Енисей (юханшыв)
Енисей — Çĕпĕрти юханшыв, Çурçĕр Пăрлă океана юхса тухать. Ячĕ авал кăркăс «Эне-Сай» — юханшыв-анне сăмахĕнчен çуралнă.
Енисей (юханшыв) | |
---|---|
Характеристика | |
Тăршшĕ | 3487 км |
Бассейн лаптăкĕ | 2 580 000 км² |
Шыв системи | Кара тинĕсĕ → Çурçĕр Пăрлă океан |
Шыв тăкакĕ | 19 800 м³/ç |
Шыв юххи | |
Шыв пуçламăшĕ | юханшывсем пĕрлешни: Кĕçĕн Енисей и Мăн Енисей |
• Çӳллĕшĕ | 3300 |
• Координатсем | Координаты: секунды долготы >= 60 {{#coordinates:}}: недопустимая долготаШаблон:Карта/Бк/M/100000 |
Шыв вăрри | Кара тинĕсĕ |
• Çӳллĕшĕ | 0 м |
• Координатсем | 71°49′46″ с. ш. 82°42′57″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на страницеШаблон:Карттă/Бк/R |
Вырнаçни | |
Патшалăхсем | Монголи, Раççей Федерацийĕ |
Регион | Тува, Хакаси, Красноярск Ен |
РПШР | Ошибка Lua в package.lua на строке 80: module 'Module:Wikidata/link' not found. |
Шыва куçарасси 19 800 м³/çек çитет. Юхăн калăпăшĕпе (624 çм³) Ениçей Раççейре 1-мĕш тĕлте пулать. Шыв çĕр лаптăкĕпе (2 580 пин çм²) Ениçей Раççейре 2-мĕш (Обь хыççăн) тата тĕнчере 7-мĕш вырăнта шутланать.
Тавралăхĕ
тӳрлетТĕнчери пысăк юхан шывсенчен пĕри: тăсăлăвĕ Мăн Енисей Кĕçĕн Енисея çитиччен — 3487 çм, Кĕçĕн Енисей çăлкуçĕнчен шутласан — 4102 çм, Мăн Енисейĕн çăлкуçĕсенчен виçсен— 4092 çм, Селенга çăлкуçенчен пăхсан— 5539 çм.
Юхăмĕ
тӳрлетЕнисей Кăсăл хули патĕнче, Бий-Хемпе Ка-Хем шывĕсем пĕрлешĕнне çĕрте пуçланать те Тăва çĕрĕсем тăрăх анăçалла юхать. Вăрахăн çурçĕрелле пăрăнать, Шăкăнар хулипе иртет. Красноярск Енĕнче, кукăрăлса, çурçĕр енне чупать. Саян-Шуша шывуправĕ урлă юхать, кайран Краснояр енпе Хакасине пайлать. Саяногорск, Абакан витĕр юхать. Кайран Енисей каллех Красноярск енĕн çĕрĕпе, Красноярск шывуправĕпе, Дивногорск, Красноярск, Лесосибирск, Енисейск витĕр юхать. Малалла шыв çурçĕрелле чăтлăх тайгапа юхать. Çурçĕр çаври хыççăн çеç Игарка урлă, ун хыççăн Таймыр автономлă округ çĕрĕсене юхса кĕрĕт. Дудинкăран иртсен чылаях сарăлать те Диксон хули патĕнче Кар тинĕснене кĕрет.
Юпписем
тӳрлетсулахай: Хемчик, Кантегир, Абакан, Кемь, Кас, Сым, Дубчес, Елогуй, Турухан, Малая Хета, Мăн Хета, Танама, Грязнуха сылтăм — Ус, Кебеж, Туба, Сыда, Сисим, Мана, Кан, Ангара, Мăн Пит, Чулай Тунгуска, Бахта, Анат Тунгуска, Курейка, Хантайка, Дудинка.
Хуласем
тӳрлетКăсăл, Шăкăнар, Саяногорск, Абакан, Дивногорск, Красноярск, Лесосибирск, Енисейск, Игарка тата Дудинка.
Гидроэлектростанцисем: Красноярск ГЭСĕ, Саян-Шуша ГЭСĕ, Майн ГЭСĕ. XIX ĕмĕр вĕçĕнче Обь-Енисей каналĕ туса хунă, вăл Обь шывне Енисейпе шыв çулĕпе çыхăнтарнă. Халĕ каналпа усă курмаççĕ.
Çавăн пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Енисей 2007 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- Енисей шывĕн ӳкерчĕкĕсем— Енисей пăрахут кампанийĕн фотогалерейи 2013 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче архивланӑ.
- Енисей фотоӳкерчĕкĕсем