Канаш

Кана́ш[3]) — Раççей хули (1925 çултанпа), Чăваш Енри Канаш районĕн администраци центрĕ. Пысăк чукун çулĕн çыхăвĕ.
1925
|
ТавралăхĕПравить
Хула лаптăкĕ 18,5 км², пĕтĕмпе 55,3 пин çын пурăнать (2001). Мускавран тухăçалла 666 км чукун çулĕ çинче вырнаçнă. Шупашкарпа Канаш хушши 76 км.
Халăх йышĕ, хула тытăмĕПравить
Кун-çулĕПравить
Хула историйĕ чукун çулпа тачă çыхăннă. Малтан ку вырăнарах Шăхран ятлă ял ларнă. Ял ячĕпе станци ятне панă. Станци аталаннăçем аталанса пынă — хальхи Канаш хули пулса тăнă.
1911 çул тĕлне хулара 40 суту-илӳ фирми ĕçленĕ. Ытларах енĕпе вĕсем вырăнти вăрмана касса аякалла сутнă.
1912 çулта хулара пуçламăш аслă вĕренӳ училищи уçăлать, 1914 çулта вара вĕрентевçĕсен семинари пулса тăрать.
1919 çулта Канаш шайĕ ӳсет — вăл тĕвĕллĕ станци пулса тăрать.
1925 çулхи çĕртме уйăхĕн 6-мĕшĕнче ВЦИК постановлени кăларса станцине хула шайне хăпартнă. Вăл вăхăтра хула йышĕ 2 323 çынпа танлашнă.
1929 çулхи чӳк уйăхĕн 7-мĕшĕнче хулара пĕрремĕш электростанци ĕçлеме пуçланă.
Хулан тепĕр тапхăрĕ 1934 çулхи пуш уйăхĕнчен пуçланать — вакун юсакан савут тума пуçланă.
1940 çул тĕлне хулара 17,3 пин çын пурăннă, 4 шкул, финанс техникумĕ, медицина училищи ĕçленĕ. Ку вăхăт тĕлне педагогика училищин çĕнĕ çуртне хăпартса лартнă пулнă.
Паллă çынсемПравить
- Надежда Вейенберг (Ильина) — раççей тата нидерланд чупаканĕ.
- Людмила Алексеевна Шевченко (1945 çур.) — цирк артисчĕ, СССР халăх артисчĕ (1988).
ФотопухăмПравить
АсăрхавсемПравить
- ^ Цитатăланă чухнехи йăнăш Неверный тег
<ref>
; для сносокglava
не указан текст - ^ Почтовые индексы г. Канаш //Деловой город
- ^ [1] //Шихраны в 1892—1925 годах
ВуламаллиПравить
КаçăсемПравить
- Канаш сайчĕ (вырăсла) Архивленĕ 18 Юпа уйӑхӗн 2005 çулта.
Канаш Викиампарта? |
- Канаш администрацийĕ
- Канаш телекурав студийĕ Архивленĕ 3 Ҫурла уйӑхӗн 2014 çулта.
- Канаш хули тата унта пурăнакансем
- Канашра ӳкернĕ фотосем
- Канаш в энциклопедии «Мой город»
- Информаци портал, Канаш
- Канаш çуралнă кунне тата чукун çул ĕçченĕсен уявне паллă тунă
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |