Именкасси (Патăрьел районĕ)

Именкасси, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи ял. Ялта шкул, фельдшер пункчĕ, клуб пур. Чăвашсем (вĕсем ытларах) тата тутарсем пурăнаççĕ.
Именкасси
|
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлет1868 çулта ялта 36 кил пулнă, вĕсенче 92 арçынпа 103 хĕрарăм пурăннă.
1911 çулта ялта 72 кил пулнă, вĕсенче 213 арçынпа 1097 хĕрарăм пурăннă. 2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 389 çын, çав шутра 199 арçын, 190 хĕрарăм пурăннă[1]. Ялйышăн тутар пайĕ Пĕртăван Шигабедтиновсен урамĕнче, халăхра Тутаркасси текенскерте, пурăнать. Унта пурĕ 20 (çирĕм) кил. Мичĕт пур. Мăссăльмансен 21-мĕш номĕрлĕ приххучĕ. Тутарсем кунта кÿршĕри Хирти Пикшик ялĕнчен XIX ĕмĕр вĕçĕнче куçса килнĕ[2].
Кун-çулĕ
тӳрлетИменкассипе Тикеш ялăсем хушшинче X-XI ĕмĕрсенчен юлнă хулаш (хула вырăнĕ) пур.
Ял 16 ĕмĕр варринчех пулнă. 1608/09 çулхи документсенче яла асăннă.
Хальхи Красноармейски районне кĕрекен Именкасси ялĕнчен куçса кайнă чăвашсем пуçласа янă. Ял ячĕ тутарла имен (юман) тенине пĕлтерет. Патăръел Именкассийĕнче тутар (мишер) урамĕ те пур.
1920 çулхи çурла уйăхĕн 3 Пăва уесне, каярах Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920 çулхи юпа уйăхĕн 5 хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921 çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен тытăнса 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Мăн Патăръел районне кĕнĕ. 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Турхан районне, 1939 çулхи пуш уйăхĕн 7 хыççăн Первомайски районне, 1959 çулхи утă уйăхĕн 14 хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[3]..
Паллă ентешсем
тӳрлет- Лисина Ева Николаевна, — чăваш ача-пăча çыравçи.
Вуламалли
тӳрлетАсăрхавсем
тӳрлет- ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ ЧУАШСТАН МӨСЕЛМАННАРЫ МУСУЛЬМАНЕ ЧУВАШИИ 2020 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2016 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗнче архивланӑ.
Каçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |