Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Патăрьел (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

Патăрьел (тут. Батыр, выр. Батырево ) — Чăваш Енри Патăрьел районĕн администраци центрĕ. Ял район тытăмĕнче хăйне уйрăм ял тăрăхĕ шутланать.

Ял
Патăрьел
Batyrevo Патăрьел
Ялав Герб
Ялав Герб
Патшалăх Раççей
Федераци субъекчĕ Чăваш Ен
Муниципаллă район Патăрьел
Ял тăрăхĕ Патăрьел
Координатсем 55°04′03″ с. ш. 47°36′40″ в. д.HGЯO{{#coordinates:}}: нельзя иметь более одной первичной метки на странице
Малтанхи ятсем Хумпуç Патăрьел, Аслă Патăрьел
Ял  Ял
Центр çӳллĕшĕ 134 м
Наци йышĕ чăвашсем тутарсем, вырăссем
Вăхăт тăрăхĕ UTC+4
Телефон кочĕ +7 83532
Почтă индексĕ 429350
Автомобиль кочĕ 21, 121
ОКАТО кочĕ 97 207 810 001
Официаллă сайчĕ каçă
Патăрьел (Раççей)
Точка
Патăрьел (Чăваш Ен)
Точка

Тавралăх

тӳрлет

Пăла юханшывĕ хĕрринче вырнаçнă. Ял витĕр Кепе шывĕ юхать. Çавăн пекех ялĕн çурçĕр-хĕвеланăç хĕррипе Юхма шывĕн пĕр кивĕ туратти иртет. Ялпа юнашар А151 çул иртсе каять. Канашран 56 км. Хирлĕ вырăн, чат çывăхра вăрман тавраш çук.

Ялта Батыревское ХАУ, "Корма" СХПК, тĕп район пульницци, икĕ вăтам шкул (1№ тата Талвир ячĕллĕ 2№), ÿнер шкулĕ, чиркӳ, 3 ача сачĕ, район культура çурчĕ, ФСК "Паттăр", "Çăкăр" - таврапĕлÿ музейĕ, 3 вулавăш, ветеринари станцийĕ, Чăваш патшалăх университечĕн филиалĕ пур. Пасар ĕçлет, нумай суту-илӳ лавкки.

Халăх йышĕ, ял тытăмĕ

тӳрлет

2010-мĕш çулхи çыравпа ялта 5431 çын, çав шутра 2527 арçын, 2904 хĕрарăм пурăннă[1].

Истори

тӳрлет

Йăлана кĕнĕ тăрăх, Патăрьеле 1570-1580 çулсенче никĕсленĕ тесе шутлаççĕ. Чăннипе вара, çакна çирĕплетекен историлле çăлкуçсем çук темелле. Çĕрпӳ районĕнчи Патăрьелпе ку тĕлĕшпе çыхăну пурри е çукки те çав тери кăткăс ыйту пулса тăрать. Çапах та çыхăну пур пуль теме май паракан хăшпĕр историлле халапсем пуррине те йышăнмалла[2].

Тепĕр енчен, халапсем мар, чăн-чăн документах яла Йĕпреç районĕнчи Хумпуç Патăрьел çыннисем никĕслеме е никĕслессине хутшăнма пултарнине çирĕплетет. Документ "Переписная книга ясачных татар, чуваш и мордвы Симбирского уезда за 1723 год" (Чĕпмпĕр уесĕнчи ясак тÿлекен тутарсен, чăвашсен мордвасен 1723-мĕш çулхи çырсатуху кĕнеки) ятлă. Унта çавăн пек çырни пур[3][4][5]:

<Куçару: Ясак тÿлекенсен Хумпуç Патăрьел ялĕ ясак тÿлекенсен Çĕнĕ Ахпÿрт чăваш ялĕнчен виçĕ çухрăмра, Пăла шывĕн сылтăм енче вырнаçнă. Ялта 123 кил.>

Географилле самантсене шута илсен, кунта шăпах ку статьяри Патăрьел пирки иккенни курăнать. Илсе кăтартнă документранах ял ячĕ чăнах та "паттăр" сăмахран тухни те паллă. Мĕншĕн тесен асăннă çырсатуху кĕнекинчи Богатырево çавăн пĕлтерĕшлĕ. Çын ятĕнчен е урăх сăмахран тухнă пулсан апла каламан пулĕччĕç.

1780-мĕш çулта, Чĕмпĕрти енлĕх йĕркеленĕ чухне, Типĕ Пăла çинчи тĕне кĕнĕ чăвашсен Хумпуç Патăрьелĕ (оригиналта — Хонбуси Батырева) Чĕмпĕр уесĕнчен тухса Пăва уесне кĕнине палăртнă[6]

"Юхма" сăмахăн унчченхи тата паянхи пĕлтерĕшĕ мĕнре-ха?

тӳрлет

"Юхма" тесе Шăнкăртам ялĕ витĕр тухса унтах Пăлана кĕрекен çырмана калаççĕ. Çавна май ыйту тухса тăрать: мĕншĕн-ха "Юхма" тенине час-часах Патăрьелпе çыхăнтараççĕ (Юхма Патăрьел тенисене илтме пулать)? Тупсăмĕ акă мĕнре. Тахçан Юхма çырмиин анат енче тепĕр туратти те пулнă, вăл вара хĕвелтухаç еннелле — Патăрьел патнелле — пăрăнса тепĕр ик-виçĕ çухрăмран Кепе çырмине юхса кĕнĕ. Чăннипе каласан ку турат паянхи кун та пур, анчах та вăл Шăнкăртамри çырмапа çыхăнăвне çухатнă, вырăнти çăлкуçсемпе çеç "тăранса" пурăнать. Ячĕ те унăн халĕ çаплах сыхланса юлнă — Юхма çырми. Е, уйăрса илес тесе, ăна Кивĕ Юхма теме пулать.

Çак япаласене паянхи Патăрьел çыннисем пĕлмессе те пултараççĕ. Мĕншĕн тесен кунта, ытти ялсемпе танлаштарсан, вырăслану процесĕсем хăвăртрах пыраççĕ, тепĕр енчен, пурнаканнисенчен те чылайăшĕ вырăнти çынсем мар, урăх тĕлсенчен куçса килнисем.

Патăрьелĕнчи "Юхма" текен урам[7] — çав çырма ячĕпе. Çырми чăнах та урамăн çурçĕр хĕррипе иртсе каять. Çавăн пекех Патăрьелĕнче çак ятлă пасар пур (ытларикун тата эрнекун пухăнать). Вăл каллех хайхи çырмаран кăшт кăна çÿлерех вырнаçнă. Юхма çырмин тăрăхĕнче çавăн пекех сĕт-çу савучĕ, "Паттăр" стадион, мунча, "Робинзон" çырса карта тытса çавăрнă темĕнле лаптăк пур.

Патăрьел — вулăс центрĕ

тӳрлет

1920-мĕш çулхи çурла уйăхĕн 3-мĕшĕччен Пăва уесне, ун хыççăн вара Çĕрпӳ уесне кĕнĕ. 1920-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 5-мĕшĕ хыççăн Çĕрпӳ уесĕн Йĕпреç районне кĕртнĕ. 1921-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен 1927-мĕш çулччен Патăръел уесне кĕнĕ. Ку асăннă пĕтĕм вăхăтсенче ял çак пайланăвсен Патăръел вулăсĕн центрĕ (вулăс ялĕ) пулнă. Кун хыççăн администраци пайланăвĕнче "вулăс" сăмахпа усă курма пăрахнă, вăл шайри тытăмсене ытти ятсемпе палăртнă.

Патăрьел хăçан вулăс центрĕ пулса тăни паллă мар.

Патăрьел — уес тата район центрĕ

тӳрлет

1921-мĕш çулхи çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕнчен 1927-мĕш çулччен Чăваш Енре Патăръел уесĕ пулнă, унăн центрĕ — Патăрьел. Кун хыççăн, "уес" сăмах та, "вулăс" пекех, пурнăçран çухалнă.

1927-мĕш çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшенчен Аслă Патăръел районне кĕнĕ. 1935-мĕш çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕ хыççăн Патăръел районне, 1939-мĕш çулхи нарăс уйăхĕн 22-мĕшĕ хыççăн Чкаловски районне, 1957-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 20-мĕшĕ хыççăн хальхи вăхăт таран Патăръел районне кĕрет[8]. Çак асăннă пур тапхăрта та Патăрьел, 1939-1944-мĕш çулсемсĕр пуçне, район центрĕ пулнă, вăл шутра район "Чкаловски районĕ" ятпа çÿренĕ чухне те.

 
Ялăн (ял тăрăхĕн) ялавĕ
 
Ялăн (ял тăрăхĕн) гербĕ

Патăрьел гербĕ тата ялавĕ пирки

тӳрлет

1990-мĕш çулсенче вырăнти "Авангард" хаçатра çакăн пек статьясем пичетленсе тухнă. ъъ

  • "Герб — ача вăййи мар". — 1997-мĕш çул, Чÿк, 1.
  • "Эх, герб, герб... " — 1998-мĕш çул, Раштав, 16.

Иккĕшĕнче те Патăрьел ялĕ валли герб ăсталас тата çирĕплетес ыйтăва хускатнă. Çав вăхăтрах вĕсенче пулас герб мĕнлерех пуласси пирки хăшпĕр сĕнÿсем те пур. Сăмахран, тĕпре "паттăр" сăнарĕ пулмаллине те палăртнă.

Хальхи вăхăтра Патăрьел районĕн хăйне уйрăм герб пур[9]. Гербăн геральдика регистрĕнчи номерĕ — 3655. Йышăннă кун — 25.10.2007 Асаннă герб никĕсĕ çинче [[ял] тăрăхĕн гербне те ăсталанă[10]. Йышăннă кун 29.03.2018, йышăну номерĕ № 22/6. Гербăн геральдика регистрĕнчи номерĕ — № 11865. Çапла вара, районăн тата тĕпри ялăн гербĕсен, сахал пулин те, уйрăмлăхĕсем пур.

Ялав тĕлешпе те çавнашкал лару-тару, тивĕçлĕ йышăнусем те пур[11][12]. Район ялавĕн геральдика регистрĕнчи номерĕ — 3656 (гербăннинчен пĕр пĕрчĕ чухлĕ пысăкрах).

Паллă çынсем

тӳрлет

Кăсăклă фактсем

тӳрлет

Елĕкренпех Патăрьел ялĕнче ирçесем пурăнакан ятарлă урам пулнă, ăна, каллех ĕлĕкренпех, Ирçе касси теççĕ (Ленин урамĕ, Ленин проспекчĕпе пăтраштармалла мар).

Вуламалли

тӳрлет
  • Батыревская энциклопедия. Чебоксары, 2005, 376 с.
  • Моисеев, Юрий. Батырево вчера и сегодня. 2002.
  • Моисеев, Юрий. Из рода батыров. 2021.
  • Моисеев, Юрий. Батырево и батыревцы. 2022.

Асăрхавсем

тӳрлет
  1. ^ Численность населения городских округов, муниципальных районов, городских и сельских поселений, населенных пунктов Чувашской Республики 2018 ҫулхи Ҫурла уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.
  2. ^ В.Д.Димитриев. Чувашские исторические предания. Ч., 1993. с. 187 —ББК 93 Д 44
  3. ^ АУ ДОД "ДЮСШ" "ПАТТАР" МО "Батыревский район" ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ. Публикации » Патăрьел ял историйĕ
  4. ^ ЦГДА ф.802
  5. ^ Люкин, Владимир. Патăрьел (Хумпуç Патăрьел, Аслă Патăрьел). («Пăла хĕрринче» кĕнекерен). — Патăрьел район хаçачĕ «Авангард», 25.02.2002, 14 (11349) №. — с.7.
  6. ^ № 119 - деревня Хонбуси Батырева / Подготовил Репьёв О. М. / Создание Симбирского наместничества. Буинской уезд. 1780 год.. archeo73.ru. Тĕрĕсленĕ 8 Ҫу уйӑхӗн 2020.
  7. ^ Патăрьелĕнчи Юхма урам.(ĕçлемен каçă)
  8. ^ Чăваш Ен пурăнан вырăнсем 2018 ҫулхи Ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче архивланӑ.
  9. ^ Герб Батыревского района
  10. ^ ГЕРБ БАТЫРЕВСКОГОГО СЕЛЬСКОГО ПОСЕЛЕНИЯ БАТЫРЕВСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ — Союз геральдистов России.
  11. ^ [https://wshipunov.ucoz.ru/index/gerb_i_flag_batyrevskogo_rajona/0-45 ГЕРБ И ФЛАГ БАТЫРЕВСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ] — Геральдический художник Вадим Шипунов]
  12. ^ ФЛАГ БАТЫРЕВСКОГОГО СЕЛЬСКОГО ПОСЕЛЕНИЯ БАТЫРЕВСКОГО РАЙОНА ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ — Союз геральдистов России.
  13. ^ УСЬКИН Александр Сергеевич.
  14. ^ Алексеев Г.А. Теллина Валентина Андреевна. Электронла чăваш энциклопедири статья.

Каçăсем

тӳрлет