Красноярск Ен
Красноярск Енĕ — Раççей Федерацийĕн пысăкăшĕпе иккĕмĕш территори, Тухăç Çĕпĕрте вырнаçнă. Тĕп хули — Красноярск (927,9 пин çын).
Ен администрацийĕТӳрлет
- Кĕпереттĕр Александр Хлопонин (юпа, 17 2002)
- Саккуни тăвакан Пуху Ертӳçи — Александр Усс
ТавралăхĕТӳрлет
Красноярск Енĕ Енисей çĕр-шывĕн лаптăкĕнче вырнаçнă. Çурçĕрĕнче Çурçĕр Пăрлă океанăн икĕ тинĕсĕн — Карпа Лаптевсен тинĕсĕ хĕррине тухать.
Лаптăкĕ 2 366 800 çм², Раççей территорин 13,86 %.
Ен Якутипе Иркут облаçĕпе тухăçра, Тувапа Хакасипе кăнтăрта, Кемĕрпе Томь облаçĕсемпе, Хантă-Мансипе Ямал-Ненец автономи тăрăхĕсемпе анăçра чикĕ тытать.
КлимачĕТӳрлет
Территориллĕ-административла тытăмлăхĕТӳрлет
15 пин çын ытла пурăнакан вырăнсем 2007, кăрлач, 1 тĕлне | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Шыв пуянлăхĕсемТӳрлет
Красноярск енĕ шыв янтă пуррисемпе ырлăхлă тивĕçĕннĕ. Кăнтăртан çурçĕрелле тĕнчери чи пысăк юхан шывсенчен пĕри — Енисей — кĕрлесе шывне куçарать.
КӳлĕсемТӳрлет
Красноярск енĕнче 323 пин кӳлĕ, анлăшĕ 300 метр ытла тата лаптăкĕ тăхăр гектар ытла. Унсăр пуçне чылай кӳлĕ юр пуян ирĕлнĕ çулсенче çуралать.
Енĕн 86 % кӳлли Поляр çавринче вырнаçнă. Пысăк кӳллисенчен пĕри — Таймăр. Унăн шыв йăлтăрккин лаптăкĕ 4560 тăваткал çухрăм. Урăххисем: Мăн Хантă, Пясино, Кета, Лама.
Енĕн варринче 16 пине яхăн кӳлĕ. Кăнтăр çĕрĕсенче 4 пине ытла кӳлĕ шутланать.
Хăш кӳлĕсен шывĕпе сипленме те юрать. Вĕсем çаксем: Ладейное, Шира, Учум, Такар, Инкуль, Иткуль, Кăсăкуль итата урăххисем те.
ЮханшывсемТӳрлет
Ячĕ | Тăрсăлăвĕ, çм | Шыв лаптăкĕ км2 |
Çулти вăтам усă курни, м3/с |
Çулти вăтам юхăм калăпăшĕ, çм3 |
---|---|---|---|---|
Енисей (юханшыв) | 3487 | 2580000 | 18600 | 591 |
Ангара (юханшыв) | 1799 | 1039000 | 4390 | 138 |
Кан (юханшыв) | 629 | 36900 | 286 | 8,92 |
Мана (юханшыв) | 475 | 9320 | 985 | 3,11 |
Тупă (юханшыв) | 119 | 36900 | 771 | 24,5 |
Оя (юханшыв) | 254 | 5300 | 632 | 1,99 |
Сыда (юханшыв) | 207 | 4450 | 283 | 0,89 |
Сым (юханшыв) | 699 | 31600 | 244 | 7,7 |
Мăн Пит (юханшыв) | 415 | 21700 | 238 | 7,51 |
Курейка (юханшыв) | 888 | 44700 | 724 | 22,8 |
Çут çанталăка упраасси (Экологи)Тӳрлет
УправлăхсемТӳрлет
Красноярск енĕнче пиллĕк управлăх йĕркеленĕ. Вĕсен пур çĕрĕн лаптăкĕ 8,8 млн га, ку вара енĕн 3,8% территорийĕ пулать.
- Юпасем (управлăх)
- Тунгус метеорит управлăхĕ
- "Шуша хырлăхĕ" — наци паркĕ
тата урăх.
Енре 2 млн га анлăшлĕ 25 яваплă управ туса хунă. Малашне тата 2 млн га лаптăк калăпăшлĕ 44 заказник уйăрса тума ĕçлĕ шухăш пур.
