Тенке
- Ку ăнлава Тенкĕ тенипе, Раççей укçипе, пăтраштармалла мар
Тенке, — Казахстанăн валюти.
1 тенке = 100 тиын. Пĕтĕм тĕнче хушшинче ку укçана KZT тесе палăртаççĕ.
Кун-çулĕ
тӳрлетКазахстан ИПЙ-ри ытти патшалăхсенчен чи кайран хăйĕн валютипе усă курма пуçланă.
1991 çулта дизайнерсен яваплă ушкăнне йĕркеленĕ, унта Мендыбай Алин, Тимур Сулейменов, Агимсалы Дузельханов тата Хайрулла Габжалилов кĕнĕ.
1993 çулхи чӳк уйăхĕн 12 Нурсултан Назарбаевăн "Казахстан Республикин валютине хута кĕртесси çинчен" указ тухнă.
1993 çулхи чӳк уйăхĕн 15 тенкене усă курма пуçланă.
1995 çулта Казахстанра пичет фаблики уçăлнă.
Пĕрремĕш укçана чикĕ леш енче, Англире, пичетленĕ. Пĕрремĕш вак укçăсем Германире çапса килнĕ.
Банкнотсемпе укçасем
тӳрлетХальхи вăхатра Казахстанра çăк банкнотсем хутра çуреççĕ:
- банкнотсем
- 100 тенке, Аблай ханăн сăн
- 200 тенке, Аль-Фараби сăнĕ
- 500 тенке, Аль-Фараби сăнĕ, Ходжа Ахмед Ясави мавзолеĕн пайĕ
- 1000 тенке, Аль-Фараби сăнĕ
- 2000 тенке, Аль-Фараби сăнĕ
- 5000 тенке, Аль-Фараби сăнĕ
- 10000 тенке, Аль-Фараби сăнĕ тата юр барсĕ
- тимĕр укçасем
- 1 тенке
- 2 тенке
- 5 тенке
- 10 тенке
- 20 тенке
- 50 тенке
- 100 тенке
Çавăн пекех юбилейлă тимĕр укçасем хутра çуреççĕ.
1000 tenge commemorative banknote for 2010 year - the Chairmanship of Kazakhstan in OSCE