Вырăс Википе́дийĕ. Официаллă ячĕ пирки консенсус çук, çавăнпа та тĕрлĕ вариантсемпе усă кураççĕ. Вулăр: Википеди:Ыйтнисем/Вырăс уйрăмĕн ячĕ. Çак вариантсем: вырăс «Википедийĕ», «Вырăс Википедийĕ», Вырăс чĕлхиллĕ Википеди, Википедин вырăс чĕлхиллĕ уйрăмĕ, РуВика, РуВики, ru-wiki.</ref>[1]Википедин —ирĕклĕ0 энциклопедин— вырăс уйрăмĕ. Халĕ унта статья йышĕ 40 713. Уйрăм статья шучĕпе вуннăмĕш вырăн йышăнать. «Вырăс» ят (çакăн пекех урăх чĕлхе ячĕсем те — Акăлчан Википедийĕ, Франци Википедийĕ т.ур.) этноса е патшалăха мар,статьяна çырнă чĕлхене кăтартать.

Вырăс Википедийĕ
Вырăс Википеди логотипĕ
Тĕп страницăн скриншочĕ
URL: ru.wikipedia.org
Сайт тĕсĕ: Эреш энциклопедийĕ
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе(сем): вырăс
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 2001 çулхи çу, 11

Категория:Уçнă сайтсем в 2001 çулта

2009 çулхи юпа уйăхĕнче Википедин Яндекс.Каталогра ЦТИ 31 000 танлашнă, вăл вара Рунет сайчĕсем хушшинче 9-мĕш вырăна тухать[2]. alexa.com статистикипе Википедин вырăс уйрăмĕ пиллĕкĕмĕш-улттăмĕш вырăнта пулать (франци википедипе пĕрле; акăлчан, япун, нимĕç тата испан хыççăн), Википедине кĕрекенсен 3,5 % йышĕ вырăс викине керсе тухать[3].

Тупмалли

Кун-çулĕТӳрлет

 
Вырăс Википедийĕ пĕрремĕш вуннăра

ТытăмТӳрлет

Аппарат хатĕрлĕхĕ. Вырăс уйрăмĕ Википедин ытти пайĕсемпе пĕрле темиçе çĕртен тытăнса тăракан сервер кластерĕнче ĕçлет. Тĕплĕнрех meta:Hardware (акăлч.) вулăр.

Программа хатĕрлĕхĕ. MediaWiki движокпа усă кураççĕ. Усă курнакан MediaWiki вермипе унăн саралăвĕсем пирки çакăнта пĕлме юрать.

Ăшлăхĕ. Статьясен массивĕ (40 713), ятарстраницăсен массивĕ.

Статья тематикиТӳрлет

2009 çулхи çĕртме, 16 тĕлне тематикăпа чи нумай статьяллисем[5]:

  • Çынсем — 79 пинрен ытла;
  • Пурăну вырăнĕсем — 64 пин ытла;
  • Фильмсем — 13 пине яхăн;
  • NGC объекчĕсем — 7,8 пине яхăн.
  • Галактикăсем — 6 пине яхăн.

ХутшăнакансемТӳрлет

Хутшăнакансен географийĕТӳрлет

2007 çулхи юпа уйăхĕн хыпарĕпе вырăс Википедине хутшăнакансем (хăйсем кăтартнă информаципе) 30 ытла патшалăхра пурăнаççĕ.

Паллах, чылайăшĕ Раççейрен. Шĕкĕр хуласенче йышĕ темиçе çĕр: 800 хутшăнакан хăйне Мускавран хутшăнакансем, 400 ытла — Санкт-Петербургран хутшăнакансем. Украина, Германи, Израиль тата АПШ патшалăхĕсенче кашнинче, 50—150 вырăс Википедине хутшанакан пулать.

ВикитĕлпулусемТӳрлет

Википедин хăш хутшăнакĕнĕсем викитĕлпулусенче куçа-куçăн курса та калаçаççĕ. Пĕрремĕш хут Вырăс Википедине хутшăнакансем 2005 çулхи çăвăн 1-мĕшĕнче Санкт-Петербургра тĕл пулса тĕрле ыйтăва сӳтсе явнă.

ПарнесемТӳрлет

Рунет парниТӳрлет

 
Вырăс Википедин логотипĕ Рунет парнине тивĕçнĕ хыççăн

РОТОР тата РОТОР++Тӳрлет

РОТОР эреш конкурсĕ, унăн уйрăмлăхĕ — проекта номинацие кĕртме тата уншăн сасăлама Рунетăн (ЕЖЕ пĕрлĕхĕн пайташĕсем) паллă ĕçченĕсем çеç хутшăнма пултараççĕ.

  • РОТОР-2009 (2009, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче çĕнтерет, вырăс Википедин редакторĕсем «Çулăн редакторĕ» номинацинче II-мĕш вырăна тухаççĕ. Çаплах ăмăртăва Викитека тата Викисклад проекчĕсем хутшăннă.[6]
  • РОТОР-2008 (2008, çу). Вырăс Википедийĕ «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацире çĕнтерет, «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче тăваттăмĕш хут II-мĕш вырăна тухать, пĕрремĕш вырăна «Элементы.ру» проект тухать.[7]
  • РОТОР-2007 (2007, пуш). Вырăс Википедийĕ икĕ чыслă иккĕмĕш вырăна йышăнать: «Çулăн тетел-этем пĕрлĕхĕ» номинацинче (Хабрахабр проект мала тухать) тата «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче (пĕрремĕш — Вокруг света). Пурĕпе 220 ытла çын сасăланă. [8]
  • РОТОР-2006 (2006). Вырăс Википедийĕ «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăна, «Математика этюдĕсем» проекта мала ярса, йышăнать. Сасăлăва 141 çын хутшăннă.[9]
  • РОТОР++ (2005). Википедин «Çулăн ăслăх-пĕлӳлĕх сайчĕ» номинацинче иккĕмĕш вырăн, пĕрремĕшне «Элементы.ру» проекта иртерсе йышăннă[10].

Ылтăн сайтТӳрлет

Ылтăн сайт — пĕтĕм раççей уçă интернет-конкурс; 1998 çулта IBS, APC, Intel тата Microsoft IT-корпорацисем никĕс хунă.

  • Ылтăн сайт — 2007 (2007 çулхи раштав, 6). Вырăс Википедийĕ «Классика» номинацин лауреачĕ пулса тăрать[11].

Авторитетлă çăлкуçсем Вырăс Википеди пиркиТӳрлет

АсăрхавсемТӳрлет

  1. ^ Википеди сăмаха е ятне кавычкăпа хупма пултараççĕ. Пĕр енчен, пичет кăларăмĕсене, çав шутра энциклопедисене, кавычкăпа кăтартмала, тепĕр енчен — этем пĕрлĕх юхăмĕсен, этеплĕх йĕркелĕвĕсен ячĕсене кавычкăсăрах палăртаççĕ (А. Э. Мильчин, Л. К. Чельцова «Справочник издателя и автора», глава Названия (употребление прописных букв, кавычек; слитное, дефисное, раздельное написание)).
  2. ^ Яндекс. Каталог
  3. ^ alexa.com хыпарĕсем
  4. ^ Jason Richey çырăвĕ wikipedia-l почтăпа ярса пани çу, 11 — 2001
  5. ^ Чи нумай каçăллă категорисем
  6. ^ РОТОР-2009
  7. ^ РОТОР-2008
  8. ^ РОТОР 2007
  9. ^ РОТОР 2006. Номинация «Научно-образовательный сайт года»
  10. ^ РОТОР++ 2005. Номинация «Научно-образовательный сайт года»
  11. ^ Итоги конурса «Золотой сайт 2007»
  12. ^ «В Сети — удача. В центре имени Мейерхольда вручили „Премии Рунета“, „Российская газета“ — Центральный выпуск № 4529 от 28 ноября 2007: »Одним из лауреатов в ней стал русский раздел электронной библиотеки «Википедия».
  13. ^ «Майкла Джексона, возможно, нет в живых», опубликовано на сайте rg.ru 26 июня 2009: «Никакого официального подтверждения печальной новости пока нет, однако всемирная свободная энциклопедия Wikipedia (ее пишут и редактируют сами пользователи) уже обозначила сегодняшний день как дату смерти певца»
  14. ^ "В номинации «Государство и общество» «Премии Рунета — 2007» победили порталы «Вести.ру», «Известия.ру» и «Другие дети.ру», опубликовано на сайте rg.ru 28 ноября 2007: «Самыми „научными и образовательными“ были признаны сайты „Википедия.ру“, „Элементы.ру“ и сеть учителей Майкрософта.»

Çавăн пекех пăхарТӳрлет

КаçăсемТӳрлет