Геральдика

Геральдика — (лат. heraldus — глашатай), гербсене тĕпчекен, историн пулăшлă уйрăмĕ.

Геральдика патшалăх гербĕ, ăру гербĕ тата урăх гербсем çине мĕнле паллăсене ӳкермеллине тĕплĕн палăртать, тĕрлĕтĕслĕ символсем мĕне пĕлтернине ăнлантарса парать. Геральдика ĕçĕсем вăтам ĕмĕрсенче, ун чухне çын пирки пĕлмелли техника меслечĕсем çуккипе пуçланса кайнă. Çапла ĕнтĕ геральдика символĕсем ансат вулавлă, ансат ӳкерчĕксемлĕ, пысăк та тĕрлĕтĕслĕ сăрлă пулнă. Çак гербсене анлăн блазон тенĕ (фр. блазон - щит).

ИсториТӳрлет

Раççее геральдика Анăçран XVII ĕмĕрĕн иккĕмĕш пайĕнче çитнĕ. Пĕрремĕш ун çинчен çырни гербсен пуххи («Титулярник», 1672). Император Пётр I хушнипе 1722 çулта Герольди туса хунă, 1726 çулта Петербург Тĕпчевсен Академинче геральдика кафедрине уçнă. 1797 çулта 20 томлă «Общий гербовник дворянских родов Всероссийской империи» пухса пичетленĕ. Пĕтĕмпе унта 5 пине яхăн герб. Геральдика йăлисене, паллисене XIX ĕмĕрĕн варриинчен пуçласа йĕркелесе пынă.

ВуламаллиТӳрлет

  • Арсеньев Ю. В. Геральдика. Лекции, читанные в Московском Археологическом институте в 1907—1908 году. — М.: ТЕРРА — Книжный клуб, 2001. — 384 с. — ISBN 5-275-00257-2. [1]
  • Гербы личные, семейные и родовые (к вопросу о практике применения в современной России): В 3 частях / Составители: Д. В. Рушнин, М. Н. Затинин. — М., 2017. Часть 1: А-И. — 123 с.: ил.
  • Левандовский А. П. В мире геральдики. — М.: Вече, 2008. — 218 c. — ISBN 978-5-9533-2817-3.
  • Лукомский В. К., Типольт Н. А. Русская геральдика. — П., 1913.
  • Медведев М. Ю. Геральдика или истинная наука о гербах. — М.: Гербы и флаги, 2008. — 144 с. — ISBN 978-5-7034-0222-1.
  • Пастуро М. Геральдика / пер. с фр. А. Кавтаскина. — М.: Астрель: АСТ, 2003. — 144 с. — ISBN 5-17-019779-9.
  • Пастуро М. Символическая история европейского средневековья. — СПб.: Alexandria, 2012. — 448 с. — ISBN 978-5-903445-21-9.
  • Слейтер С. Геральдика. Иллюстрированная энциклопедия / пер. с англ. И. Жилинской. — 2-е изд. — М.: ЭКСМО, 2005. — 264 c. — ISBN 5-699-13484-0.
  • Фрайер С., Фергюсон Д. Геральдика. Гербы — Символы — Фигуры / пер. с англ. М. Б. Борисова. М.: АСТ: Астрель, — 2009. — 208 с. — ISBN 978-5-17-061418-9.
  • Щелоков А. А. Увлекательная геральдика. — М.: ЭКСМО, 2006. — 352 c. — ISBN 5-699-18634-4.