Жжёнов Георгий Степанович
Мускав умĕнчи тивĕçлĕх палăрту палли
Георгий Жжёнов | |||||||||||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Георгий Степанович Жжёнов | ||||||||||||||
---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1915, пуш, 22 (9) | ||||||||||||||
Çуралнă вырăн: | Петроград, Раççей империйĕ | ||||||||||||||
Вилнĕ вăхăт: | 2005, раштав, 8 | ||||||||||||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РФ | ||||||||||||||
Професси: | XX ĕмĕрти совет, раççей актёрĕ, прозăçи, мемуарисчĕ | ||||||||||||||
Гражданлăх: |
ССРП → РФ | ||||||||||||||
Хастар çулсем: | 1931—2005 | ||||||||||||||
Театр: | |||||||||||||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Гео́ргий Степа́нович Жжёнов (22.3.1915, Петроград, Раççей империйĕ — 18.12.2005, Мускав, РФ[1]) — совет тата раççей театрпа кино актёрĕ, литератор, мемуарист, пĕрлĕх ĕçченĕ. Васильев тăвансен ячĕллĕ РСФСР патшалăх премин лауреачĕ (1975), ССРП халăх артисчĕ (1980). Ленин орденĕн кавалерĕ(1991).
Пурнăçĕ
тӳрлетГеоргий Жжёнов Тĕвер кĕпĕрнинчи хресчен çĕмьинче çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ — Жжёнов Степан Филиппович тата Щёлкина Мария Федоровна.
Малтанхи 22 çулне Георгий Жжёнов Васильевски утравĕнче иртернĕ. 1930 çулхи çуркунне вăл физикăпа математикă шкулĕнче вĕренсе тухнă. Ун хыççăн Ленинградри эстрадăпа цирк техникумĕн акробатика уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Вĕренме кĕнĕ чухне аслă пиччĕшĕн докуменчĕсене усă курнă. Çавăнпа та Борис Жженов пек паллă пулнă. Кайран кун çинчен каласа панă, анчах та унăн шӳтне каçарнă.
Циркра вĕреннĕ чухне ăна кино ĕçченĕсем асăрханă, «Паттăр йăнăшĕ» (Ошибка героя, 1932) фильма ӳкерĕнме чĕннĕ. Ку фильмра вăл Пашка Ветров тракторист рольне вылянă. Кинора ӳкерĕннĕ хыççăн Георгий цирка пăрахса Ленинградри сцена ӳнерĕн институтне вĕренме кĕнĕ. 1935 çулта института вĕренсе пĕтернĕ. Вĕреннĕ вăхăтра «Республикăн еткер принцĕ» (Наследный принц Республики), «Ылтăн çылăмсем» (Золотые огни), «Комсомольск», «Чапаев».
С.М. Кирова вĕлернĕ хыççăн унăн аслă пиччĕшне арĕслесе тĕрмене хупнă. Ашшĕпе амăшпе, тата йăмăкне Казахстана леçнĕ. Георгий Жжёнов кунпа килĕшмен, Казахстана кайман. «Комсомольск» (1938) фильма ӳкернĕ чухне АМру çинчи Комсомольска каймалла пулнă. Пуйăсра вăл америка çыннипе паллашать. Çак паллашăвшăн ăна шпионаж енĕпе айăпласа пилĕк çуллăха тĕрмене хупаççĕ. 1945 çулта ăна хăйне лайăх тытнипе ирĕке кăлараççĕ.
Георгий Жженов Свердловск киностудине лекет, анчах та 1949 çулта ăна каллех арĕслеççĕ те Норильска ăсатаççĕ. 1955 çулта унăн пĕтĕм айăпне каçарнă. Ленинграда таврăнать те Ленинград облаçĕн драма театрĕнче тата Ленсовет ячĕллĕ театрта актёр пулса ĕçлет. 1968 çулта вăл Мускава куçса Моссовет ячĕллĕ театрта ĕçлеме тытăнать.
Пултарулăхĕ
тӳрлетТеатрти ĕçĕсем
тӳрлет- 1963 — «Таня», А. Арбузова — Герман, Реж.: И. П. Владимиров, (премьера — 3 декабря 1963)[2]
- «Мещане» М. Горький — Нил
- «Дядя Ваня», А. Чехов — Астров
- «Власть тьмы» Л. Толстого — Никита
- «Хозяйка гостиницы» К. Гольдони — Кавалер Рипафратта
- «Собака на сене» Л. де Вега — Теодоро
- «Ромео и Джульетта» У. Шекспира — Брат Лоренцо, франс монахĕ
- «История одной любви», К. Симонов — Алексей Степанович Марков
- «Хочу верить», И. Голосовский — Черныш, инженер
- «Совесть», Д. Павлова — Зеленкевич Глеб Ионович
Литература
тӳрлет- Амелькина Анна. Лучший резидент российского кино // Молодёжь Эстонии : газета. — 2000. — 22 апреля.
Асăрхавсем
тӳрлет- ^ Ошибка: не задан параметр Шаблон:Para в шаблоне {{публикация}}. — Большая российская энциклопедия.
- ^ Георгий Жжёнов на сайте театра им. Моссовета
Каçăсем
тӳрлет- Барабаш Екатерина Так уходит эпоха / Культура / (выр.). Независимая газета (2005-12-09). Тĕрĕсленĕ 10 Раштав уйӑхӗн 2020.
- Карамаев Сергей Умер Георгий Жженов (выр.) (2005-12-08). Тĕрĕсленĕ 10 Раштав уйӑхӗн 2020.
- Соломонов Артур Георгий ЖЖЕНОВ: "Я сказал жене: "Не жди меня. Девяносто с лишним процентов, что я где-то погибну" (выр.). Известия (2005-03-22). Тĕрĕсленĕ 10 Раштав уйӑхӗн 2020.
- Биография на сайте Rusactors.ru
- «Из-под снега торчали конечности человеческих тел, взывая о захоронении в землю». Воспоминания гулаговца Георгия Жжёнова 2015 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 8-мӗшӗнче архивланӑ.