Чăваш Википедийĕ

Чӑваш чӗлхипе Википедин уйрӑмӗ

Чăваш Википедийĕ — Википедин чăваш чĕлхиллĕ уйрăмĕ. 2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче уçăлнă. 2025 çулхи пушăн 2-мĕшĕ тĕлне 57 465 статьяна кĕртнĕ.

Википедири Favicon Чăваш Википедийĕ
Уйрăмăн логотипĕ
Уйрăм пичĕн скриншочĕ
URL: cv.wikipedia.org
Проект пахалăхĕ: Ыркăмăллă
Сайт тĕсĕ: Эрешлĕ энциклопеди
Регистраци: Кирлех мар
Чĕлхе: чӑвашла
Харпăрçă: Фонд Викимедиа
Ĕçе пуçланă: 22 Чӳк уйӑхӗн 2004
Статья шучĕ: 57 727
Страница шучĕ: 119 264
Тӳрлетӳ шучĕ: 855 295
Регистрланă хутшăнакан: 37 594
Хастар хутшăнакан: 42
Администраторсем: 2
Тарăнăш: 8,1
Номер, статья шучĕпе 102

Чăваш уйрăмне Вырăс уйрăмĕнчен чылай статьяна, аврине (шаблона) куçараççĕ.

Кун-çулĕ


2004 çулта Kostik Vento хутшăнакан Викимедиа Фондне чăваш уйрăмне уçас тесе ыйтса çыру ярать.

2004 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕнче Untifler (Илья Евлампиев) хутшăнакан (вăлах тутарпа пушкăрт уйрăмсене никĕсленĕ) Чăваш чĕлхи статьяна Википедине çырса кĕртнĕ.

2006 çулхи пуш уйăхĕн 9-мĕшĕнче пирĕн уйрăм 2000-мĕш статьяпа — Тутарстанăн Çĕпрел районĕ — тулать! Çав çулхи çурлан 22-мĕшĕнче Чăваш Википединче 4000 ытла статья[1].

2007 çулхи кăрлач уйăхĕнче Чăваш уйрăмĕ 5000 статья шайĕнчен иртсе каять. Çав çултах авăнăн 13-мĕшĕ тĕлне Википедине 6000 ытла статья кĕрет[2][3]

2008 çулхи кăрлачăн 14-мĕшĕнче уйрăм 7000 статьяпа пуянланать!

2009 çулхи акан 6-мĕшĕнче ирĕклĕ чăваш энциклопединче 10 000 статьяна çитеть[4].

 
Джимми Уэйлс Чăваш Википедийĕ пирки слайд кăтартать.

Википеди никĕслевçи Джимми Уэйлс пĕтĕм тĕнчери Фонд Викимедиа конференцинче (Викимани 2009) Чăваш Википедийĕ тĕслĕхĕпе Википеди проекчĕ çухалма тыттăннă чĕлхесене пулăшу кӳни пирки хыпарлать[5].

Хатĕр-хĕтĕрлĕхĕ

Аппарат хатĕрлĕхĕ. Чăваш Википедийĕ, ыттисемпе пĕрле 990 сервертан тытăнса тăракан кластер çинче ĕçлет[6].

Программа хатĕрĕ. MediaWiki движок ĕçлет. Тĕплĕнрех MediaWiki версийĕ пирки кунта çырнă.

Ăшĕнчи. Статьясен массивĕ (57 727), спецстраниц массивĕ.

 
Ашберн хулинче (Виргиния) вырнаçтарнă Викимедиа фондчĕн сервĕрĕсен пысăках мар пайĕ.

Вуламалли

Асăрхавсем

  1. ^ Чувашская Википедия перешла рубеж в 4000 статей
  2. ^ http://lenta.ru/news2/2007/09/04/wikipedia/ 2012 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ. Чăваш Википединче 6000 ытла статья
  3. ^ http://mk-mk.facebook.com/topic.php?uid=2230443281&topic=3521(ĕçлемен каçă) Чувашская Википедия более 6000 статей
  4. ^ Википедин чăваш уйрăмĕнчи статья шучĕ 10 000 иртрĕ
  5. ^ State of the Wiki. Презентация Джимми Уэйлса на «Викимания 2009»
  6. ^ Wikimedia Grid Report (акăлч.). çăлкуçран архивланă 23 Ҫӗртме уйӑхӗн 2012. Тĕрĕсленĕ 31 Ҫу уйӑхӗн 2012.

Çавăн пекех

Каçăсем