Скворцов Михаил Иванович
Скворцов Михаил Иванович (1933, кăрлач, 8, Иккĕмĕш Хурамал ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР — 2016, раштав, 1, Шупашкар, Чăваш Ен) — чăваш ăсчахĕ, филологи ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор (1992), Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1997), Н.И. Ашмарин ячĕллĕ парне лауреачĕ[1] [2].
Михаил Иванович Скворцов | |
Çуралнă вăхăт: | 1933, кăрлач, 8 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Иккĕмĕш Хурамал ялĕ, Канаш районĕ, Чăваш АССР |
Вилнĕ вăхăт: | 2016, раштав, 1 |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Патшалăх: |
СССР РФ |
Ăслăх сфери: | филологи, журналистика |
Ăсчах хисепĕ: | профессор |
Альма-матер: | Хусан патшалăх университечĕ, Мускав патшалăх университечĕ |
Чыславсемпе парнесем |
|
Биографи
тӳрлет1933 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Иккĕмĕш Хурамал ялĕнче çуралнă/
Хусан университечĕн филологи уйрăмĕнчен (1954), Мускаври университет çумĕнчи Хĕвел тухăç чĕлхисен институтăн арап чĕлхисен уйрăмĕнчен (1964), аспирантурăран (1971) вĕренсе тухнă.
1964—1967 çулсенче Чăваш Ркспубликин телекуравпа радиокалаçу комитечĕн председатель çумĕ вырăнĕнче тăрăшнă.
Чăваш патшалăх педагогика институчĕн вĕрентӳçи, доценчĕ (1973—1976), Чăваш патшалăх университечĕн доценчĕ (1977—1997) пулса вăй хунă.
1989 çултанпа Чăваш Енĕн вĕрентӳçсен ăсталăхне ӳстерекен институт профессорĕ вырăнĕнче ĕçленĕ.
Михаил Скворцов чăваш лексикографийĕпе терминологийĕн паллă специалисчĕ пулнă май чăвашла-вырăсла сăмахсарсене хатĕрлес, редакцилес ĕçе хастар хутшăннă.
Чăваш шкулĕн пуçламăш тата вăтам класĕсенче, вырăс шкулĕсенче, техника професси вĕрентешĕсенче вĕренекенсене тăван чĕлхене ăша хывма пулăшакан сăмахсарсем хатĕрленĕ.
Скворцов студентсем валли хатĕрленĕ вĕренӳре пулăшу кĕнекисенче куçарупа унăн теорин кĕске историне, куçарăвăн семантика, лексика тата фразеологи ыйтăвĕсене тишкернĕ.
Михаил Иванович 2016 çулхи раштавăн 1-мĕшĕнче Шупашкарта вилнӗ.
Ăслăх ĕçĕсем
тӳрлет- Русско-чувашский обшественно-политический словарь. Ч., 1973
- Русско-чувашско-венгерский разговорник. Ч., 1981
- Чăвашла-вырăсла словарь. М., 1982, 1985
- Вырăсла-чăвашла куçару теорийĕпе практики. Ш., 1984
- Чăваш лексикографийĕ. Ш., 1985
- Чăвашла-вырăсла словарь. Ш., 1989
- Русско-чувашский словарь. Ш. 2022 ҫулхи Пуш уйӑхӗн 22-мӗшӗнче архивланӑ., 1992
- Русско-чувашский словарь. Ш., 2002.
Вуламалли
тӳрлет- Иванова, Н. Шкул валли – çĕнĕ словарь / Н. Иванова // Ялав. – 1990. – № 5. – С. 27.
- Прокопьев, В. Паллă тюрколог // Прокопьев, В. Канаш тăрăхĕн ятлă–сумлă çыннисем / В. Прокопьев. – Шупашкар, 2005. – С. 294-297.
- Хусанкай, А. Тăван чĕлхе ĕçченĕ / А. Хусанкай // Коммунизм ялавĕ. – 1983. – 7 янв.
- Петров, Л. П. Хамӑр халӑх чӗлхин сатур сӑмахсарҫи / Л. П. Петров // Вестн. Чебоксар. фил. Москов. гос. гуманит. ун-та им. М. А. Шолохова. – 2008. – № 5. – С. 429-431. – (Юбилеи).
- Терентьева, И. Пирӗн ентеш – паллӑ тюрколог / И. Терентьева // Канаш ен. – 2008. – 22 нарӑс. – С. 5.
- Прокопьев, В. Профессор Скворцов / В. Прокопьев // Канаш (Канаш. р–н). – 1995. – 28 марта.
- Сергеев, Т. С. Скворцов Михаил Иванович // Сергеев, Т. С. Канашцы – доктора наук / Т. С. Сергеев. – Чебоксары, 2000. – С. 144-148.
- Скворцов Михаил Иванович // Национальная академия наук и искусств Чувашской Республики. – Чебоксары, 2002. – С. 98-101.
- Скворцов Михаил Иванович // Ученые и сотрудники Чувашского государственного института гуманитарных наук : 1930-2005. – Чебоксары, 2005. – С. 145.
- Скворцов Михаил Иванович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2010. – С. 374-375.
- Скворцов Михаил Иванович // Ученые Чувашского государственного педагогического университета им. И. Я. Яковлева. – Чебоксары, 2005. – С. 323-324.
- Скворцов Михаил Иванович // Чувашгоспедуниверситет им. И. Я. Яковлева : история, структура, ученые. – Чебоксары, 2000. – С. 305-306.
- Хузангай, А. П. Скворцов Михаил Иванович / А. П. Хузангай // Краткая чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2001. – С. 375-376.
Асăрхавсем
тӳрлетКаçăсем
тӳрлет- Вырăсла-чăвашла калаçу кĕнеки 2018 ҫулхи Утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче архивланӑ.
- Вырăсла-чăвашла общество-политика словарĕ 2021 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче архивланӑ.
- Chuvash.org — Пысӑк ҫухату. Скворцов уйрӑлса кайнӑ, 2016-12-01
- Хамӑр халӑх чӗлхин сатур сӑмахсарҫи
- Скворцов М.И. Кĕске чăвашла-вырăсла словарь 2020 ҫулхи Кӑрлач уйӑхӗн 10-мӗшӗнче архивланӑ.
Ку Чăваш Енĕн пайăр çынни пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |