Сурăх
Сурăх (лат. Ovis aries) — курăк çиекен, ашпа, çăм, тир паракан малти çӳлти шăлсăр, мăйракалă килти выльăх. Путек чухне сĕт ĕçекен вашмак мăйракаллисен çемйин такасен ăратĕнчи килти выльăх. Аçине така теççĕ, таки пысăк мăйракалă, сурăхĕ çулне пĕр путек путеклесе парать.
Сурăхăн çăмне çаратса тăмалла, çуллана çаратса ямалла, хĕллечен калле ӳсеть.
Выльăх ĕрчетни
тӳрлетСурăх ĕрчетни — выльăх ĕрчетнин отраçлĕ, пĕтĕм тĕнчере, темле вăхăтра та чылай çĕршыв экономикинче паллă вырăн йышăннă.
Нумай сурăхлă çершывсем: Китай (144 млн яхăн пус), Австрали (98 млн), Инди (60 млн), Иран (54 млн), Çĕнĕ Зеланди (44 млн), Аслă Британи (36 млн), КАР (29 млн ытла), Турци (27 млн), Пакистан (24 млн) тата Испани (24 млн). Совет Союзне кĕнĕ республикăсенче сурăх ĕрчетни отраçлĕ Киргизире, Казахстанра, Туркменистанра, Молдавире тата РФ кăнтăр енче паллă шутланать.
Сурăхсана çулла çерем, хĕлле утă çитереççĕ.
Сурăх çăмĕнчен кăçатă тăваççĕ. Тирне тăварпа сăтăрса, тăварласа хураççĕ те тир пуçтараканнисене параççĕ.
Çав. пекех
тӳрлетИллюстрацисем
тӳрлет-
Грецири сурăх кĕтĕвĕ.
-
Сурăх.
-
Испани. Сурăх кĕтĕвĕ канура.
Литература
тӳрлет- Stephen Budiansky . — Yale University Press, 1999. — ISBN 0-300-07993-1
- Dr. M.E. Ensminger . — Danville, Illinois: The Interstate Printers and Publishers Inc, 1986. — ISBN 0-8134-2464-X
- David G. Pugh . — Elsevier Health Sciences, 2001. — ISBN 0-7216-9052-1
- Paula Simmons . — North Adams, MA: Storey Publishing LLC, 2001. — ISBN 978-1-58017-262-2
- Barbara Smith M.S. . — Ames, Iowa: Iowa State University Press, 1997. — ISBN 0-8138-2799-X
- Sue Weaver . — 3 Burroughs Irvine, CA 92618: Hobby Farm Press, an imprint of BowTie Press, a division of BowTie Inc., 2005. — ISBN 1-931993-49-1
- Chuck Wooster . — Guilford, Connecticut: The Lyons Press, 2005. — ISBN 1-59228-531-7
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Кошара // Большая советская энциклопедия : [в 30 т.] / гл. ред. А. М. Прохоров. — 3-е изд. — М. : Советская энциклопедия, 1969—1978.
- Такасем тата сурăхсем 2012 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ. — «Мир животных» порталĕнчи статья.