Таджиксем (Тоҷик, تاجيک}} — Tâjîk) — Вăтам Азири тĕп этнос ушкăнĕсенчен пĕри, Таджикистанăн тĕп халăхĕ, Афганистан халăхĕн чылайăшĕ. Раççейре, Пакистанра таджиксен диаспорă йышĕ пысăк. Таджикистанра 6 млн яхăн таджик пурăнать, Афганистанпа Узбекистанра мĕн чухлĕ пирки шанчăклă тĕрĕслĕхсем çук, тĕрлĕ сăнав шутлавĕсем тăрăх вĕсен йышĕ 5 – 8 млн — пĕрринче, 1,5 — 11 млн çынна — тепринче çитме пултарать. Тĕнчере петĕмпе: 15 — 20 млн çын (çĕршывсем тăрăх тĕплĕ информации — аялларах).

Таджиксем

Таджиксем
Тăван ячĕ Тоҷик, تاجیک
Хальхи вырнаçăвĕ тата йышĕ

Пурӗ: 14 млн. яхăн çын
Афганистан ялавĕ Афганистан: 8 000 000 (хаклав)[1]
Таджикистан ялавĕ Таджикистан: 4 758 400 (2000 ç. çыр.)[2][3]
е 5 500 000 (хаклав)
Узбекистан ялавĕ Узбекистан: 1 165 713 (2000 ç. хаклав)[4]
е 6 000 000 ытла (офиц. мар хаклав)[5]
Пакистан ялавĕ Пакистан: 1 000 000 (хаклав)[6]
Раççей Федерацин ялавĕРаççей: 200 303 (пер. 2010 г.)[7].
Кăркăсстан ялавĕ Кăркăсстан:   46 105 (пер. 2009 г.)[8]
Казахстан ялавĕКазахстан:   36 277 (пер. 2009 г.)[9]
Украина ялавĕУкраина: 4 255 (пер. 2001 г.)[10]
Беларуç ялавĕБеларуç:    871 (пер. 2009 г.)[11]

Таджиксем Латви:    123 (оценка 2010)[12]
Чĕлхе Таджик, Дари
Тĕн Ислам (ытлар. суннит шутлă)
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Таджиксем (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Таджик ачисем
Таджикистан

Таджиксен йышĕ:

Афганистан:
8 213 380 (2012)
Таджикистан:
6 206 939 (2012)
Узбекистан (тĕрле шутлавсемпе):
1 419 709 (2012)
Иран:
357 000
Пакистан:
220 000
Германи:
100 000
АПШ:
83 000
Катар:
27 000
Китай (памир чĕлхеллĕ таджиксем — сарăкольсем ?):
21 000

Пичĕ-сăнĕ

тӳрлет

Истори

тӳрлет

Пур иран халăхĕсем, çаплах Инди енълĕ дардсем, Нуристан халахĕсем пекех, таджиксем арисен еткерĕсем шутланаççĕ. Таджиксен тымарĕсене Вăтам Азире 4 пин çул каялла пурăннă иран халăхĕсем историнче шыраса тупма пулать.

Этнос

тӳрлет

Таджик халăхĕн этногенез пулăмĕсене пирĕн эрăччен 2-мĕш пинлĕх вĕçĕнче— пирĕн эрăччен 1-мĕш пинлĕх пуçламăшĕнче шутлама пуçлаççĕ, ун чухне Вăтам Азине, Евразин çеçенхирĕсене индоиран пĕрлĕхĕн йăхĕсем йышăннă пулнă, кайран вĕсен шутĕнчен иран-чĕлхеллĕ йăхсем уйрăлса тухнă. Перси патшалăхĕнче, Ахеменидсен тапхăренчен пуçласа (пирĕн эрăччен III ĕмĕр), хулари ирансем тата кунти вырăнта пурăнакан йăхсем политика, культура тата тĕн (зороастризм) енĕсемпе "пĕр хуранра шăранса" пĕрлĕхленме тытăнаççĕ. Перси патшалăхĕнче анăç ирансем (персисемпе митисем) пурăннă, вĕсем малалла хальхи перси-чĕлхиллĕ халăхсем — персисем ятпа историне кĕреççĕ, çаплах тухăç ирансем (сăкăтсем, бактрисем, хорезмсем, ытти вак халăхсем), малалла вĕсем перси-чĕлхеллĕ таджиксем пулса тăраççĕ.