Халăх йышĕТӳрлет
Тĕрлĕ халăх шучĕпе Красноярск Ен 2002 çакăн пек пулать[1]:
- Вырăссем — 88,95 %
- Украинсем — 2,31 %
- Тутарсем — 1,5 %
- Нимĕçсем — 1,24 %
- Азербайджансем — 0,66 %
- Белоруссем — 0,61 %
- Чăвашсем — 0,57 %
- Нацине кăтартманнисем — 0,51 %
- Эрменсем — 0,37 %
- Мордвасем — 0,25 %
- Ненецсем — 0,21 %
- Марисем — 0,17 %
- Хакассем — 0,16 %
- Эстунсем — 0,14 %
- Кăркăссем — 0,13 %
- Пушкăртсем — 0,13 %
- Молдавансем — 0,13 %
- Таджиксем — 0,12 %
- Удмуртсем — 0,11 %
- Латышсем — 0,10 %
- Узбексем — 0,09 %
- Казахсем — 0,09 %
- Поляксем — 0,08 %
- Якутсем — 0,08 %
- Лезгинсем — 0,07 %
- Литвасем — 0,07 %
- Чикансем — 0,07 %
- Грузинсем — 0,06 %
- Еврейсем — 0,06 %
- Осетинсем — 0,06 %
- Нганасансем — 0,05 %
- Тувинсем — 0,05 %
- Кетсем — 0,05 %
- Корейсем — 0,04 %
- Бурятсем — 0,04 %
- Чеченсем — 0,03 %
- Грексем — 0,03 %
- Латгальсем — 0,03 %
ХуçалăхĕТӳрлет
Хăватлăхĕ (энергетика)Тӳрлет
Тĕслĕ металлургиТӳрлет
Машинă тăвакан тата металл ĕçлĕхĕТӳрлет
Химиллĕ промăçлăхТӳрлет
Атăмлă промăçлăхТӳрлет
Урăх промăçлăхТӳрлет
Транспортăн инфраструктуриТӳрлет
ЭтеплĕхТӳрлет
Красноярск енче ĕçлеççĕ:
- 12 профессиллĕ театр тата Красноярск ен филармонийĕ;
- 124 ача-пăча кĕвĕ, ӳнерлĕх, хореографиллĕ тата пултарулăх шкулĕсем;
- 1192 енри патшалăх тата муниципаллă вулавăш;
- 49 музей
- 148 кинотеатрпа кино кăтартмалли хатĕр
- Красноярск циркĕ
ТеатăрсемТӳрлет
Красноярск ен территоринче çак театăрсем пултараççĕ:
- Красноярск А. С. Пушкин ячĕллĕ драма театăрĕ;
- Красноярск патшалăх кĕвĕ камит театăрĕ;
- Красноярск патшалăх оперăпа балет театăрĕ;
- Красноярск патшалăх çамрăк куравçă театăрĕ;
- Красноярск енĕн пукане театăрĕ;
- Лесосибирск хула театăр «Шырав»;
- Норильск Поляр лешьен Вл. Маяковский ячĕллĕ драма театăрĕ
- Минусинск драма театăрĕ.
Красноярск ен театăрĕсенче çак паллă артистсем вăй хунă: Г. С. Жжёнов тата И. М. Смоктуновский — Норильск Поляр лешьен Вл. Маяковский ячĕллĕ драма театăрĕнче. Иннокентий Михайлович Смоктуновский Красноярск А. С. Пушкин ячĕллĕ драма театăрĕ çумĕнчи студире хевте пĕлӳне ӳстернĕ. Д. А. Хворостовский Красноярск патшалăх оперăпа балет тевтăрĕнче юрланă. Минусинск драма театăрĕн сцени çинче В.Г. Ян (Янчевецкий) çыравçă хăйĕн пьесисене лартнă (вылянă та).
МузейсемТӳрлет
СпортТӳрлет
Красноярск енĕнче 5299 спорт хатĕрĕллĕ тĕп ĕçлет. 2007 çулта красноярск спортсменĕсем пĕтĕм раççей тата тĕнче ăмăртăвĕсенче 116 медале çĕнтерсе илеççĕ. 2007 çулта енре 360 вырăнти спорт йышлă халăхлă турнир, 20 ытла пур раççей тата тĕнче шайĕнчи ăмăртăвĕсене ирттернĕ.
ÇулçӳревлĕхТӳрлет
1978 çулта Австрире 4-палубăллă "Антон Чехов" теплоходне тунă, халĕ вăл Енисей тăрăх Красноярскран Игаркăна çити круиз туса çӳрет.
Чылай çулçӳревçĕ Шушенское çине пырать, «Саян унки» тĕнче кĕвĕ-юрă этнос фестивальне хутшăнать.
XIX ĕмĕрте Раççейĕн чи паха уес хули шутланнă Енисейск хулин те çулçӳревлĕх пуласлăхĕ тупăçлă.
ВуламаллиТӳрлет
- "Итоги социально-экономического развития Красноярского края в 2007 году".// Администрация Красноярского края. Красноярск. 2008 год.
- Безруких, В. "Физическая география Красноярского края" // Красноярское книжное издательство. Красноярск, 1994
- Корытный, Л.М. "Реки Красноярского края" //Красноярск, 1991.
- Е.Е. Михеева, В.Е. Михеев, И.В. Плющ. "Водные ресурсы Енисейского региона" // Красноярск, 2004.
- Н.Н. Урванцев. "Таймыр – край мой Северный" //Мускав, Мысль, 1978.
АсăрхавсемТӳрлет
КаçăсемТӳрлет
- Красноярск енĕ — официаллă портал
- Красноярск Енĕн саккун тăвакан Пухăвĕ
- Красноярск енĕн çĕнĕ хыпарĕсем
- Красноярск Енĕ "Вся Россия" каталог-хыпарлăхра
- Манăн Красноярск — халăх энциклопедийĕ
- Красноярск интернет-порталĕ - Красноярск Енĕн пур сайчĕсем
- Красноярск енĕн электронлă картти
- Красноярск Енĕн анлă мар чукун çулĕсем «Cайте о железной дороге» çинче.
Красноярск Ен Викиампарта? |