Википе́ди (акăл. Wikipedia, илтĕнет: /ˌwiːkiˈpiːdiə/, /ˌwɪkiˈpiːdiə/ е /ˌwiːkiˈpeɪdiə/), — тĕрлĕ чĕлхеллĕ, ирĕклĕ [2] универсал онлайн энциклопеди. «Вики» технологийĕпе ĕçлет. Ăна «Викимедиа» тупăшсăр фончĕ тытса тăрать. Ячĕ «вики» (сайтсене тумалли технологи) тата «энциклопеди» сăмахсенчен пулса тухать.

Wikipedia
Википеди
Википедин нумай чĕлхеллĕ порталĕ. Проектăн тĕрлĕ чĕлхеллĕ уйрăмĕсене кăтартнă.
Википедин нумай чĕлхеллĕ порталĕн экран ӳкерчĕкĕ.
URL: www.wikipedia.org
Коммерци: Çук
Сайт тĕсĕ: Онлайн-энциклопеди
Регистраци: Ыйтмаççĕ(хăш-пĕр уйрăмсенче çеç статьясене тӳрлетнĕ чухне кирлĕ)
Чĕлхе(сем): 236 тĕрекленнĕ уйрăмĕсем (пĕтĕмпех 267)
Сервер вырнаçнă: Тампа, Флорида (АПШ)
Нидерландсем Амстердам (Голланди)
Корей Республики Сеул (Корей)
Харпăрçă: Викимеди фончĕ (тупăшсăр)
Автор: Джимми Уэйлс тата Ларри Сэнгер[1]
Логотип Викисклада Wikipedia
Википеди
Викиампарта

Халлĕхе Википедире 13 миллион ытла статья. Вĕсене хăй ирĕкĕпе ĕçлекенсем ( Википедиçăсем )пĕрле çыраççĕ. Çак статьясене кирек кам та улăштарма пултарать[3].

Википеди проектне хутшăнакансене википедăçсем теме пулать.

Википедине 2001 çулта кăрлач уйăхĕн 15-мĕшĕнче Джимми Уэйлспа Ларри Сэнгер пуçарнă[4].

Информаци калăпăшĕпе тата тĕрлĕ темăсене уçса парассипе Википеди этемлĕхĕн кун-çулĕнче кунчен пулман тулли энциклопедийĕ шутланать. Халлĕхе вăл Интернетра чи мăнă тата чи популярлă[5] сайт[6][7][8]

Википедин чылай пахалăхĕсенчен пĕри — информацине тăван чĕлхепе çырса кăтартма май парасси, халăх культурипе çыхăнтарасси.[9]

Кун-çулĕ

тӳрлет
 
Википеди малтан урăх Нупеди энциклопеди проектĕнчен тапранса кайнă.
 
Graph of the article count for the English Wikipedia, from January 10, 2001, to September 9, 2007 (the date of the two-millionth article)

1999 çултах Everything2 веб-проект кашни проекта кĕрекен çыннах хыпар пуххине тăвас ĕçе хутшăнма май панă, çапах та çак проекта пуçаракансем унтан çантăк энциклопеди пуласса шутламан. Çавăнпа та Википедин мăн аслашшĕ Нупеди- акăлчан чĕлхипе çырнă энциклопеди проекчĕ- шутланать. Унта эпир информаципе ирĕклĕн усă курма пултаратпăр. Нупеди валли статьясем ăсчахсемпе академиксем хатĕрленĕ. Проекта пуçаракансем Лоуренс Сэнгер - тĕп редактор, проект йĕркелӳçи- тата Джимми Уэйлс (ун чухне Bomis компани директорĕ пулнă).


... Википедири хыпар йышĕ ӳссе пынă, унăн паллăхĕ майĕпен сарăлнă. 2003 çулти çĕртме, 20 Фонд Викимедиа — коммерциллĕ мар Википеди валли укçа-тенкĕ пуçтаракан йĕркеленӳлĕхе туса хунă. Çак Фонд пулăшăвĕпе Википеди принципĕпе ĕçлекен урăх онлайн-проектсене хута янă.

2004 утă уйăхĕнче акăлчан уйрăмĕнче 0,3 млн статья пухăннă; 2005 çулти акара — 0,5 млн ытла, 2008 çулти авăн уйăхĕнче — 2,5 млн ытла. Статьясен хисеп шучĕпе — нимĕç уйрăмĕ, вĕсен 2008 авăнĕ тĕлне 0,8 млн ытла статья пухăннă. Татах 21 уйрăмра 100 пин ытла статья, вĕсенче вырăс Википедийĕ (статья кулленхи шучĕ — 56 778). Виçĕ теçетке уйрăмра 20 000 — 100 000 статья. Пурĕпе 80 Википеди уйрăмĕнче 10 000 ытла статья, 80 яхăн Википеди уйрăмĕнче 1000 — 10 000 статья.

Википедин тупсăмĕ

тӳрлет

Редакци моделĕ

тӳрлет
 
Википедистсем статьяри улшăнусене икĕ версин хĕрлĕ тĕспе палăртнă уйрăмлăхĕпе кураççĕ.

Статьясене çырасси

тӳрлет

Википедин шалу çинчи авторсемпе редакторсем çук, пур хыпара тупăçламасăрах хутшăнакансем (википеди́стам) хăйсемех хушаççĕ те, çĕнетеççĕ те. Хастар хутшăнакан кăмăл пулсан администратор пулса тăма пултарать, çак ...

Статьясене çырнă чух хутшăнакансем АПШ-ра тата Википеди серверне вырнаçтарнă Флорида штачĕн автор правин саккунлăхĕпе татулăллă пулмалла.

Википедире хăйĕн ĕçне çырса кăтартнă пулсан автор каялла тавăрмалла мар пур лицензине GNU FDL лицензи йĕркине кĕртет. Çакăн чух При этом строго соблюдаются неимущественные авторские права. Тĕплĕнрех Википеди:Автор прависем.

Статьясене сӳтсе явни

тӳрлет

Википеди — çавăн пекех хăй тĕслĕ сӳтсе явмалли вырăн. Çыракансем хушшинчи тĕрлĕ шухăшсене ятарласа хунă страницăсенче сӳтсе яваççĕ. Кирек епле статьян та хăйĕн сӳтӳ-яву страници пур. Унта кашни çын канашлăва хутшăнма, статьяна кĕртнĕ материал пирки хăйĕн шухăш-туйăмне калама пултарать.

Йĕркисем

тӳрлет

Википедие чарса лартнисем

тӳрлет

Википедие тиркени

тӳрлет
 
John Seigenthaler Sr. has described Wikipedia as «a flawed and irresponsible research tool.»[10]

Кăларăмсем

тӳрлет
 
Нимĕç Википедин 2005 çулхи ака уйăхĕнче Directmedia Publishing кăларнă DVD пичĕ
 
Поляк Википедин helion.pl кăларнă DVD пичĕ

Акăлчан Википедине 2001 çулхи кăрлач, 15 уçăлнă. Ку Википедин тĕнчери чи ватă (иккĕмĕшĕ 2001 çулхи пушăн 17-мĕшĕнче уçăлнă нимĕç Википедийĕ пулнă) тата пысăк уйрăмĕ

2001 çулхи пушăн 16-мĕшĕнче уçăлнă. Пĕрремĕш статьяна пушăн 17-мĕшĕнче кĕртнĕ.

Çак кунсенче Польшăри Сăлупуç (пол. Słubice) хулинче вырăнти «Коллегиум Полоникум» ăслăлăхпа дидактика лапамĕн директорĕн пуçарăвĕпе Википедине халалланă пĕрремĕш палăк уçăлнă[11]

Чăваш уйрăмĕ 2004 çулта, чӳкĕн 22-мĕшĕнче| уçăлнă. 2021 çулăн ҫу уйăхĕн 24-мĕшĕнче пирĕн уйрăмра 45 896 ытла статья.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Jonathan Sidener. Everyone's Encyclopedia, San Diego Union Tribune. Тĕрĕсленĕ 15 Юпа уйӑхӗн 2006.
  2. ^ хăш-пĕр уйрăмĕсенче ирĕклĕ мар материалсем те пур
  3. ^ Хăш-пĕр çĕршывсенче Википедипе усă курма май памаççĕ
  4. ^ Miliard, Mike. Wikipediots: Who are these devoted, even obsessive contributors to Wikipedia?, Salt Lake City Weekly (2008-03-01). Тĕрĕсленĕ 21 Нарӑс уйӑхӗн 2008.
  5. ^ Five-year traffic statistics for wikipedia.org. Alexa Internet. Тĕрĕсленĕ 15 Утӑ уйӑхӗн 2008.
  6. ^ Tancer, Bill. Look Who's Using Wikipedia, Time (2007-05-01). Тĕрĕсленĕ 1 Раштав уйӑхӗн 2007. «The sheer volume of content [...] is partly responsible for the site's dominance as an online reference. When compared to the top 3,200 educational reference sites in the U.S., Wikipedia is #1, capturing 24.3% of all visits to the category» (the author’s blog post on the article 2012 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче архивланӑ.)
  7. ^ Woodson, Alex. Wikipedia remains go-to site for online news, Reuters (2007-07-08). Тĕрĕсленĕ 16 Раштав уйӑхӗн 2007. «Online encyclopedia Wikipedia has added about 20 million unique monthly visitors in the past year, making it the top online news and information destination, according to Nielsen//NetRatings.»
  8. ^ Top 500. Alexa. Тĕрĕсленĕ 4 Раштав уйӑхӗн 2007.
  9. ^ Джим Уэльс: Wikipedia спасет мир от невежества 2008 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.
  10. ^ Seigenthaler, John. A False Wikipedia 'biography', USA Today (2005-11-29).
  11. ^ Википедине халалланă пĕрремĕш палăк уçăлнă
Википеди пирки тăванлă проекчĕсенче нумайрах тупма пултаратăр:
  Сăмах пĕлтерĕшĕ Викисăмахсарта

  Кĕнекесем Викикĕнекере
  Каларăшсем Викикаларăшра
  Кăк текстсем Викивулавăшра
  Пĕрлехи ӳкерчĕксемпе медиа-файлсем Викиçӳпçере
  Хыпарсем Викихыпарта

  Вĕренӳ валли ресурсем Викиверситетра

Каçăсем

тӳрлет