Таджик чĕлхи

тӳрлет

Тĕплĕнрех Таджик чĕлхи статьяра вуламалла.

Таджиксем перси чĕлхин темиçе диалекчĕсемпе калаçаççĕ, çавăнпа ĕнтĕ Узбекистан-Таджикистан-Афганистан-Иран çыпăçăннă çĕртре диалектлă континуум пулса тăрать. «Таджик чĕлхи» термин неологизм шутланать, ăна XX ĕмĕрĕн 20-мĕш çулĕсенче «Вăтам Азири нацисене пайласа территорисемпе уйăрас» программа тĕллевĕпе шутласа кăларнă.

Вуламалли

тӳрлет
  • Андреев М. С. "По этнографии таджиков", Ташкент, 1925;
  • Бартольд В. В., "Таджики. Исторический очерк", Соч., Т. 2, ч. 1, Мускав, 1963;
  • Гафуров Б. Г. "История таджикского народа", Мускав, 1952.
  • Гафуров Б. Г. "Таджики". М., 1972;
  • История таджикского народа. Т. 1—3, М., 1963—65;
  • Кисляков Н. А. К вопросу об этногенезе таджиков // Советская этнография. Т. 6—7, М., 1947;
  • Литвинский Б. А. Древние кочевники «Крыши мира». М., 1972;
  • Мандельштам А. М. О некоторых вопросах сложения таджикской народности в среднеазиатском междуречье // в сборнике: Советская археология. Т. 20, М., 1954;
  • Народы Средней Азии и Казахстана. Т. 1, М., 1962;
  • Таджикская ССР. Душанбе, 1974.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ The World Factbook. Central Intelligence Agency
  2. ^ Таджикистанра 2000 çулта иртнĕ çырав хыпарĕсем: наци, çул ӳсĕм, ар, çемье тата пĕлӳлĕх йышĕпе
  3. ^ Памир çумĕнчи халăхсене (шугнансем, рушансем, вахансем, бартансем, язгулямсем, хуфсем, ишкашимсем, пурĕпе 135 пин çын) тата ягнобсене (5 пин çын) шута илмесĕр. Вĕсемпе пĕрле — 4 898 400 (2000 ç. çыр.)(там же)
  4. ^ Этнический атлас Узбекистана
  5. ^ Lena Jonson, «Tajikistan in the New Central Asia», Published by I.B.Tauris, 2006. pg 108
  6. ^ Ethnologue.com’s entry for Languages of Pakistan. Çăлкуçра тухăç фарсипе калаçакан халăх йышне, наци тĕсне шута илмесĕрех, кăтартнă.
  7. ^ Всероссийская перепись населения 2010 г. Национальный состав населения Российской Федерации. «Демоскоп». çăлкуçран архивланă 31 Ҫу уйӑхӗн 2012.
  8. ^ Национальный состав населения Киргизии по переписям 1999 и 2009 и по оценке на начало 2010 и 2011
  9. ^ Агентство Республики Казахстан по статистике. Перепись 2009. (Национальный состав населения.rar)
  10. ^ &n_page=4 Всеукраинская перепись населения 2001 года. Распределение населения по национальности и родному языку. Государственный комитет статистики Украины.
  11. ^ Перепись населения Республики Беларусь 2009 года. НАСЕЛЕНИЕ ПО НАЦИОНАЛЬНОСТИ И РОДНОМУ ЯЗЫКУ. belstat.gov.by. çăлкуçран архивланă 3 Нарӑс уйӑхӗн 2012.
  12. ^ Распределение населения Латвии по национальному составу и государственной принадлежности на 01.07.2010 (латыш.)

Каçăсем

тӳрлет