Этнохоро́ним (грекла ἔθνος, «халăх» + χῶρος, «вырăн» + όνυμα, «ят»), этникон — харпăр вырăнта пурнакансен ячĕ, чылай чухне тивĕçлĕ топонимпа майлашăннăскер. Чăваш чĕлхинче этнохороним топоним çумне -сем аффикс хушăннипе пулать. Нумайлă хисеппе пăтраштарассинчен контекст сыхлать. Çырура чухне тата тивĕçлĕ орфографин те сыхлас вăйăмĕ пур. Этнохоронимла сăмахăн пĕррелĕ тата нумайлă хисепĕсем те чăваш чĕлхинче пĕр формăпах палăраççĕ: урăхла каласан, вĕсен уйрăмлăхĕсем çук.

Чăваш чĕлхинчи этнохороним пулăвĕн тĕслĕхĕсем

тӳрлет

Этнохоронимсене тĕрĕс çырасси

тӳрлет

Этнохоронимсене епле çырасси тĕлĕшпе йĕркевсенче[1] ятарлă параграфсем çук. Çапах та вĕсене, пайăр мар ят пулнине кура, пĕчĕк саспаллирен пуçласа çырмалла пуль. Çавăн пекех, топоним темиçе компонентран тăнă чухне те, пĕрле çырмалла пек, мĕншĕн тесен урăхла çырмашкăн сăлтавĕ çукрах. Практикăра вара (пурнăçра) апла та, капла та çырни те тĕл пулать. Çакă илсе кăтартнă тĕслĕхсенчен те аванах курăнать.

Практикăра апла та, капла та çырнин сăлтавĕсем

тӳрлет

Халлĕхе ку ыйтăва çутатакан материалсем (сумлă çăлкуçсем) курăнмаççĕ-ха.

Асăрхавсем

тӳрлет