Тулă (ӳсентăран)
Тулă, Тырă (лат. Triticum) — злаксем çемьин ăрачĕн ӳсекен курăк, чылайăш тĕсĕ пĕрçуллăхлисем, вăрăллă культура, нумай çĕршывсенче, çав шутра Раççейре те акса илеççĕ.
Тулă пĕрчинчен сăсăлпа çăнăх тăваççĕ, çăнăхĕнчен çăкăр пĕçереççĕ, манă кĕрпи, салмасемпе кондитерлă япаласем хатĕрлеççĕ. Тулăпа, тулăн улăмĕпе, сăсăлпа выльăха та тăрантаççĕ, сăра та вĕретеççĕ.
ИсториТӳрлет
Тулă Мал тата Вăтам Азире (хальхи Турци, Ирак, Сири, Иран, Туркменистан çĕрĕсенче) пирĕн эрăчченхи 7-6 пинçуллăхсенче, Балканра тата хальхи Греци территорийĕсенче – пирĕн эрăчченхи 6-5 пинçуллăхсенче, Икĕпатра – пирĕн эрăчченхи 4 пинçуллăх маларах этемлĕхе паллă пулнă.
Культурăсене ӳстерессиТӳрлет
Çĕршыв | 1985 | 1995 | 2005 |
---|---|---|---|
Китай | 85 807 | 102 211 | 96 160 |
Инди | 44 069 | 65 767 | 72 000 |
АПШ | 65 975 | 59 404 | 57 106 |
Раççей | 30 119 | 45 500 | |
Франци | 28 784 | 30 880 | 36 922 |
Канада | 24 252 | 24 989 | 25 547 |
Австрали | 15 999 | 16 504 | 24 067 |
Германи | 13 802 | 17 763 | 23 578 |
Пакистан | 11 703 | 17 002 | 21 591 |
Турци | 17 032 | 18 015 | 21 000 |
Тулă акса пухакансенчен малтисем — Китайпа Инди. Вĕсем хыççăн АПШ, Раççей.
Тулă тухăçлăхĕТӳрлет
Тулă тухăçлăхĕ сортран, çанталăкран, тăпраран т.ыт. тĕрлĕ кăтару çитеть ( ц\га ,2009 ) :
- Бельги - 80, Германи - 72, Финлянди - 38, Канада - 32, Украина - 30, Раççей - 23 :
- Краснодар Ен - 46, Калининград облаçĕ - 40, Орёл облаçĕ - 35, Мускав облаçĕ - 31, Ленинград облаçĕ - 29, Воронеж облаçĕ - 28, Красноярск Ен - 23.
КультурисемТӳрлет
Тулă апат-çимĕçĕТӳрлет
Çавăн пекех пăхăрТӳрлет
Ясмăк, Пăрçа, Шалçа пăрçи, Сĕлĕ, Кукурусă, Рапсă, Вир, Хура тулă, Рис, Урпа.
- Тулă хули
- Тулă ăрăвĕ
КаçăсемТӳрлет
- Тулă
- Тулă
- Flickr çинчи тулă тĕшшин ӳкерчĕкĕсем
- Тулăна акса çитĕнтересси agromage.com çинче
Ку ботаникăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |