Çĕпрел районĕ

Çĕпрел районĕ (тут. Чүпрәле районы, выр. Дрожжановский район) — Тутарстанăн районĕ. 1966 çулта йĕркеленĕ. Район администрациĕ Хусантан 200 çухрăмра ларакан Кивĕ Çĕпрел салинче вырнаçнă. Район лаптăкĕ 1029,5 км2.

Çĕпрел районĕ
тут. Чүпрәле районы
выр. Дрожжановский район
Герб
Герб
Ялав
Ялав
Патшалăх Flag of Russia.svg РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Flag of Tatarstan.svgТутарстан
Тытăмĕ 19 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Кивĕ Çĕпрел чиркӳ ялĕ
Йĕркеленĕ вăхăт 1930 çурла, 30
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухавĕн председателĕ Алиуллов Шаукет Ахметсафинович (в. п.)
Официаллă чĕлхе тутар, чăваш, вырăс
Пурăнан халăх (2016)
23148
(0,6 %)
Наци йышĕ тутарсем, чăвашсем, вырăссем
Конфесси йышĕ мăсăльман-суннитсем, православи христианĕсем
Лаптăк 1029,5 çм²
Çĕпрел районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

http://chuprale.com Сайчĕ
Координатсем: 54°46′ с. ш. 47°30′ в. д. / 54.767° с. ш. 47.500° в. д. / 54.767; 47.500 (G) (O)

Района 1930 çулта йĕркеленĕ.

Район пуçлăхĕ — ?.

ТавралăхĕПравить

Çĕпрел районĕ республикăн кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă, Чăваш Республикипе, Чĕмпĕр облаçĕпе чикĕ тытать.

Кун-çулĕПравить

Археологи ĕçĕсене ирттернĕ хыççăн Çĕпрел районĕнче авалхи пăлхарсем пурăннине палăртнă. Чăнлă юханшывĕ хĕрринче аваллăхри пурăну вырăнĕсене тупнă. XVII ĕмĕр варринче —XVIII ĕмĕрĕн пĕрремĕш чĕрĕкĕнче кунта хĕсметри тутарсем килсе вырнаçнă, юнашар ялсенче чăваш, ирçĕ пурăннă. Çак хĕсмет тутарĕсене кунти çĕрсене патшалăх чиккисенче хӳтлĕх тума Раççей ертӳçисем куçарнă. Ун чух çак çĕрсене "тискер уй" тенĕ, чăтлăх вăрман, аслă кӳлĕ, çăткăн шурлăх чылай пулнă, çутçанталăкра тискер кайăк тĕл пулнă, çав шутра мăнтай мамонтсем те.

Халăх йышĕ, район тытăмĕПравить

Наци йышĕ;

Районта хутăш халах пурнать: тутарсем — 16231 çын (58 %), чăвашсем - 11651 çын (41 %), вырăссем - 177 çын (0,6 %), ыттисем — 44 çын[1].

Район шутне 52 пурăнан вырăн, 19 ял тăрăхĕ кĕрет.

ХуçалăхĕПравить

ПромăçлăхĕПравить

  • Çĕпрелти çу-сыр завочĕ,
  • УАО "Бурундук элеваторĕ" (Бурундуки поселокĕ), унăн шутĕнче: комбикорм завочĕ, арман, элеватор, ялхуçалăх предприятийĕ.

Ял хуçалăхĕПравить

Çĕпрел районĕнче çурхипе кĕрхи тулă, кĕрхи ыраш, урпа, сĕлĕ, вир, пăрçа, хура тулă, сахăр кăшманĕ, çĕрулми ӳстереçççĕ. Шултра выльăх, сысна тата сурăх çитĕнтереççĕ.

ÇутĕçПравить

Районта 24 пĕрлĕ вăтам пĕлӳ паракан тата 8 тулли мар шкул вырнаçнă, вĕсенче 753 вĕрентӳçĕ ĕçлет 4610 çын вĕренет. 90-мĕш №-лĕ професси училищи Çĕпрел районĕн ăсталăх тĕпĕ шутланть. Районта ача-пăча тата çамрăк спорт шкулĕ, ĕçлет — вĕсенче 600 ытла çын тĕрлĕ спорт тĕсĕпе (хоккей, футбол, йĕлтĕр, кĕрешӳ, бокс, волейбол, баскетбол) ăсталăхне ӳстереççĕ.

КультураПравить

Районта 49 Этеплĕх çурчĕ, çав шутра районăн Этеплĕх çурчĕ тата виçĕ автоклуб, 24 ял этеплĕх çурчĕ, 21 ял клубĕ, 32 вулавăш, икĕ музей тата мусăк шкулĕ вырнаçнă.

ЯлПравить

Ишлĕ  • Кив Йĕлмел  • Кивĕ Шемĕршел  • Кивĕ Упи  • Матак  • Пасарлă Упи  • Паснапуç  • Саплăк  • Çĕнĕ Йĕлмел  • Çĕнĕ Упи  • Тăванъел  • Турхан Упи  • Хула Çырми  • Хурăнвар  • Чăваш Çĕпрел  • Чăваш Шемĕршел

Паллă çынсемПравить

Совет Союзĕн ПаттăрĕсемПравить

2 хут Социализм Ĕçĕн ПаттăрĕсемПравить

Социализм Ĕçĕн ПаттăрĕсемПравить

КаçăсемПравить


  1. ^ О районе