Именкасси (Красноармейски районĕ)
Именкасси (выр. Именево) — Чăваш Республикин Красноармейски районне кĕрекен ял.
Именкасси
|
Статьяна капăрлатмалла. Эсир проекта пулăшма пултаратăр. Ӳкерчĕксене тата капăрлатусене Википеди йĕркисемпе татăçуллă хайласа кĕртме пултаратăр.
Капăрлатусене шырас тесен:
|
Тавралăхĕ
тӳрлетВăл Шупашкартан 45, Çĕрпӳрен 13 çухрăмра, Мăн Çавал хĕрринче вырнаçнă. 1923 çулччен Чирĕклĕ Именкасси ятлă пулнă.
Халăх йышĕ, ял тытăмĕ
тӳрлетХальхи вăхăтра ялта 500 яхăн çын пурăнать. Кунта вăтам шкул, çыхăну уйрăмĕ, культура çурчĕ, библиотека пур. Хăй вăхăтĕнче Именкассинче Михаил Архангел чиркĕвĕ пулнă. Сыхланса юлман.
Кун-çулĕ
тӳрлетЯл ячĕ тутар чĕлхинчи имен ("юман") сăмахран йĕркеленнĕ. Историксем каланă тăрăх, Именкасси XII ĕмĕртех пуçланса кайнă. Кунтан куçса кайнă чăвашсем XVII - XVIII ĕмĕрсенелле Патăрьел тăрăхне кĕрекен Именкасси ялне йĕркелесе янă.
1927 çулчен Çĕрпӳ уесĕн Чурачăк вулăсне кĕнĕ.
1927 çулхи юпа уйăхĕн 1 Çĕрпӳ районне, 1935 çулхи пуш уйăхĕн 1 хыççăн Трак районне кĕнĕ. 1940 çулхи çурла уйăхĕн 16 ял Красноармейски районне кĕнĕ. 1962 çулхи раштавăн 20 яла Çĕрпӳ районне кĕртнĕ, 1965 çулхи чӳк уйăхĕн 3 хыççăн хальхи вăхăт таран Красноармейски районне кĕрет.
Паллă çынсем
тӳрлет- Фомин Эдуард Валентинович — чăваш чĕлхин тĕпчевçи, филологи ăслăлăхĕсен кандидачĕ.
Вуламалли
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |