Мексика
Мексика, — Çурçĕр Америкăри патшалăх. Çурçĕр енчи чикки АПШпа, кăнтăр-хĕвеланăç енчи Белизпа Гватемалăпа çуммăн иртет. Çурçĕр-хĕвеланăç енчи çыранĕсем Калифорни кӳлмекĕ тата Лăпкă океан хĕррине, хĕвелтухăç енчи çыранĕсем Мексика кӳлмекĕ тата Кариб тинĕсĕ хĕррине тухаççĕ. Испан чĕлхипе калаçакан çершывсен хушшинче чи нумай халăхлă патшалах шутланать.
Estados Unidos Mexicanos Мексика | |||||
| |||||
Патшалăх чĕлхисем | Испан чĕлхи | ||||
---|---|---|---|---|---|
Тĕп хула | Мехико | ||||
Чи пысăк хула | Мехико | ||||
Президент | Висенте Фокс Кесада | ||||
Лаптăкĕ - Пĕтĕмпе |
14 вырăнта 1 972 550 км2 | ||||
Халăх йышĕ - Пĕтĕмпе(2005) - Йышлăхĕ |
11 вырăнта 106 202 903 53,8/км² | ||||
Валюта ячĕ | Мексика песи | ||||
Вăхăт тăрăхĕ | ГВ -06 пуçласа -08 таран | ||||
Патшалăх гимнĕ | Мексика патшалăхĕн гимнĕ | ||||
Тетел доменĕ | .mx | ||||
Тел. префиксĕ | +52 |
Патшалăх кун-çулĕ
тӳрлет- Малтан патшалăх вырăнĕнче ацтексемпе майăсен çĕршывĕсем пулнă.
- 1518 — Хуан Грихальва экспедицийĕ пĕрремĕш хут Мексика çĕрне çитет.
- 1519 — Эрнан Кортес конкистадорăн испансен ушкăнĕ Мексика çĕрĕ çине çитет, Веракрус хулине никĕслет. Вĕсем ацтексен Теночтитлан (Мехико) хулине çапăçусăр кĕрсе Монтесума пике тыткăна илеççĕ.
- 1520 — Ацтексем испансене хирĕç кĕрешме пуçлаççĕ.
- 1521 — Кортес ацтексене кăмăламан 10 пин индееца пухса ацтексен çĕршывне туртса илет.
- 1522 — Кортес Çĕнĕ Испанин пĕрремĕш гумернаторĕ тата генерал-капитанĕ пулса тăрать.
- 1524 — Çĕнĕ Испани шутне Гватемалăпа Гондурас кĕреççĕ.
- 1821 — Мексика Испанирен ирĕке тухать.
- 1824 — Никама пăхăнман Мексикăн пĕрремĕш конституцине йышăнаççĕ.
- 1845 — Техас уйрăлать.
- 1846-1848 — Америкăпа Мексика хушшинчи вăрçă. Мексика хăйĕн çур çĕрне çухатать, халĕ вĕсем АПШна кĕреççĕ.
Администрациллĕ пайлану
тӳрлетТĕп статья Мексикăн администрациллĕ пайланăвĕ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |