Вăрнар районĕ


Вăрна́р райо́нĕ (чăв. Вăрнар районĕ) — Чăваш Республики (Раççей Федерацийĕ) йышĕнчи администрациллĕ-территориллĕ виçе тата муниципаллă йĕркеленӳ (муниципаллă район).

Вăрнар районĕ
Ялав
Ялав
Патшалăх Flag of Russia.svg РФ
Статус муниципаллă район
Кĕрет Flag of Chuvashia.svgЧăваш Ен
Тытăмĕ 19 муниципаллă йĕркеленӳ
Администраци центрĕ Вăрнар паçулки
Йĕркеленĕ вăхăт 1927, авăн, 5
Район администрацин пуçлăхĕ Тихонов Андрей Владимирович
Район пуçлăхĕ/Район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Шумилов Валерий Филиппович
Официаллă чĕлхе чăвашла, вырăсла
Лаптăк 1012,59[2] çм² (6-мĕш вырăн)
Вăрнар районĕ карттă çинче
Вăхăт тăрăхĕ

MSK (UTC+3)

ISO 3166-2 кочĕ 1927, авăн, 5
Телефон кочĕ +7 83537
Сайчĕ
Вăрнар районĕн картти

Администраци центрĕ — Вăрнар паçулăкĕ.

ТавралăхĕПравить

Чăваш Ен варринче вырнаçнă. Çурçĕр енче Чăваш Енĕн Элĕк тата Красноармейски районĕсемпе, анăç енче Çĕмĕрле районĕпе, тухăç енче Канаш районĕпе, кăнтăр енче Йĕпреç районĕпе юнашар вырнаçнă. Çурçĕртен кăнтăралла, тухăçран анăçалла 35 çухрăм тăсăлать. Район çĕрĕ-шывĕн лаптăкĕ — 1012,6 км2. Район администрацийĕ Вăрнар паççулкинче вырнаçнă.

Халăх йышĕ, район тытăмĕПравить

1999 çулхи кăрлачăн 1-мĕшĕнче районта 44,2 пинĕ çын пурăннă, çав шутра 13,2 пинĕ çын — хулара (29,8 %) тата 31,0 пинĕ çын — ял çыннисем (70,2 %). Вăрнар районĕнче пĕр поселок, 101 ял. Ялта вăтамран 323 çын пурăнать. Халăх-çын тăвăрлăхĕ - 44,3 çын/тăваткалçухрăм. 91 % пурăнаканĕ — чăвашсем.

Семен Элкер Вăрнар районне кĕрекен Çармăс ялĕсем çинчен çапла çырнă:

...Кушлавăшсем пуçланнă ĕмĕрте Çавалăн анат вĕçĕнче, паллах, сĕм вăрмансем пулнă, унта çармăссем те пурăннă. Этнографсем каланă тăрăх, чăвашсемпе хутшăнса кайнă çармăс йăхĕсем пурăна киле йăлтах чăвашланса çитнĕ. Çавлăн анат вĕçĕнче те, Кушлавăш тăрăхĕнче техаль çармăссем çук. Анчах та чăваш хушшинчи хăш-пĕр ялсемпе çырма-çатра ячĕсем паян кунчченех çармăс чĕлхине е çармăс халăхне аса илтереççĕ. (Кушлавăш уйĕпе унăн çывăхĕнчех Пăтавăш, Кăкавăш, Мăркавăш ятлă пĕчĕк юханшывсем, Уравăш, Явăш, Туçи-Çармăс, Хурăнсăр-Çармăс ятлă ялсем пур тата ытти те)...

ИсториПравить

Района 1927 çулхи авăнăн 5-мĕшĕнче уйăхĕнче туса хунă.

ÇутçанталăкĕПравить

Çутçанталăк кунта вăтам континентлă. Вăтам температура кăрлачра -12,9°С сивĕ, утăра — 18,3°С ăшă, чи шартлама сивĕ -44 °C, питĕ шăрăх- 39,7°С. Çулта çĕр çине 552 мм çумăр-юр ӳкет. Юханшывĕсем пысăках мар. Çурçĕр-хĕвелтухăç енче Мăн Çавал 43 çухрăм тăршшĕ, кăнтăр-хĕвелтухăçĕнче — Кĕçĕн Çавал 28 çухрăм тăршшĕ юхать.

ХуçалăхПравить

Районта Вăрнарти аш-пăш комбиначĕ ĕçлет. Чукун çул чарăнăвĕ вырнаçнă, пассажир автотранспорт йĕркелĕвĕ пур.

Паллă çынсемПравить

Çавăн пекехПравить

АсăрхавсемПравить

ВуламаллиПравить

Краснов П.И. Край Вурнарский. — Вăрнар: 2002. — 93 с. — 2 000 экз.

КаçăсемПравить