Илларионов Степан Илларионович

Илларионов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.

Илларионов Степан Илларионович (1904, чӳк, 27, Кивçурт Енĕш ялĕ, Хусан кĕперни - 1944, утă, 27, Галыни ялĕ, Бешенкович районĕ, Витебск облаçĕ) - Совет Союзĕн Паттăрĕ, Тăван çĕршыва хӳтĕлесе пуçне хунăскер.

Степан Илларионович Илларионов
Çуралнă вăхăт 1904, чӳк, 27
Çуралнă вырăн Кивçурт Енĕш ялĕ
Вăрнар районĕ
Хусан кĕперни
Вилнĕ вăхăт 1944, утă, 27
Вилнĕ вырăн Галыни ялĕ, Бешенкович районĕ, Витебск облаçĕ, СССР
Пăхăнулăх СССР
Çар ăрачĕ пехота
Хĕсмет çулĕсем 1941-1944
Хисеп
Ефрейтор
Ефрейтор
Çапăçусем/вăрçăсем Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи
Чыславсем тата парнесем
Ленин орденĕ Хĕрлĕ Ялав орденĕ 3 степеньлĕ Мухтав орденĕ

Кун-çулĕ

тӳрлет

1904-мĕш çулхи чӳк уйăхĕн 27-мĕшĕнче Вăрнар районĕнчи Кивçурт Енĕш ялĕнче çуралнă.) - Совет Союзĕн Паттăрĕ.

Хĕрлĕ Çарта 1926-1928-мĕш çулсенче хĕсметре тăнă. Салтакран таврăнсан, тăван ялĕнче колхоз йĕркелес ĕçе хастар хутшăннă.

Тăван çĕршыва хаяр тăшман тапăнсан Степана тӳрех вăрçăна илсе каяççĕ. Хăйĕн хăюлăхне вăл Беловетечи ялĕ патĕнче кăтартать. Нимĕç пулемёчĕ чыхăнса кайсах çулăмпа вĕрет, пирĕн ентеш хăрамасăрах ăна гранатăсем персе ярса илет. Пулемета тăшман çинелле çавăрса ăшалама тытăнать. Çапăçура маттăр пулнăшăн ăна Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тивĕçтереççĕ.

1944-мĕш çулхи утă уйăхĕн 25-мĕшĕнче Витебск облаçĕнчи Сиротин районĕнчи Балбетча патĕнче Илларионов роти Анăç Двина юханшывĕ урлă каçнă чухне 4 нимĕç салтакĕпе çапăçать. Виççĕшне вĕлерет, тăваттăмĕшĕ тарать. Юханшыв урлă плацдарм йышăнма каçакан юлташĕсене пулăшать. Юханшыв урлă каçнă 7 салтак каялла чакма шутламаççĕ. Илларионов ертсе пынипе вĕсем нимĕç траншейине кĕрсе кайса тăшман пулемечĕпех 15 фашиста пĕтереççĕ. Тăшмана хăваласа Залужье ялĕ патне çитсе ăна ярса илеççĕ, кунта вара хăраман салтаксем хăйсен полкне юханшыв урлă каçма вырăн тупаççĕ.

Çак çапăçура Илларионов аманнă пулсан та çапăçу хирĕнчен тухмасть. Çак хастарлăхшăн ăна Совет Союзĕн Паттăрĕ ятне параççĕ.

С.И. Илларионов 1944-мĕш çулхи утăн 27-мĕшĕнче Витебск облаçен Бешенкович районĕнчи Галыни ялĕ патĕнче çапăçура вилет.

Чыславсем

тӳрлет
  • Совет Союзĕн Паттăрĕ;
  • Ленин орденĕ;
  • Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ;

Асăрхавсем

тӳрлет

Вуламалли

тӳрлет
  • П. И. Краснов, "Край Вурнарский" Вăрнар паç., - 2002, с.52-53.

Каçăсем

тӳрлет

  Илларионов Степан Илларионович «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче


Йĕпреç районĕнчи Пăкăянти пĕтĕмĕшле пĕлу паракан тĕп шкулăн тавра пĕлÿ музейĕн сайчĕ