Казахстан
Касахстан (каз. Қазақстан, выр. Казахстан) — Азире вырнаçнă патшалăх. Раççей Патшалăхĕпе, Китайпа, Кăркăсстанпе, Туркменипе, Ӳспекстанпа çуммăн вырнаçнă.
Қазақстан Касахстан | |||||
| |||||
![]() | |||||
Патшалăх чĕлхисем | Казах чĕлхи, вырăс чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Нур-Султан | ||||
Чи пысăк хула | Алма-Ата | ||||
Президент | Касым-Çăмарт Тукаев | ||||
Премьер-министр | Аскар Мамин | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
9 вырăнта 2 717 300 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(01.06.2008) - Йышлăхĕ |
60 вырăнта 15 658 308 5,76/км² | ||||
Валюта ячĕ | тенке | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ +4 пуçласа +6 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Менің Қазақстаным | ||||
Тетел доменĕ | .kz | ||||
Тел. префиксĕ | 7 |
ТавралăхТӳрлет
Çĕр пичĕТӳрлет
Касахстанăн чылай пайĕ тӳремлĕ вырăн, мальенпе кăнтăр-мальенче çеç сăртсемпе тусем курăнаççĕ. Кăркăсстанпе чикеленнĕ вырăнти сăртсен çӳллĕшĕ тинĕс шайĕнчен 5 000 метра çитет. Касахстанăн çурçĕр пайĕ Анăçри Çĕпĕр тӳремне йышăнать.
ÇанталăкТӳрлет
Çанталăкĕ кунта çирĕп континентлă тăрать. Кăрлач уйăхĕнчи вăтам температура — −19 °C пуçласа −4 °C таран, утă уйăхĕнче — +19 °C пуçласа +26 °C таран. Çулла сывлăш +49 °C таран хĕрме, хĕлле −50 °C таран чакма пултарать.
Шыв-шурТӳрлет
- Тĕп статья: Казахстан шыв-шурĕсем
Тĕп юханшывсем — Уралпа Эмба (Каспи тинĕсне юхса кĕреççĕ), Сырдарья (Арал тинĕсне юхса кĕрет), Или (Балхаша юхса кĕрет), Тобол, Иртыш, Ишим (вĕсем çурçĕрелле юхса Çурçĕр Пăрлă океана юхса кĕреççĕ).
Халăх йышĕТӳрлет
1999 çулхи çырав тăрăх Касахстанра 14 953 пин çын, 131 тĕрлĕ халăх пурăннă. Казахсем халăх йышĕнче 53,4% шутланаççĕ, вырăссем — 1/3 пайĕ таран. Çавăн пекех нумайăн украинсем, нимĕçсем, тутарсем, корейсем пурăнаççĕ.