Çăкăр
Çăкăр — чустаран вĕри сывлăшра пĕçерсе, пăспа вĕретсе, ăшаласа хатĕрленĕ апат-çимĕçсен пĕрлĕхи ячĕ. Чустине çăнăха шывра çăраççĕ. Чылай чухне тăвар хушаççĕ, çаплах кăпăшкалаканпа (çĕпре) усă кураççĕ. Çăкăрăн хăш сорчĕсене юрмасем (тминăн тĕшшисем) тата кунжутăн, макăн вăррисене) хушаççĕ. Тĕшшисене илемлĕхшĕн те усă кураççĕ.
Çăкăра уйрăм та çиеççĕ, çу сĕрсе ас тивеççĕ, арахис çăвĕ е урăх мăйăр çăвĕ, пĕçерни е пылак спредсемпе (джем, желе, мармелад, пыл), е хаяр спредсемпе тутăлатаççĕ.
Бутерброд апат шутне кĕрет. Çавăн пекех çăкăртан сэндвич хатĕрлеççĕ.
Этимологи
тӳрлетÇăкăр сăмах тĕрĕксен "Йогурт" сăмахĕнчен тухса кайнă, "йогурт" вăл йÿçнĕ апата палăртат, халĕ ăна сĕтрен тăваççĕ. Чăваш чĕлхин правилипе тĕрĕксен "Й" саспалли "Ç" саспалли çине улăшăнат. Çав чăваш правилипе тата юлашки хыçалти "Т" саспалли усекается, тĕрĕсипе каласан тухса ÿкет:
• ăста (мастер) <— остад (мастер)
• тус (друг) <— дост (друг)
• тархас (пожалуйста) <— дархост (просьба)
• тĕрĕс (правильно) <— дорост (правильно)
• сурпан <— сäр банд (головная повязка)
Заимствования из русского языка:
• крепость [крепăç] <— крепоСТЬ
• пакăç (гадость) <— пакоСТЬ
• праçник (уяв) <— праздник
• хĕрес <— креСТ
• чыс <— чеСТЬ
• кăрăç <— груздь
Çавăнпа Çăкăр - Йогурт сăмахран пулса кайат (Продукт Брожжения).
Кун-çулĕ
тӳрлетÇăкăр — Неолитра пĕçерме пуçланă çимĕç шутланать. Пĕрремĕш çăкăр кĕрперен шывра пĕçернĕ пăтă евĕр пулнă, татах та шывпа çăнăх ăнсăртран хутăштарсан пулма пултарнă. Çак çакăрăн хальхи тĕсĕсем: Мексика çĕр-шывĕнче тортильи, Инди çĕр-шывĕнче чапати, Китай çĕр-шывĕнче poa ping, Шотландире вара сĕлĕрен тунă пашалу, çурçĕр америкара кукурусран тунă пашалу тата Эфиопи çĕр-шывĕнче инжери тесе чĕнеççĕ. Çăкăр, пашалу, икерчĕ евĕр пĕçересси авалхи нумай тĕнче апачĕ шутланнă: шумерсем урпа икерчисене çинĕ, п.эрч. XII ĕмĕрте Екипет ял урамĕнчи ларьсенче та ятлă икерчĕ туянма пултарнă . Çĕпреллĕ чустаран çăкăра пĕрремĕш Икĕпатра пĕçернĕ — кунта тулă ӳстерсе илме ансат шутланнă, çакăн пек çăкăра хатĕрлеме икĕ çĕнĕ пахалăхлă тулăна суйласа ӳстермелле пулнă.
Çăкăр тĕсĕсем
тӳрлетÇăкăр — анлă кăмăлланă çимĕç, ăна анăç тата чылай çĕрсенче çиеççĕ, Ази çĕршывĕсенче, паллах, риспа апатланаççĕ. Çăкăра часах тулă çăнăх чустинчен пĕçереççĕ. Чустана çĕпре ярса хăпартаççĕ те кăмакара (е вĕри тăвăл сунтăхĕнче) пĕçереççĕ. Çăкăр пĕçерме клейковина (вăл чустана кăпăшкалăхпа пиçĕлĕх парать) çителĕклĕ пулнипе тулă çăнăхпе усă кураççĕ, çаплах çăкăра ыраш, урпа, куккурус, сĕлĕ çăнăхĕнчен те хатĕрлеççĕ, чылай чух, пур чухне те мар, тулă çанăхне хушаççĕ.
Тытăмĕпе хими шучĕсем
тӳрлетÇăнăх
тӳрлетÇăнăха тырăн тĕшĕсене тусана çити авăрттарса хатĕрлеççĕ. Çăнăх ĕнтĕ çăкăрăн тĕп тытăмĕ пулса тăрать. Анлă сарăлнă ыраш, урпа, куккурус çăнăхĕ, анчах та çăкăра яланхиллех ятарласа хатĕрленĕ тулă çăнăхĕнчен пĕçереççĕ. Вăтамран тĕшше çăнăха кăларас ĕç хальхи арманра 5 çм çити тăсăлать. Çăнăх шутне крахмалпа тĕрлĕ белок кĕрет. Крахмалсăр пуçне, тулă çăнăхĕ белокăн шывра ирĕлекен виçĕ ушкăн белокĕсене: альбуминсем, глобулинсем, протеозасем, тата шывра ирĕлмен белоксен икĕ ушкăнне: глутенинсемпе глиадинсене тытса тăрать. Шывпа хутăштарсан ирĕлекен протеинсем арканаççĕ, глутенинпа глиадин чустан тытăмне хормăлаççĕ. Чуста çăрнă чух глутенин вăрăм та çинçе молекул сăнчăрĕ пулса тăрать, кĕскерех глиадин глутенинăн сăнчăрĕсене кĕперсемпе çыхăнтарать. Çакăн пек икĕ протеинран çыхăннă эреше клейковина теççĕ.
Çăкăр тĕрлĕ культурăра
тӳрлетРаççей çăкăрĕ
тӳрлетÇĕр улми сарăличчен çăкăр Раççейре пурăнан халăхăн тĕп çимĕçĕ шутланнă. Чыслă хăнасене «çакăр-тăварпа» кĕтсе илес йăла халиччен сыхланса юлнă. Христос тĕнĕнчи халăхсен çăкăр тĕн шухăшĕнче пысăк вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен циркӳ ĕç-пуçĕнче çăкăра тутанни Христосă кĕлеткине ăша кĕртнипе пĕр пек пулать.
Итали çăкăрĕ
тӳрлетПĕр пăт
тӳрлет1921 çулхи выçлăхпа чармалли çук гиперинфляци тапхăрĕнче совет тенкине — Киев Натурпĕрлĕхĕн совпаллине, тĕрлĕ япала улаштармалли чека кăларнă — ăна 1 пăт çăкăрпа танлаштарнă.
Çăкăр литературăра
тӳрлетЧăвашшăн çăкăр пĕлтерĕшлĕ япала, ăна вăл яланах хаклать. «Çăкăртан асли çук» теççĕ ваттисем. Литературăра те çăкăр çинчен нумай çырнă:
- Ева Лисина «Çăкăр чĕлли»
- Алексей Воробьев «Çурхи хирте», «Çăкăр»
- Стихван Шавли «Хумханать ыраш», «Çăкăр сăмси»
- Георгий Ефимов «Çăкăр татăкĕ çинчен»
- Гурий Чаржов «Эс упра çăкăра», «Раççей сĕтелĕ çăкăртан пуян»
- Хветĕр Акивер «Уй-хир ĕçченĕсене», «Ĕç аллисем»
- Петĕр Эйзин «Çăкăр»
- Иван Яковлев «Кулачă»
Çавăн пекех
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Çăкăрăн историйĕ 2007 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çăкăр тĕсĕсем 2008 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 14-мӗшӗнче архивланӑ.
- Çăкăр промăçлăх ĕçченĕсен пĕрлĕхĕ
- Артемий Лебедев фоторепортажĕ.
- Булочка.ру — çăкăр пĕçерес меслетсем!