартмалла: [[Ӳкерчĕк:Файл]]. Движок ĕçĕн алгоритмĕ кун чух çакăн пек пулать: эхер те çак вырăнти файл, статьяна вара çавах кĕрет; эхер те вырăнта çак ӳкерчĕк çук, çак файла Викиампартан илеççĕ.

Пĕрлĕ ĕçлĕх

тӳрлет

Викиампар музейсемпе тата архивсемпе пĕрле ĕçлет, ирĕклĕ усă курма материалсене вырнаçтарать. Тăтăшах нимĕç йĕркелĕвĕсем çак ĕç-пуçа хутшăнаççĕ, çакна Викимедиа фондăн нимĕç уйрăмĕн ĕçĕ çирĕплетет.

Чи масштаблă тĕслĕхсем:

  • 2005, ака — нимĕç сайчĕ Directmedia Викиампар пĕрлĕхне 10 пин ӳкерчĕк парать;
  • 2006, авăн — швейцар пысăк сайтĕнчен ирĕклĕ ӳкерчĕксем кĕртеççĕ — Picswiss;
  • 2007, çуркунне — Pearson Scott Foresman Викимедиа фондне ӳкерчĕксен 16 коробкине ăсатать;
  • 2008, раштав — Нимĕç федераци архивĕ 80 пин ӳкерчĕк парать;
  • 2009, пуш — Deutsche Fotothek ӳкерчĕксен вулавăшĕ 250 пин ĕçе парать;
  • 2009, юпа — Tropenmuseum 35 пин ӳкерчĕк парать(Индонези тематикипе).

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет