Лисина Ева Николаевна

Ева Николаевна Лисина (1939 çулхи утă, 26, Патăрьел районĕ, Именкасси ялĕ) — сӑвӑҫӑ, проза ӑсти, драматург, куҫаруҫӑ, СССР ÇП пайташĕ (1988).

Ева Лисина
Çуралнă чухнехи ят: Лисина Ева Николаевна
Çуралнă вăхăт: 1939, утă, 26
Çуралнă вырăн: Чăваш АССР Патăрьел районĕ Именкасси
Ĕçлев тĕсĕ: çыравçă, тăлмач
Жанр: калав, юмах, повеç, пьеса
Ĕçсен чĕлхи: чăваш, вырăс
Чыславсем: «Чăваш Республики умĕнчи тава тивĕçлĕх» орденĕн медалĕ — 2010, Чăваш Республикин культурӑн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (2001); Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми
Лисина хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Митта Ваçлей парнин лауреачĕ, Совет Союзĕнчи чи лайăх ача-пăча кĕнеки конкурсĕн çĕнтерӳçи, Библи куçаруçи[1][2]

Биографи

тӳрлет

1939 çулхи утă уйăхĕн 26-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Патăрьел районне кĕрекен Именкасси ялĕнче вĕрентӳçĕ килĕнче çуралнă. Мускав ял хуçалăх Тимирязев ячĕллĕ академийĕнче агроном-биолога вĕренсе тухнă. Мускав патшалăх университечĕн ботаника садĕнче, Мускаври ютçĕр чĕлхисен литература библиотекинче, Щепкин ячĕллĕ театр училищинче вĕрентӳçĕре ĕçленĕ, Театр институтĕнче пулас чăваш артисчĕсене чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ.

1994 çултанпа Шупашкарта пурăнать. 1991 çулта "Нимĕç хумĕ" радиостанци (ФРГ, Кельн) ирттернĕ конкурсра 1683 калав хушшинче "Çăкăр чĕлли" калавĕпе çĕнтерӳçĕ ятне тивĕçнĕ.[3]. Асăннă калав тăрăх ăнăçлă радиопьеса (нимĕçле) йĕркеленĕ.

1990-2009 ҫҫ. Библи куçарас ӗҫре тимленӗ.2009 ҫ. Библи пичетленсе тухнӑ

Г.Н. Айхи сăвăçпа Луиза Юманкка ( илеме вăйлă туякан хăй тĕллĕн вĕреннĕ ӳкерӳçĕн) йăмăкĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

тӳрлет

Ева Лисина чăвашла тата вырăсла çырнă нумай калав, юмах, повеç, пьеса авторĕ. Чăвашла А.Н. Островский, Э. де Филиппо, П.Гаринеи, Ю. О’Нил тата ытти çыравçă хайлавĕсене куçарнă.

«Çăкăр чĕлли» калав чи палли. Вăл Вăрçă хыççăнхи çулсенче выçăпа вилнĕ Çĕньял ачисене асăнса 1970 çулта çырнă. Калава нумай ют чĕлхе çине куçарнă.

Пичетленсе тухнă кĕнекисем

тӳрлет

Е. Лисина – 14 кӗнеке авторӗ. Вӗсем хушшинче:

Вуламалли

тӳрлет
  • Афанасьев, П. Лисина Ева Николаевна // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 236-237.
  • Афанасьева, Е. Р. Психологическое раскрытие характера героя в прозе Евы Лисиной / Е. Р. Афанасьева // Международная научная конференция "Чувашский язык и современные проблемы алтаистики" (27-28 февр. 2009 г.) : в 2 ч. – [Чебоксары], 2009. – Ч. 1. – С. 83-84.
  • Данилова, Г. Дороги, которые не выбирают / Г. Данилова // Лик Чувашии. – 1994. – № 3. – С. 3-5.
  • Карсакова, Л. Живая энергия любви / Л. Карсакова, Л. Сергеева // Лик Чувашии. – 1997. – № 2. – С. 142-143.
  • Лисина Ева Николаевна // Батыревская энциклопедия. – Чебоксары, 2005. – С. 128.
  • Лисина, Е. Н. «Тӑван чӗлхе тухья мар, арчара упраймӑн» : [аса илӳсем] / Е. Н. Лисина ; пичете Н. Осипова хатӗрленӗ // Тӑван Атӑл. – 2012. – № 1. – Прил.: с. 3-13. – (Сунтал).
  • Лисина, Е. Н. "Эп ял учителӗсене юратакан ҫын" / Е. Н. Лисина ; Р. Кудряшова калаҫнӑ // Халӑх шкулӗ = Нар. шк. – 2009. – № 4. – С. 61-63.
  • Лисина, Е. Н. Ева Лисина: Я привыкла много работать / Ева Лисина ; беседовала Р. Кириллова // Совет. Чувашия. – 2010. – 22 апр. – С. 1, 5.
  • Петрова, В. Йывăрлăха парăнман хĕрарăм / В. Петрова // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2005. – 24-30 раштав (№ 51). – С. 2.
  • Смирнова, Н. Ева Лисина: "Турӑ мана пулӑшрӗ" / Н. Смирнова // Хыпар. – 2009. – 29 утӑ. – С. 4.
  • Такач, М. Из опыта перевода рассказа чувашской писательницы Евы Лисиной «Кусок хлеба» на венгерский язык / М. Такач // Вестник Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – 2016. – № 4. – С. 73–78.
  • Такач, М. Несколько заметок о творчестве чувашской писательницы Евы Лисиной / М. Такач // Ашмаринские чтения. – Чебоксары : Изд-во Чуваш. ун-та, 2016. – С. 13–15.
  • Титова, Н. Ева и Библия / Н. Титова // Чебоксар. новости. – 2010. – 12 авг. – С. 3.
  • Фомин, Э. В. Чувашская литература в авторском переводе на русский язык / Э. В. Фомин // Переводческий дискурс: междисциплинарный подход : материалы III Междунар. науч.-практ. конф., г. Симферополь, 25–27 апр. 2019 г. – Симферополь, 2019. – С. 409–413.
  • Яковлев, Ю. В. Лисина Ева Николаевна / Ю. В. Яковлев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 452.
  • Яковлев, Ю. В. Ева Лисина : пултару тӗнчи / Ю. В. Яковлев ; [В. В. Никифорова ред.]. – Шупашкар : ЧПГӐИ, 2012. – 74 с.
  • Takács, M. Eva Liszina: Egy darab kenyér : Egy csuvas novella magyarra fordításá nak tapasztalatai / М. Takács // Forrás. – 2016. – № 11. – O. 137–152. [1][1] 2019 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.

Асăрхавсем

тӳрлет

Каçăсем

тӳрлет