Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Патшалăх (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Патшалăх, – уйрăм управлени системиллĕ, тулашпа вырăнти пăхăнманлăхлă пĕр лаптăка тытса тăракан обществăллă политика системи. Сăмаха уйрăмах политика тата право шайĕнче усă кураçĕ. Хальхи вăхăтра тĕнчере 200 ытла патшалăх вырнаçнă.

«Левиафан, или Материя, форма и власть государства церковного и гражданского», 1651

Патшалăха палартасси

тӳрлет

Хальхи вăхăтра ăслăлахра та тĕнче хушшинчи правăра та ку термина пурте йышăнакан ăнлав çук.

Тĕнче шайенчи чи пысăк ПНО организаци те ку терминăн тĕнче хушшинчи ăнлава палартма пултараймасть. ПНО хăйĕн вырăнне ку ыйту тăрăх ак çапла палăртать: «Çĕнĕ патшалăха е правительствăна палăртасси — ку ĕçе килĕшсе е килешмесĕр патшалăхсемпе правительствăсем кăна тума пултараççĕ. Ытларах чухне ку çав патшалахпа хутшăнусем тытса тăма хатĕррине палăртать. Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ — патшалăх та, правительствă та мар, çавăнпа та вăл ку ĕçе тума пултараймасть.»

Патшалăх ăнлава палăртма пултаракан хутсен шучĕ сахал. Вĕсенчен пĕри шутне Монтевидео конвенцийĕ кĕрет, ăна 1933 çулта Америкăри темиçе патшалах алă пусса çирĕплетнĕ. Раççей те, СССР та вăл хута пусса çирĕплетмен.

Çĕршыв е патшалăх?

тӳрлет

Ку икĕ сăмах пĕлтерĕшĕ пĕрех пулсан та официаллă хутсенче патшалăх сăмаха усă курмалла. Кăна çирĕплетме ятарлă хушу та кăларнă.

Патшалăхсем никĕсленни

тӳрлет

Патшалăх йĕркелĕвĕн тĕп сăлтавĕсене халĕ те тĕплесе кăтартман. Темиçе теори пур пулсан та вĕсенчен нихăшĕ те чи тĕрĕсси шутне кĕреймест. Чи авалхи патшалăхсем Çывăх Хĕвелтухăçра (хальхи Ирак, Египет вырăнĕсенче) вырнаçнă пулнă.

Патшалăх йĕркисем

тӳрлет

Çав. пекех

тӳрлет