Канаш районĕ
Кана́ш райо́нĕ (выр. Канашский район) — Чăваш Енĕн (РФ) администрациллĕ-территориллĕ виçи тата муниципаллă йĕркеленĕвĕ (муниципаллă район)
Канаш районĕ | |||
| |||
Патшалăх |
![]() | ||
---|---|---|---|
Статус | муниципаллă район | ||
Кĕрет |
![]() | ||
Тытăмĕ | 24 муниципаллă йĕркеленӳ | ||
Администраци центрĕ | Канаш хула | ||
Йĕркеленĕ вăхăт | 1927, авăн, 5 | ||
Район администрацин пуçлăхĕ | Егоров Анатолий Николаевич | ||
Официаллă чĕлхе | чăваш | ||
Пурăнан халăх (2016) |
36 254 (2,93% %, 2-мĕш вырăн) | ||
Йышлăх | 36,95 çын/çм² | ||
Наци йышĕ | чăвашсем - 97% | ||
Лаптăк | 981,21[1] çм² (5,4% %, 7-мĕш вырăн) | ||
![]() | |||
Вăхăт тăрăхĕ | |||
Телефон кочĕ | +7 83533 | ||
Почтă индексĕсем | 429240 | ||
Сайчĕ | |||
Координатсем: 55° с. ш. 46° в. д. / 55° с. ш. 46° в. д. (G) (O) |
Район территорийĕ Чăваш Енĕн варринче вырнаçнă. Тытăма 1927 çулхи авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче туса хунă. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Çĕрпӳ тата Красноармейски районĕсемпе, хĕвелтухăç енче Вăрмар тата Тăвай районĕсемпе, кăнтăр енче Комсомольски тата Йĕпреç районĕсемпе, хĕвеланăç енче Вăрнар районĕсемпе юнашар вырнаçнă.
Лаптăкĕ 981,4 км2 танлашать, çурçĕртен кăнтăралла 35 çухрăм, хĕвеланăç енчен хĕвелтухăç енелле 25 çухрăм тăршшĕ.
Администраци Шупашкартан 84 çухрăмра ларакан Канаш хулинче вырнаçнă.
Халăх йышĕПравить
1999 çул пуçламăшĕнче районта пурĕпе 43,7 пин çын пурăннă, 97% — чăвашсем. Халăх йышлăхĕ — 47 çын/тв. çх. Районта пĕтĕмпе 108 ял ларать, вĕсенче, вăтамран илсен, 462 çын пурăнать.
Çул-йĕрПравить
Канаш районĕ тăрăх Чулхула-Канаш-Хусан, Канаш - Хĕрлĕ узел тата Канаш-Шупашкар чугун çулĕсем иртеççĕ. Автомобиль çулĕсем патшалăх тата республика пĕлтерĕшлисем: Çĕрпӳ-Çĕмпĕр-Сызрань (патшалăх пĕлтерĕшлĕ), Вăрнар-Канаш-Улатăр; Шахасан-Çĕмĕрле; Канаш-Шупашкар (республика шайĕнче). Ку çулсем тăрăх районăн шалти тата аякри экономика хутшăнăвĕсем иртеççĕ.
Администрациллĕ пайлануПравить
Районти ял тăрăхĕсен шутне çаксем кĕреççĕ:
- Ăвăспӳрт Кипеч ял тăрăхĕ - Ăвăспӳрт Кипеч;
- Асхва ял тăрăхĕ - Аслă Асхва Пикшик;
- Атнаш ял тăрăхĕ - Атнаш;
- Ачча ял тăрăхĕ - Ачча;
- Вăрăмпуç ял тăрăхĕ - Вăрăмпуç;
- Вăрманкас Ухман ял тăрăхĕ -Вăрманкас Ухман;
- Вăтакас Кипеч ял тăрăхĕ - Вăтакас Кипеч;
- Вăтапуç ял тăрăхĕ - Вăтапуç;
- Кăшнăруй ял тăрăхĕ - Кăшнаруй;
- Карăклă ял тăрăхĕ - Карăклă;
- Пайкилт ял тăрăхĕ - Пайкилт;
- Сиккасси ял тăрăхĕ - Сиккасси;
- Сухайкасси ял тăрăхĕ - Сухайкасси;
- Çĕнĕ Чăлкасси ял тăрăхĕ - Çĕнĕ Чăлкасси;
- Çеçпĕл ял тăрăхĕ - Çеçпĕл;
- Уçырма ял тăрăхĕ - Уçырма;
- Хучел ял тăрăхĕ - Хучел;
- Чакаç ял тăрăхĕ - Чакаç;
- Чарпуç ял тăрăхĕ - Чарпуç;
- Шăхасан ял тăрăхĕ - Шăхасан;
- Шаккăл ял тăрăхĕ - Шаккăл;
- Шелттĕм ял тăрăхĕ - Çĕнĕ Шелттĕм;
- Энтрияль ял тăрăхĕ - Энтрияль;
- Янкăлч ял тăрăхĕ - Янкăлч.
Паллă çынсемПравить
- Асамат Светлана Васильевна, - чăваш сăвăçи, композитор.
- Иванова Лидия Михайловна, - çыравçă.
- Максимов Николай Николаевич, - çыравçă.
- Маяксем Леонид Александрович, - прозаик.
- Миттов Анатолий Иванович
- Мышкина Альбина Федоровна, - çыравçă.
- Николаев Николай Николаевич
- Николаев Юрий Николаевич
- Павлов Сергей Лукиянович, - çыравçă, тăлмач.
- Скворцов Михаил Иванович
- Чичканов Петр Николаевич, çыравçă, живописец.
Çав. пекехПравить
АсăрхавсемПравить
ВуламаллиПравить
КаçăсемПравить
Ку Чăваш Енĕн географипе вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |